Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтӑвӗсене (тĕпĕ: ыйту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2021 ҫулхи ҫултанпа арҫынна Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн социаллӑ ӗҫченӗ пӑхса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш театрне юратакан Поликарп Фёдоров 95 ҫул тултарнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/37333.html

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта тӗрлӗ темӑпа сӑнӳкерчӗксен куравне пӗрмаях ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

85 ҫулти мучи фотомодель пулма килӗшнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/37334.html

Анлӑ тавра курӑмлӑ ачасен ыйтӑвӗсене вӑл хаваспах хуравларӗ.

Куҫарса пулӑш

Министр ӗҫ ыйтӑвӗсене те татса парать, парашютпа та сикет // Лариса Петрова. http://hypar.ru/cv/news/ministr-ec-yytav ... a-ta-siket

Кашни вӗсенчен яваплӑха туйса, таса чунпа, халӑхӑн ырлӑхӗшӗн саккунсене пӑхӑнса вӗсен ыйтӑвӗсене тивӗҫтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ 30 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/05/chav ... ije-30-cul

Паян пирӗн пурнӑҫ ыйтнине тишкерсе, патшалӑх службинче тӑрӑшакансен ҫынсене пулӑшмалла, вӗсен ыйтӑвӗсене татса парассишӗн ӗҫлесе пымалла, ӑна халӗ пур программӑсенче те кашни ӗҫченӗн ӗҫ критерийӗсенчен пӗри тесе палӑртатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ 30 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/05/chav ... ije-30-cul

Дебит тата кредит ыйтӑвӗсене уҫӑмлатса пыма аванрах пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Бюджета пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсен шучӗ самай чакнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/07/byud ... sna-tesleh

Эстетика ыйтӑвӗсене тӗпе хурса пӑхсан, иккӗмӗш кӗнеке тӳпи — вӑл «Поэзи пулсан…» сӑвӑ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Вӗсене лайӑхлатас, ӗҫ ҫыннисен ыйтӑвӗсене туллинрех тивӗҫтерес тесен, радиовещани ӗҫне общественноҫа, квалификациллӗ авторсемпе исполнительсене ытларах хутшӑнтарас пулать.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Хуҫалӑхпа культура ыйтӑвӗсене «Партин XXII съезчӗн решенийӗсене пурнӑҫлатпӑр», «КПСС Центральнӑй Комитечӗн мартри Пленумӑн решенийӗсене — пурнӑҫа», «Пирӗн вӑхӑтри геройсем», «Ҫичӗ ҫуллӑх ҫыннисемпе ӗҫӗсем», «Пирӗн маяксем», «Пирӗн экономика районӗнче» радиохаҫатра, «Чӑваш ҫӗршывӗ стройкӑра», «Чӑваш ҫӗршывӗнче» радиожурналсенче, «Ҫӗнӗ стройкӑсем ӗҫе кӗреҫҫӗ» тата ытти передачӑсенче анлӑ ҫутатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Союзлӑ республикӑсем хушшинчи чикӗсем ССР Союзӗнче хӑйсен малтанхи пӗлтерӗшне ытларах та ытларах ҫухатса пыраҫҫӗ, мӗншӗн тесен пур нацисем те пӗр тан праваллӑ, вӗсен пурнӑҫӗ пӗр-пӗтӗм социализмлӑ никӗс ҫинче йӗркеленсе пырать, кашни халӑхӑн пурлӑхпа ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчи ыйтӑвӗсене пӗр пекех тивӗҫтереҫҫӗ, хӑйсен пурнӑҫ интересӗсем пӗр пек пулнӑ май вӗсем пурте пӗр ҫемьене пӗрлешсе тӑраҫҫӗ, пӗр тӗллев патне — коммунизм патне пӗрле пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

2019 ҫулта транспорт ыйтӑвӗсене тивӗҫтернӗшӗн Тинӗсри ӗҫсен орденӗн кавалерӗ пулса тӑнӑ.

В 2019 году, получив в своё ведение вопросы транспорта, стала по должности кавалером ордена Морских заслуг.

Элизабет Борн // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%AD%D0% ... 1%80%D0%BD

«Культура» наци проекчӗпе Комсомольскинчи тӗп библиотекӑра юсав ӗҫӗсем ирттерсе паянхи пурнӑҫ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен Этнобиблиотека уҫрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/

Ҫак ыйтусене раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ВДНХ-ра иртнӗ «Раҫҫей» куравӗнче федераллӑ экспертсемпе тата ытти регионсенчен килнӗ ӗҫтешсемпе автотуризм аталанӑвӗн ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ», – тесе хушса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ М-12 «Восток» трассӑна уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/21/m-12 ... lahe-hutsh

Унта паянхи кун ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен оборудованипе техника вырнаҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Библиотека хӑй патне туртать // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d0%b1%d0%b ... %82%d1%8c/

Ан тив, ҫамрӑксем хӑйсен ыйтӑвӗсене хӑйсемех сӳтсе явма вӗренччӗр.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫакӑ хула ҫыннисемпе хӑнисен ыйтӑвӗсене кирлӗ пек тивӗҫтерме пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Культура пирки калаҫнӑ май этика, мораль, нравственность ыйтӑвӗсене хускатнӑ, ҫынсен пӗр-пӗринпе мӗнле пулмалли, камӑн сывлӑх малтантарах сунмалли пирки тавлашса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Макҫӑм мучи тивлечӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 30–31 с.

РФ Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров ПФО-ра сывлӑх сыхлав сферин ыйтӑвӗсене татса парасси пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ:

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ҫичӗ ҫул хушшинче пуҫаруллӑ бюджетировани проекчӗсен шучӗ 10 хут ытла ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/11/chav ... ulla-byudz

И.Ф.Петрова, И.А.Федорова та халӑх ыйтӑвӗсене туллин тивӗҫтерме май тупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑхпа пӗрле, патшалӑх пулӑшӑвӗпе // В.А.Салмина. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b5/

Волонтерсен «Шанчӑклӑ тыл» ушкӑнӗ вӗсене мӗн кирлине пӗлсе тӑрать, ҫийӗнчех салтаксен ыйтӑвӗсене тивӗҫтерме тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Халӑхпа пӗрле, патшалӑх пулӑшӑвӗпе // В.А.Салмина. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b5/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех