Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйху (тĕпĕ: ыйхӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Иванов юлташ, ыйху тутлӑ пултӑр, тӗлӗкӗнте хӑвӑн пуҫӑнти картусна чӑмласа тӑракан тӗвене курмалла пултӑр»…

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кайса ҫывӑр, ыйху тутлӑ пултӑр, — тесе Вальккана сӗтел патӗнчен сирсе ячӗ Сашша.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ыйху тутлӑ пулчӗ-и?

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ыйху пит тутлӑ пулнӑ пулас санӑн, — йӗкӗлтерӗ Гарик.

— Хорошо выспался, — утешил Гарик.

Вӑтӑр тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

— Ӗненетӗп, ыйху килет сан.

— Верю, спать хочешь.

XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ыйху килнине куҫӑнтанах куратӑп.

— По глазам вижу, что и ты хочешь спать…

XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ыйху та ҫитмест пулӗ?

Небось и недоедаешь и недосыпаешь?

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ни ыйху ҫук санӑн, ни канӑҫлӑху ҫук.

Ни сну тебе, ни покою.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мӗне пула ыйху вӗҫнӗ-ха санӑн?

С чего это от тебя сон стремится?

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вырӑссем тӗрӗс калаҫҫӗ: «Сахал пӗлсессӗн ыйху ҫирӗпрех пулать».

Как говорят, «Меньше знаешь – крепче спишь».

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех