Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтупа (тĕпĕ: ыйту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Депутатран хальхинче те тӗрлӗ ыйтупа пулӑшу ыйтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алла Салаева: Раҫҫей вӑйӗ - регионсенче! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/alla-salaeva-racc ... nche!.html

Апла пулсан, пирӗн пуласлӑхра ку ыйтупа та ҫине тӑрсах ӗҫлемелле тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

«Раҫҫей 24» эфирта – Чӑваш Ен ҫирӗп аталанӑвӗ ҫинчен // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/28/racc ... ave-cinche

Чӑваш Енре ку ыйтупа иртнӗ ҫулах ӗҫлеме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

«Раҫҫей 24» эфирта – Чӑваш Ен ҫирӗп аталанӑвӗ ҫинчен // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/28/racc ... ave-cinche

— Каҫарӑр, ыйту ҫине ыйтупа хуравларӑр…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ҫивӗч ыйтупа прокуратура ӗҫченӗсем тӗрӗслевсем ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӳкнӗ шыв пашнине кам йӗркене кӗртӗ? // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60970

Чылай калаҫрӗҫ ку ыйтупа.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Малтанхи ыйтупа суйлав ҫинчен Смирнов А. И. парти членӗ доклад туса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Мӗн те пулин пӗлетӗр-и эсир ун ҫинчен? — ҫак ыйтупа кӗтсе илчӗҫ вӗсем тин килнисене.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Иртен пуҫласа каҫчен ун патӗнчен ҫынсем татӑлмарӗҫ: тӗрлӗ ыйтупа калаҫрӗҫ, канашларӗҫ, вӑл такама та кирлӗ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӗнӗ Кипеҫпе Тӗвенеш ялӗсем пысӑках мар, анчах та куллен вуншар ҫын тӗрлӗ ыйтупа кӗрсе тухать унта.

Куҫарса пулӑш

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Инна Волкова палӑртнӑ ыйтупа ӗҫе регионта хастар тытӑннине пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хаксене пӗр шайра тытас тесен, тӗрлӗ енлӗ условисем йӗркелесе пыма тӑрӑшмалла», – тесе каланӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/06/haks ... lovisem-jr

Ҫавӑн пекех ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисем ытти ыйтупа та консультацисем илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... ahmastpar/

Юлашки ыйтупа объекта 2024 ҫулта пурнӑҫлама пуҫлассипе плана кӗртме «Чувашупрдора» официаллӑ ҫыру тӑратни (кӗпер республика балансӗ ҫинче) пирки ӑнлантарнӑ пухӑннисене.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмлетӳсем. Проектсем. Тӗллевсем // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... -tllevsem/

Авӑ лавкка алӑкӗ умӗнчех пуҫӗсене усса, Якурпа Петӗр (сӑмсисем иккӗшӗн те хӗп-хӗрлӗ, каснӑ-лартнӑ Олег Попов клоунӑнни пек), иккӗшӗ те пуртӑ ӗҫӗ маҫтӑрӗсем, яштамскерсем, илтӗни-илтӗнми ваклашкаласа, темле йывӑр ыйтупа шухӑш сӳткелесе тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Чӗрре кӗрсех тупӑшнӑ, хирлешнӗ ватӑсем ку ыйтупа, юлашкинчен, пӑсӗсем тухса пӗтсен, ҫапла килӗшӗве килнӗ: чӑхӑ ҫӑмарта тунӑ кунсенче ҫӑмартана пӗри пӗр кунне, тепри тепӗр кунне илет.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ку хулана эпӗ, Шупашкарти пӗр паркра ҫитӗнекен ӑрӑвӑн чун-чӗрине ӗмӗрлӗхе ырӑ, таса вӑрлӑх акас ӗҫре тӑрмашаканскер, Раҫҫейри Культура министерстви ача-пӑчан ҫуллахи канӑвне йӗркелес ыйтупа ирттерекен семинара килсеттӗм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Наркоманипе чирлисене вӑхӑтра консультаци тата сиплев пулӑшӑвӗ парассипе ҫыхӑннӑ ыйтупа, наркотикпа суту-илӳ тунине е наркопритон йӗркеленине ҫирӗплетекен, саккуна пӑснӑ ытти тӗслӗхсем пулсан граждансем округри полици пайне шӑнкӑравлама пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // О.КОРОТИНА. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%b5%d0%b ... %81%d0%b0/

Ҫынсем архива тӗрлӗ ыйтупа килеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ хутсем типтерлӗ управра // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12364-kh ... rl-upravra

Пурис пӗр супкам ҫак пуҫ ватмӑш тупсӑмне шыраса, пӑшӑрханса-татӑлса, унӑн-кунӑн куҫ ывӑткаласа, ҫухалса тӑчӗ, сӗнкӗ тавралӑхра куҫӗпе ҫав ыйтупа кам та пулин шалти чӑлханчӑкран тухма пулӑшасса кӗтрӗ, анчах никам та курӑнмарӗ, нимӗн те илтӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Ӑшӑ сӑмах каласси вӑл манран юлмӗ-ха, анчах халлӗхе эпӗ каллех пысӑк ыйтупа.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех