Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтупа (тĕпĕ: ыйту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сентябрӗн 7-мӗшӗнче сывлӑша варалас ыйтупа тӗнчери мӗнпур ҫӗршывсене тимлеме палӑртнӑ.

Памятная дата 7 сентября призвана обратить внимание всех стран мира на проблему загрязнения воздуха.

Пӗтӗм тӗнчери таса сывлӑш кунне халалланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekologi/2023 ... an-3425341

Паян, сентябрӗн 4-мӗшӗнче, Пушкӑртра шкулсенче вӗри апат-ҫимӗҫ йӗркелес ыйтупа «Хӗрӳ лини» ӗҫе пуҫӑннӑ.

Сегодня, 4 сентября, в Башкирии начала свою работу «горячая линия» по вопросам организации питания в школах.

Пушкӑртстанри шкулсенче вӗри апат-ҫимӗҫ йӗркелес ыйтупа "Хӗрӳ лини" ӗҫлеме пуҫланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... an-3418165

А.Порядков вӗсене вӑл е ку ыйтупа пулӑшу аллине тӑсса пама яланах хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Ентеш хисеплӗ ята тивӗҫнӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%b5%d0%b ... %bd%d3%97/

— Юлташсем, эсир мӗнле ыйтупа? — ыйтать директор.

- Товарищи, вы по какому вопросу? — спрашивает директор.

«Икӗ таможенник чикӗ хуралласа тӑраҫҫӗ…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/313

Студентсем, ӗҫлекен ҫамрӑксем ертӳлӗх патне тӗрлӗ ыйтупа тухма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен форумӗ – 14-мӗш хут // Е.ГЕННАДЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/c%d0%b0%d0% ... %83%d1%82/

Кун йӗркинчи пӗрремӗш ыйтупа Сергей Артамонов вицепремьер сӑмах илчӗ, ял хуҫалӑх предприятийӗсенче выльӑх апачӗ хатӗрлени пирки каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй-хир ӗҫӗсем палӑртнинчен маларах пыраҫҫӗ // Валентина БАГАДЕРОВА. http://www.hypar.ru/cv/news/uy-hir-ecese ... ah-pyracce

Шыври киленӳ инкекпе ан вӗҫлентӗр тесен мӗн тумалла-ха; Шӑпах ҫак ыйтупа Чакаҫри культура ҫурчӗн ӗҫченӗсемпе ялти фельдшер Валентина Никифорова кӳлӗ хӗрринче ачасемпе тӗллевлӗ калаҫу йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасене пӗчӗклех ишме вӗрентӗр! // Артемий МЯСНИКОВ. http://kanashen.ru/2023/06/09/%d0%b0%d1% ... 82e%d1%80/

Ӑшӑпа тивӗҫтерес ыйтупа кӑҫал ҫав муниципалитет округӗнче ҫӑхавсем, тен, пулмӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Правительствипе Трансэнергопром ГК « Трансмашхолдинг» АО ҫӗнӗ йышши энергоцентрсем хута яма 5 млрд ытла тенкӗлӗх килӗшӗве ҫирӗплетнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/19/chav ... om-gk-tran

Ҫавӑнпа та ҫак ыйтупа асӑннӑ организаци ертӳҫипе Алексей Егоровпа курса калаҫрӑм та.

Куҫарса пулӑш

Пӳлӗмре сивӗ. Парӑма татса-и? // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/pylemre-sive.-par ... tsa-i.html

Ҫавӑн пекех депутат шур халат тӑхӑнма хатӗрленекенсене пӗлӳ илнӗ вахӑтрах вӑл е ку сыватмӑш ҫине ҫирӗплетмелли, аслӑ пӗлӳ хыҫҫӑн ҫамрӑк специалистӑн унта сахалтан та 3 ҫул ӗҫлемелли йӗркене каялла тавӑрас ыйтупа та ӗҫлессине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пулӑшу пур // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=z_SttjfQZwE

Мӗн ыйтупа? — терӗ лешӗ.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Чӑваш Республикин Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин «Комсомольскинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗ» бюджет учрежденийӗн ӗҫченӗсем хӑйсен хӳттине илнӗ ҫынсемпе яланах сӑпайлӑ та ӑшшӑн калаҫаҫҫӗ, вӗсене пӗтӗм ыйтупа пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b9%d1%8 ... %ab%d2%ab/

Асӑннӑ уйрӑм ӗҫченӗсем вӑл е ку ыйтупа консультаци парассишӗн, килтен хӑй тӗллӗн тухса ҫӳрейменнисене центрӑн ятарлӑ автомашинипе больницӑна диагностика тӗрӗслевӗсем кӑларма, анализсем пама илсе кайса ҫӳрессишӗн яваплӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b9%d1%8 ... %ab%d2%ab/

Леонард Левый Тӑвай муниципалитет округӗнче майӑн 27-мӗшӗнче «Лучшие на селе» ятпа иртекен агроволонтерсен слетне тата Шупашкарта «Амазони» этнопаркра Елчӗксен ентешлӗхӗн уявне хутшӑнма делегатсем хатӗрлес ыйтупа калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыва палӑртнӑ вырӑнсенче ҫеҫ кӗмелле // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%88%d1%8 ... %bb%d0%b5/

Муниципалитет округӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин пайӗн начальникӗ Владимир Николаев ҫуллахи вӑхӑтра ачасен канӑвне йӗркелес, вӗсене сывату лагерӗсенче канма май туса парас ыйтупа сӑмах илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыва палӑртнӑ вырӑнсенче ҫеҫ кӗмелле // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%88%d1%8 ... %bb%d0%b5/

Ҫавӑн чух вӗт пухура юлашки ыйтупа Осоавиахим ӗҫӗ ҫинчен калаҫрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫухалнӑ председатель // Ник. Пушкин. «Капкӑн», 1935. — 3№ — 2–3 с.

«Писателӗн пӗр-пӗр ыйтупа тӗрлӗ кантурсем тӑрӑх кӗлмӗҫленсе ҫӳремелле-им?

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кирек мӗнле ыйтупа та пысӑк авторитет.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

– Эсӗ, ачам, ку ыйтупа кукаҫи патне кай.

– Ты, малышка, с этим вопросом лучше к дедушке иди.

Тимӗр шапа // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/576

Хула администрацийӗ ку ыйтупа ҫирӗп, тачӑ ӗҫлесе пырать.

Куҫарса пулӑш

Лапсар тӑкӑрлӑкӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60566

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех