Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтсах (тĕпĕ: ыйт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кайран ҫав хӗрлӗ ялав татӑкне эпӗ тухтӑрсенчен, асӑнмалӑх пултӑр тесе, ыйтсах илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Архип Григорьевич каланӑ пек, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче: «Ӗҫлетӗн-и, ҫук-и?» — тесе ыйтсах тӑмӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шурӑ пурҫӑн кӗпеллӗ, хӑмӑр галстуклӑ, хӑмӑр бостон костюм тӑхӑннӑ шукӑль каччӑ пырса ларнӑ Роза ҫумне, кӑмӑллӑн пуҫ тайса, ирӗк ыйтсах ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Мӗнле пулассине санран ыйтсах тӑмӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӗҫченӗн алли ӗҫ ыйтсах тӑнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Вӑрттӑн ӗҫлекен институт ҫинчен ӑнсӑртран тӗл пулнӑ ҫынсенчен ыйтсах ҫӳренипе юлашкинчен питех те кӑмӑла каймалла мар япаласем пулса тухма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ку ӗҫе тума эпӗ ятарласа Хусанкка утаманран ыйтсах парне илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кунсӑр пуҫне ялсенчи уйрӑм ҫынсем те пулӑшу ыйтсах тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх хисепӗ – чи хакли // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b8/

— Юратӑвӗ вӑл вӑрҫа пӑхса тӑмасть, хӗрӗм, вӑрҫӑран ыйтсах та тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӑт вара хуҫинчен ирӗк ыйтсах ҫав ҫемьене «арестлеме» тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Юрӗ, ыйтсах пыр, — терӗ Чечекпи тек кун ҫинчен сӑмахласшӑн пулмасӑр.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кур-ха, тутарсен аллинче пурӑннӑ тесе хӑраса тӑмарӗ пиртен, аслӑ княҫран ыйтсах Япанчана хирӗҫ ҫапӑҫма илсе килчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп Шереметев стрелецӗсенчен ыйтсах тӑратӑп.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗрре ыйтсах тӑватӑ ял пачӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кирлине пӗрре ыйтсах тивӗҫетӗр.

Куҫарса пулӑш

37-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кирлине пӗрре ыйтсах тивӗҫетӗр.

Все, чего желаете, исполнится по первому требованию.

37-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Миша, амӑшне кӗрхи ӗҫсене пуҫтарма йывӑр пулать тесе деканран ыйтсах икӗ эрнелӗхе яла таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Вагон патне хӗсӗнкелесе тухнӑ, унта та нумай ыйтсах тӑман, — Иван Гора мӗнле ҫын пулнине пӗлеҫҫӗ.

Протолкались к вагону, там тоже долго не спрашивали, — знали, что за человек Иван Гора.

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Мӗншӗн тухса кайнине каламарӗ, Антон Семенович ыйтсах та тӑмарӗ.

Почему ушел, не сказал, а Антон Семенович не стал спрашивать.

62 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Пӗрре пуҫланӑскер, мӗншӗн касма патӑм-ши тесе хӑйне хӑй ӳпкелес ҫук ӗнтӗ вӑл: Эсир мӗнлине пӗлместӗп те, анчах эпӗ хама ҫывӑх ҫынсене тухтӑра хам ыйтсах асаплантарма ирӗк парса ҫавнашкалах туйса чӑтнӑ.

А как скоро разрезано, он не упрекнет себя за то, что дал напрасно резать. Не знаю, как вы, а я испытывал с доктором, мучившим по моей просьбе людей, близких моему сердцу, точь-в-точь то же самое.

II // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех