Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйхинчен (тĕпĕ: ыйхӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫтаппан выҫланса ӗҫме пуҫласан ыйхинчен вӑранчӗ те хӑй чӗрӗ те сыввине ӗненсе савӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӑкасемпе юмансем хӗл ыйхинчен васкамасӑр вӑранаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗл ыйхинчен вӑраннӑ уй-хир вырӑнӑн-вырӑнӑн хуралса улаланнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Пусса ыйхинчен вӑратрӑмӑр та, вӑл юрласа ячӗ…

— Мы разбудили колодец, и он запел…

XXV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ирхине асламӑшӗ силлесе тӑраймастӑр та ыйхинчен вӑранаймарӗ Кирилл.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ыйхинчен вӑранса кайсан Таранов чи малтан аллинчи сехечӗ ҫине пӑхса илчӗ: вуннӑ иртнӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чӗптӗм-чӗптӗм кӑна ыйхинчен вӑхӑтне тата-тата вӑл, чӗркуҫҫийӗ ҫине тетрадьне хурса, чылай чухне тата ура ҫинчех тӑрса, сӑвӑсем ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Йӗкӗтсен сассине илтсе, ҫывӑхри вӑрманта йӑва ҫавӑрнӑ кайӑксем ирхи ыйхинчен вӑранаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эрне, уйӑх ҫуйланса, таса уя хӗл ыйхинчен чӑшт-чашт, чӑштӑр-чӑштӑр, тӳнкки-тӳнкки вӑратса шырарӗҫ Полинӑна — тупаймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Янкӑр таса тӳпене хӑпарса ҫитнӗ хӗвел, пӗтӗм чӗрчуна, ӳсен-тӑрана хӗл ыйхинчен вӑратса, савса-лӑпкаса ӑшӑтать.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вилӗмсӗр ҫутҫанталӑк, тӗнчери хаяр вӑрҫӑ пынине пӑхмасӑр, хӑйӗн ӗмӗрхи йӗркипе, каллех чӗрӗлчӗ; каллех мӗн пур чӗрчун хӗл ыйхинчен вӑранчӗ, мӗн пур ӳсен-тӑран ешерме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Тӑкӑрлӑкран тухса Вӑтакасалла пӑрӑннӑ ҫӗрте ҫуна сулӑнка кайнипе Михха тутлӑ ыйхинчен вӑранчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха ыйхинчен тепӗр ирхине тин вӑранчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каҫхине Ҫтаппанран маларах выртнӑ Татьяна ыйхинчен вӑранса куҫне уҫрӗ те, шурӑмпуҫ ҫути палӑрнине курса, вырӑн ҫинчен тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӑр ҫаплах-ха хӗл ыйхинчен вӑранса ҫитесшӗн мар.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Пур пулмалла ун пекки, — терӗ сотник ыйхинчен вӑранса ҫитеймесӗр.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗвел савать тӗнчене Хӗл ыйхинчен вӑратса.

Куҫарса пулӑш

Силпи ялӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Обойма хураканӑн алли чӗтресен те, чалӑш пырса хӗсӗннӗ лента васкавлӑ туртса тухнӑ пулемет пырне ларса чыхӑнсан та, пуринчен ытларах пӳртре выртнӑ салтаксем пӗрин хыҫҫӑн тепри сиксе тухса, мӗн пулнине лайӑхах пӑхса пӗлеймесӗр, ыйхинчен те вӑранса ӗлкӗреймесӗр, хӑранипе аллинчи пӑшалне ҫӗре ӳкерсе, ухмаха ернӗ ҫын пек танне ҫухатса, хӳмӗсем умнелле пырса ҫапӑнсан та уншӑн пурпӗрех.

Пусть задрожат пальцы, закладывающие обойму, пусть подавится перекошенною лентою наспех выкаченный пулемет и, главное, пусть вылетит из халупы один, другой солдат и, еще не разглядев ничего, еще не опомнившись от сна, выронит винтовку и заорет одурело и бессмысленно, шарахаясь к забору:

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Акӑ вӗлле хурчӗ те хӗллехи ыйхинчен вӑранчӗ, ҫӑмламас урисемпе куҫне шӑлса тасатрӗ, юлташӗсене вӑратрӗ, вӗсем вара: «юр кайнӑ-ши? пӑрсем пӗтнӗ-ши? сивӗ ҫил ҫук-ши?» тесе, пӗчӗк чӳречи витӗр пӑхса илчӗҫ.

Вот проснулась и пчелка от своего зимнего сна, прочистила глазки мохнатыми лапками, разбудила подруг, и выглянули они в окошечко — разведать: ушел ли снег, и лед, и холодный северный ветер?

Вӗлле хурчӗсем пыл шырама тухни // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 16–18 с.

Коля Ленӑна ыйхинчен вӑратнӑ.

Коля разбудил Лену.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех