Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтнисене (тĕпĕ: ыйт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Иййя, иййя, иййя! — тет Завьялов, Соколов ыйтнисене лайӑххӑн ӑнланса та ҫитмесӗр.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл мана ыйтусем пара пуҫларӗ, эпӗ вӑл ыйтнисене каласа пытӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Ҫук, ҫук, пирӗн рабочисем ыйтнисене тивӗҫтересех пулать».

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫтаппан ыйтнисене хирӗҫ ялан пӗр майлӑ калать:

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Самаях ӳсӗрскер, яшка ҫиме те лармарӗ вӑл, Ухтиван ыйтнисене хирӗҫ те нимӗн каламарӗ, чӑваш йӑлипе: «Хӗртсурт, тавссе, ывӑлӑм, тавссе! Эп паян ятлӑ ҫынсемпе ӗҫнӗ, ан ҫилленӗр», — текелесе ҫенӗке тухрӗ те вырӑн ҫине тӳнче, кӗҫех харлаттарса ҫывӑрса кайрӗ.

Крепко выпивши, он не стал ужинать и на все расспросы Ухтивана бубнил одно: — Тавсси, хертсурт! Тавсси, Ухтиван! Я нынче с именитыми людьми пил-ел, не сердись на меня… — потом замертво свалился в сенях на нары и тут же захрапел.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

3. Кашни ҫыннӑн хӑрушсӑрлӑх тата гигиена ыйтнисене тивӗҫтерекен лару-тӑрура ӗҫлеме, ӗҫшӗн нимӗнле дискриминацисӗр тата федераци саккунӗнче палӑртнӑ ӗҫ тӳлевӗн чи пӗчӗк виҫинчен кая мар укҫа илмелли право, ҫавӑн пекех ӗҫсӗрлӗхрен хӳтӗленмелли право пур.

3. Каждый имеет право на труд в условиях, отвечающих требованиям безопасности и гигиены, на вознаграждение за труд без какой бы то ни было дискриминации и не ниже установленного федеральным законом минимального размера оплаты труда, а также право на защиту от безработицы.

Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije

Ҫакӑ пурте эпир сирӗнпе тӑвакан ӗҫӗн тӗп заказчикӗсем — Чӑваш Республикинче пурӑнакансем — ыйтнисене тата кӗтнисене тивӗҫтерме кирлӗ.

нацеленной на удовлетворение запросов и ожиданий главных заказчиков нашей с вами работы – жителей Чувашской Республики.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1

XIV Людовик хӑй ыйтнисене пӑрахнӑ тата кирек мӗнле условисене те йышӑнма хатӗр пулнӑ.

Людовик XIV отказался от своих требований и был готов принять любые условия.

4 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.

Иртнӗ эрнерен пуҫласа эпӗ хамӑн арӑма апат ҫиме хампа пӗрле вӑрӑм тенкелӗн тепӗр вӗҫне ларма, эпӗ ыйтнисене хирӗҫ мӗнле пулсан та кӗскентерех ответлеме ирӗк патӑм.

С прошлой недели я начал позволять моей жене садиться обедать вместе со мной на дальнем конце длинного стола и отвечать (как можно короче) на мои вопросы.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ нихҫан та вӗсен калаҫӑвне хутшӑнмастӑм, хамран мӗн ыйтнисене кӑна каласа параттӑм.

Я никогда не позволял себе вмешиваться в разговор и только отвечал на задаваемые мне вопросы.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Кунпа пӗрлех эпӗ ҫакӑн ҫинчен те пӗлтерме тивӗҫлӗ: ман хисеплӗ хуҫам форма енчен ӑнланмалла та лайӑх, содержани тӗлӗшӗнчен тарӑн шухӑшлӑ ӗҫсем пирки хирӗҫлесе каланисене малтан хамӑрӑн тискер чӗлхе ҫине куҫарса пымалла пулчӗ, ҫавӑнпа та эпӗ ӑна, тем пекех тӑрӑшнӑ пулсан та, хӑй мӗн ыйтнисене хирӗҫ тӗрӗсех ӑнлантарса параймарӑм пулӗ тесе шутлатӑп.

Кроме того, должен заметить, что вряд ли мне удалось с достаточной силой и точностью передать на нашем варварском языке все доводы и рассуждения его милости, столь простые и ясные по форме и такие мудрые по содержанию.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ ыйтнисене хуҫа пурне те тума пулчӗ, мана хӑйсен чӗлхине епле пулсан та хӑвӑртрах вӗренсе ҫитме сӗнчӗ.

Хозяин обещал исполнить мои просьбы и, со своей стороны, выразил желание, чтобы я постарался как можно скорее овладеть их языком.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫапла пулсан та, Лаггнегг корольне хисеп туса, вӑл эпӗ мӗн ыйтнисене тума хатӗрри ҫинчен пӗлтерчӗ.

Тем не менее, желая оказать особую любезность королю Лаггнегга, он соглашается на мою странную прихоть.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ мӗн ыйтнисене хирӗҫ Мьюноди кӗскен те тытӑнса каласа пачӗ.

Мьюноди отвечал мне сдержанно и кратко.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хӑмпӑпа ҫапакан тарҫисем пулӑшнипе ҫак чаплӑ ҫынсем эпӗ мӗн ыйтнисене хирӗҫ кӑмӑлласах ответлерӗҫ.

При содействии хлопальщиков эти знатные особы отвечали мне весьма любезно.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӑл ман пата пычӗ те темиҫе ыйту парса (вӑл ыйтнисене хирӗҫ эпӗ питӗ йӑвашшӑн ответлерӗм) хӑйсем пире вӗлерме шутламанни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Подойдя ко мне и задав несколько вопросов, на которые я ответил очень почтительно, он объявил, что нам сохранят жизнь.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пулӑшу ыйтнисене хирӗҫ вӑл нумайччен ответ паман, уткаласа ҫӳренӗ, хӑй юратнӑ пастилине ҫинӗ, кама ярасси ҫинчен Бертьепе канашланӑ, Клапаред дивизине яма тӑнӑ та, каялла ҫавӑрнӑ.

На просьбы о поддержке он долго не отвечал, прогуливался, ел свои любимые пастилки, советовался с Бертье, кого бы послать, двинул было дивизию Клапареда, но тут же вернул ее.

III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Гурий Плетнёв вӗсемпе ҫывӑхчӗ, анчах эпӗ хама ҫав ӗҫе хутлантарма ыйтнисене хирӗҫ яланах вӑл: — Сана, шӑллӑм, ир-ха! Эсӗ — вӗрен малтан… — тетчӗ.

Гурий Плетнёв был близок к ним, но в ответ на мои просьбы ввести меня в круг этих дел, говорил: — Тебе, брат, рано! Ты — поучись…

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Вӑл мӗн-мӗн ыйтнисене эпӗ пурне те каласа пама пултараймастӑп, тата ӑна каласа памах та кирлӗ мар; анчах эпӗ хамӑрӑн калаҫуран ҫакна, тен, вулакансем ниепле те кӗтме пултарайманскере, ӑнланса илтӗм: Аслӑ Петр патша ытларах вырӑс ҫынни пулнӑ иккен, шӑпах ӗнтӗ ҫӗнӗлле йӗркесем туни тӗлӗшӗпе вырӑс ҫынни пулнӑ.

Всех его расспросов я передать вам не могу, да и незачем; но из наших разговоров я вынес одно убежденье, которого, вероятно, никак не ожидают читатели, — убежденье, что Петр Великий был по преимуществу русский человек, русский именно в своих преобразованиях.

Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.

Эпӗ ҫухалса кайрӑм, вӑл ыйтнисене йӑлтах каласа патӑм.

Я не смутился, а толком стал отвечать на его вопросы.

Аташ // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех