Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтасран (тĕпĕ: ыйт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗл пулсан хамӑртан пӗтӗм ялшӑн ясак ыйтасран хӑратпӑр-ҫке.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тулӗк эпӗ унтан яппун вӑрҫи пуҫланичченех тухса кайнӑ, атте Экеҫре пурӑннӑ чухне те унта хӑнана ҫеҫ ҫӳрекеленӗ, ӑна тытса кайнӑранпа вара ура ярса пусман, — ял пирки тем ыйтасран асӑрхаттарса хучӗ Мӗтри.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Аҫу-аннӳ пур пулсан мӗншӗн ача ҫуртӗнче ӳсрӗн тесе ыйтасран шикленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Пакистан капиталисчӗсем Хӑйсен халӑхӗнчен хӑраса ӳкрӗҫ, Хӑраса ӳкрӗҫ вӗсем ҫӗкленсе хӑйсен прависене ыйтасран.

Капиталисты Пакистана испугались собственного народа, испугались, что он встает и требует прав.

«Тӗттӗм ту ҫынни» // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

— Анчах эпӗ атте пӗлесрен, манран ыйтасран хӑратӑп.

 — Я только боюсь, что папаша узнает, спросит меня.

I // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Эпӗ диктантран хӑрарӑм та шкула килмерӗм, кайран тата Ольга Николаевна анне ҫырса панӑ хута ыйтасран хӑрарӑм, ҫапла майпа сиктертӗм.

— Я боялся диктанта и пропустил, а потом боялся, что Ольга Николаевна спросит записку от матери, вот и не приходил.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

— Эсир манран анне ҫырса панӑ хута ыйтасран.

— Что вы записку от мамы спросите.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Ахӑртнех, тахҫан ӗлӗк-авал этем ҫав хура шӗвек ҫӗр айӗнчен сӑрхӑнса тухнине курнӑ пулӗ, — аса илчӗ Синицкий, хаяр хӗр хӑйӗнчен халех экзамен чухнехи пек ыйтасран сыхланса.

Видимо, когда-то человек увидел эту жидкость просачивающейся из-под земли, — вспоминал Синицкий, опасаясь, что сердитая девушка тут же устроит ему экзамен.

Пӗрремӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Алӑкран чӳрече патне ҫити ултӑ утӑм туса, вӑл пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳрерӗ, ывӑлӗ тата мӗн те пулин ыйтасран хӑраса, ҫак калаҫӑва вӗҫлеме васкарӗ.

Шагая по комнате, шесть шагов от двери до окна, он очень торопился кончить эту беседу, почти боясь, что сын спросит ещё что-нибудь.

II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Ҫак ҫын сасартӑк «Пушкина юрататӑн-и тата эпӗ ҫырнӑ кӗнекесем килӗшеҫҫӗ-и сана?» тесе ыйтасран ҫеҫ хӑрарӗ Таня.

Она только боялась, как бы он не спросил ее вдруг, любит ли она Пушкина и нравятся ли ей его собственные книги.

XIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Мӗнле ӗмӗтсем тытатӑн эсӗ? тесе ыйтасран хӑраса тӑчӗ.

Какие у тебя планы?» а вдруг и ее спросят.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Ҫук, вуламан — сасартӑк каласа хучӗ Обломов, хӗр хӑйӗнчен тӗпчесе ыйтасран хӑраса ӳксе.

— Нет, не читал! — вдруг сорвалось у него в испуге, чтоб она не вздумала его экзаменовать.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех