Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтӑвӗсене (тĕпĕ: ыйту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кадр резервне Патӑрьелти, Шупашкарти, Ҫӗрпӳри халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрсем тата Шупашкарти ачасен реабилитаци центрӗ валли хатӗрлеҫҫӗ.

Кадровый резерв готовится для Батыревского, Чебоксарского и Цивильского центра социального обслуживания населения, а также для Чебоксарского реабилитационного центра.

Ӗҫ министерстви ертӳҫӗсен кадр резервне хатӗрлет // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34855.html

Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн директорӗ Ренада Фёдорова тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ.

21 апреля директор комплексного центра социального обслуживания населения города Чебоксары Ренада Фёдорова отправилась на заслуженный отдых.

Ренада Фёдорова социаллӑ центра ертсе пыма пӑрахнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34850.html

Ҫак укҫапа муниципалитет учрежденийӗсен пурлӑхпа техника базине ҫирӗплетнӗ, ача сачӗсем, шкулсем тунӑ, ҫулсене юсанӑ тата пӑхса тӑнӑ, пуҫаруллӑ проектсене пурнӑҫланӑ, вырӑнсенчи вӗрентӳ, медицина, культура ыйтӑвӗсене татса панӑ, ытти ӗҫ тунӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ворлдскиллс» лайӑх, «Профессионалсем» те япӑх мар // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/vorldskills-laya ... -yapah-mar

Вебинара хутшӑннӑ вӗренекенсемпе вӗрентекенсем чӑваш чӗлхипе литератури кафедри доценчӗ Анна Егорова ертсе пынипе республикӑн пӗрлехи экзаменӗн тытӑмӗпе паллашрӗҫ, тест ыйтӑвӗсене хуравлама вӗренчӗҫ, изложенипе сочинени ҫырма хӑнӑхрӗҫ, малтанхи ҫулсенчи экзамента тӗл пулнӑ паллӑрах йӑнӑшсене тишкерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шкул ачисем валли «Республикӑн пӗрлехи экзаменне мӗнле хатӗрленмелле?» вебинар иртрӗ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/03/25/s ... zamenne-mn

Тест ыйтӑвӗсене хуравлама хатӗрленнӗ чух мӗн ҫине ытларах тимлӗх уйӑрмалла?

Куҫарса пулӑш

Шкул ачисем валли «Республикӑн пӗрлехи экзаменне мӗнле хатӗрленмелле?» вебинар иртрӗ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/03/25/s ... zamenne-mn

Пултарулӑх ӑстисем пухӑннисене хӑйсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ, ҫамрӑк вулакансен ыйтӑвӗсене хуравланӑ.

Мастера пера и бумаги рассказали участникам встречи о себе, ответили на вопросы молодых читателей.

Поэтсем Элӗкре пулнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34742.html

Иртнӗ ҫулсенче яланхилле, карточкӑсен каталогӗпе усӑ курнӑ пулсан, паян вӗсемпе танах электронлӑ формӑна куҫарнӑ каталогсем те вулакансен ыйтӑвӗсене тивӗҫтерме пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Библиотека паян // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/bibli ... eka-payan/

Сӑмах май, нумаях пулмасть вӑл халӑхпа «тӳрӗ лини» мелӗпе уҫӑ калаҫу ирттернӗччӗ, халӑхӑн ыйтӑвӗсене хурав панӑ май хӑй те ача чух космонавт пулма ӗмӗтленнине пӗлтернӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Космоса пӗрремӗш хут вӗҫни – пирӗн технологи суверенитетне сӑнарлать», – палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/kosm ... ogi-suvere

Унӑн ҫырӑвӗнче ҫак йӗркесене вулатӑн та критик ӑсӗшӗн, вӑл искусствӑ ыйтӑвӗсене марксистла ӑнланнӑшӑн чун-чӗререн савӑнатӑн: «Искусствӑ — искусствӑшӑн ҫеҫ пулмалла мар, вӑл ӗҫ халӑхне хӑйӗн пурнӑҫне илемлетме, ҫӗнетме пулӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Ҫапла вара, «Нарспи» поэмӑн содержанийӗ — вӑл чӑваш халӑхӗн, ытти халӑхсен шухӑшӗсемпе килӗшсе тӑракан ӗмӗт-шухӑшсем, халӑхӑн сывӑ ӑс-пуҫлӑ ҫыннисем ҫав вӑхӑтри пурнӑҫа, ӗҫпе кӗрешӗве, телей, юрату ыйтӑвӗсене мӗнле ӑнланнине, поэт хӑй ҫав ыйтусене мӗнле ӑнланнине сӑнлӑхсемпе кӑтартса пани пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Ҫапла вара, икӗ писатель хӑйсен пӗр-пӗрин патне ярса тӑнӑ ҫырӑвӗсенче, «Рабфак хӗрӗ» калавран пуҫласа, литературӑпа искусствӑн теориллӗ ыйтӑвӗсене хускатаҫҫӗ, тӗрлӗ ыйтусене пӗр-пӗрне ӑнлантарса параҫҫӗ (ку вӑл Исаев ҫырӑвӗсенче те аван курӑнать, Хумма Ҫеменӗн ҫырӑвӗсене халлӗхе тупман-ха).

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Вӗсен ыйтӑвӗсене кӗске вӑхӑтра татса парас тӗллевпе муниципаллӑ округ администрацийӗнче Координаци канашне йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшасси - пирӗн тивӗҫ // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11717 ... ir-n-tiv-c

Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен предприятисен коллективӗсем, пысӑк яваплӑхпа тата ырми-канми тӑрӑшулӑхпа палӑрса тӑраканскерсем, мӗнпур ҫыншӑн кирлӗ ӗҫ тӑваҫҫӗ.

Коллективы предприятий жилищного-коммунального хозяйства и бытового обслуживания населения выполняют важный для всех жителей труд, требующий большой ответственности и самоотдачи.

Олег Николаев халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫӗн тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2023/03/19/glava ... aet-s-dnem

Чӑваш Енри халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫӗн тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем!

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫӗн тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2023/03/19/glava ... aet-s-dnem

Культура ҫуртне паянхи пурнӑҫ ыйтӑвӗсене тӗпе хурса ҫӗкленӗ.

Дом культуры построен на принципе текущих жизненных вопросов.

Юмансар ялӗнче ҫӗнӗ те хӑтлӑ культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/24/yuma ... a-urch-uln

Географи предмечӗпе тӗрлӗ темӑпа пулакан Пӗтӗм тӗнчери, Пӗтӗм Раҫҫейри онлайн-олимпиадӑсен ыйтӑвӗсене те мӑйӑр пек шӗкӗлчет, ҫавӑнпа вӑл пӗрмаях ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑкла вӗренни – чул ҫинче // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d2%ab%d0%b ... %87%d0%b5/

— Ленин тата Сталин ертсе пынипе историре пӗрремӗш хут чи тӗрӗс, ӗҫ ҫыннисен ыйтӑвӗсене туллин тивӗҫтерекен влаҫ — Совет влаҫӗ — туса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Вӑл Шупашкар-Чӑваш Ен епархийӗнче администраци ыйтӑвӗсене тата пама пулӑшнӑ, кайран «Воскресение» ыркӑмӑллӑх фондне ертсе пынӑ.

Он работал помощником управляющего по административным вопросам Чебоксарско-Чувашского епархиального управления, затем возглавил благотворительный фонд «Воскресение».

«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин Шупашкарти уйрӑмне урӑх ҫын ертсе пырӗ // Софья Савнеш. https://www.chuvash.org/news/34517.html

Мартӑн 2-мӗшӗнче те, акӑ, ДНД кунӗнче, Тав хучӗсемпе чыслани, хисеп туни малашне маттуртарах тимлеме хистет, - халӑх дружинин ыйтӑвӗсене манманнишӗн тав тӑвать ушкӑн командирӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Пурис ыйтӑвӗсене лартасса лартрӗ-ха, анчах вӗсен сӑлтавӗсене тупса палӑртма, шӗкӗлчеме, тупсӑмне татма васкамарӗ: темле пӗлсе ҫапсан та пушӑ хӑйне те пырса тивесрен, хӑй таврах явакланса ларасран хӑрарӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех