Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтӑвӗ (тĕпĕ: ыйту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫ ыйтӑвӗ вӗсене уйрӑмах хумхантарни палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Министр ӗҫ ыйтӑвӗсене те татса парать, парашютпа та сикет // Лариса Петрова. http://hypar.ru/cv/news/ministr-ec-yytav ... a-ta-siket

Кӑнтӑр-Тухӑҫ Азипе Китай ҫӗршывӗсенчи мигрантсене явӑҫтарассине вӑйлатма палӑртни тӗлӗшпе хӑш-пӗр предпринимателӗн ыйтӑвӗ ҫине хуравланӑ май Лай асӑрхануллӑ пулма, тӗрлӗ енсен интересӗсене шута илме чӗнсе каланӑ, ҫавӑн пекех вӑл «профсоюзсен шухӑшӗпе, ӗҫе илмелли ҫынсем сахал пулни бизнес конкурентлӑ ӗҫ укҫи тӳлеме хатӗр маррипе ҫыхӑннӑ» тесе те каланӑ.

Отвечая на просьбы некоторых предпринимателей усилить привлечение мигрантов из стран Юго-Восточной Азии и Китая, Лай призвал проявить осторожность, учитывать интересы разных сторон, а также сказал, что «по мнению профсоюзов, нехватка рабочей силы связана с нежеланием бизнеса предоставлять конкурентные зарплаты».

Лай Циндэ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 0%B4%D1%8D

Мӗншӗн тесен ҫу кунӗсенче пушартан асӑрханассин ыйтӑвӗ чи пӗлтерӗшлисен шутӗнче.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Ыйтӑвӗ темӗн чухлех, хуравӗсене ӑҫтан тупмалла?

Куҫарса пулӑш

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

Рыккакасси ялӗнче пурӑнакансене вара вырӑнти культура вучахӗн ыйтӑвӗ ытларах канӑҫ паман.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... i-c-n-klub

Ҫавӑнпа та ӑна аталантарасси администрацин чи пӗлтерӗшлӗ ыйтӑвӗ пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх пулӑшу парать // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d0%b ... %82%d1%8c/

Ваҫли ыйтӑвӗ ҫине хуравламасӑр хӑй енчен ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм ыйтӑвӗ ҫине хуравланӑ пекех, халӑх хушшинче хаяр сасӑсем тапса тухрӗҫ:

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл пур регионта та кадр ыйтӑвӗ ҫивӗч тӑнине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ҫичӗ ҫул хушшинче пуҫаруллӑ бюджетировани проекчӗсен шучӗ 10 хут ытла ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/11/chav ... ulla-byudz

Пухусенче регионта кирлӗ специальноҫсем, ӗҫ паракансен ыйтӑвӗ валли ориентированисем, «Профессионалитет» программӑсем тӑрӑх хатӗрленмелли ҫул-йӗрсем ҫинчен каласа парӗҫ, ӗҫе кӗрес ыйтусем тӑрӑх консультаци тӑвӗҫ.

На собраниях расскажут о востребованных в регионе специальностях, ориентированных под запрос работодателей, направлениях подготовки по программам «Профессионалитет», проконсультируют по вопросам поступления.

Пушкӑрт Республикинче "Профессионалитет" федераци проекчӗн шайӗнче уҫӑ алӑксен Пӗрлехи кунӗ иртет // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... et-3475781

Институт ыйтӑвӗ патне ҫитсен кӑна Завьялов кӑштах чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Ну, пӗр сӑмахпа каласан, номерлӗ институт, — хушса хучӗ вӑл унтан, хӑйӗн ыйтӑвӗ айвантарах пулнине ӑнланса.

Куҫарса пулӑш

19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче пурӑнакансене шыв ыйтӑвӗ пӑшӑрхантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

130 минут пулнӑ тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев халӑха кӑсӑклантаракан ыйтусем ҫине хуравланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/15/130- ... h-oleg-nik

Опал шахтисем тӑпра чавакансен ҫурчӗсемпе кӳршӗлле вырнаҫса ларнӑ Кубер-Педире ҫапла май хӑйне уйрӑм экосистема йӗркеленнӗ, шывпа гигиена ыйтӑвӗ пулмасан ҫӳле хӑпармасан та юранӑ.

Кубер-Педи превратился в такую замкнутую обособленную экосистему, в которой опаловые шахты соседствовали с жилищами старателей и если бы не вода и гигиена, то можно было и вовсе не показываться наверху.

Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html

— Иккӗмӗш ыйтӑвӗ мӗнли?

- А второй вопрос?

«Икӗ таможенник чикӗ хуралласа тӑраҫҫӗ…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/313

Тӗрӗссипе, ҫав вӑхӑталла куҫару ыйтӑвӗ совет литературинче ҫивӗчленсе ҫитнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эс те аллӑ, эп те аллӑ…» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Пӗрремӗшӗ, ҫынсене уйрӑмах пӑшӑрхантараканни, ҫул-йӗр ыйтӑвӗ.

Куҫарса пулӑш

Валерий АФАНАСЬЕВ: «Республика аталанӑвӗ районсенчен пуҫланать» // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/valerij-afanasev- ... C2%BB.html

Ӑна чӑваш ҫырулӑхӗнчи орфографи ыйтӑвӗ пӑшӑрхантарать.

Куҫарса пулӑш

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

Ҫул-йӗр ыйтӑвӗ яланхи пекех ҫивӗч тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Ҫул-йӗр ыйтӑвӗ, ҫӗрпе усӑ курасси ҫине тимлӗх уйӑрни те шанӑҫ кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Элӗксем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвне хаклаҫҫӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/eleksem-chavash-e ... lacce.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех