Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтан (тĕпĕ: ыйт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Икӗ хут… аюк, ма ыйтан?

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Уҫрӑн пулсан, мӗн ыйтан? — тавӑрчӗ заведующи.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

— Ним те пулман-ҫке, ма ыйтан?

— Ничего! Он еще спрашивает!

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Вара ма ыйтан, эппин?

— Чего же тогда спрашиваешь?

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ма апла ыйтан?

— Зачем так говоришь?

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ма эс пит хӑраса ыйтан

А чего ты так испугался?

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӗсемшӗн мӗн ыйтан? — тӳрех тӗпче пуҫларӗ тутар.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ну, сана йӑлтах каласа кӑтартнӑ ӗнтӗ, мӗн ыйтан тата… — тет Агриппина.

Тебе, чай, все рассказали, — чего спрашиваешь…

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Мӗн ыйтан, ҫавӑн чухлӗ ылтӑнпа тӳлӗп» — тет.

Заплачу я тебе казны золотой, что потребуешь».

Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.

— Ма апла ыйтан?

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ыйтан пулсан та, нимӗнех те ҫук ҫырмалли.

Право, особенно нечего, хотя ты и просишь об этом.

1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Мӗнле кӑмӑллӑ-хавхалануллӑ унӑн шухӑшлӑ куҫӗ, мӗнле чуна хускатмалла таса унӑн уҫӑлнӑ, тем ыйтан тути, мӗнле пӗр тикӗс сывлать ҫитӗнсех ҫитеймен, ним те пӑлхатма ӗлкӗреймен кӑкӑрӗ, мӗнле таса та ачаш ҫамрӑк сӑн-пичӗ!

Как простодушно-вдохновенны задумчивые глаза, как трогательно-невинны раскрытые, вопрошающие губы, как ровно дышит еще не вполне расцветшая, еще ничем не взволнованная грудь, как чист и нежен облик юного лица!

«Мӗнле хитре, мӗнле чеченччӗ роза!..» // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 173–174 с.

Мӗн ыйтан — пурне те тупӑп Сан валли вӗсемпелен…

Что душе твоей угодно, Все добуду с ними я…

8 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вӑл шӑналӑк айӗнче утиял витӗнсе выртать; ыйтан эс унтан, вӑл: пур е ҫук, тесе ҫеҫ сӑмахлать, урӑх ним сас-чӗв те кӑлармасть.

Он лежал под пологом, укрытый одеялом, и молчал; спросишь его, а он только да или нет — и больше ни звука.

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

— Ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт хушши ан илтӗр-ха ҫыру санӑн аннӳ, ҫынтан мар, кайӑкран та ыйтан: вӗҫсе кайса аҫу ҫинчен пӗлсе кил-ха, тейӗн…

— Не получай твоя мать писем столько времени, не только человека — птицу и ту попросишь: слетай, мол…

13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Апла тӑк мӗн тума ыйтан?

— Что же тогда спрашиваешь?

Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех