Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ывӑлӗсене (тĕпĕ: ывӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тул ҫутӑласпа салтак арӑмӗ ун-кун пӑхкаласа, шӑппӑн, ывӑлӗсене вӑратас мар тесе, килӗнчен тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ывӑлӗсене вӑратас мар тесе вырӑн ҫинче шӑппӑн калаҫса выртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ну-ну, — аллине сулчӗ ял Совечӗ патне Ванюшпа Санька ывӑлӗсене ӑсатма килнӗ Ермолай Кузнецов.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсем пачах та ҫук ҫӗртен хӑйсен ватӑлса кайнӑ ывӑлӗсене ыталанӑ, хӑйсен палламан мӑнукӗсене алла тытма килсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Никифор Лукич унпа тӑван ывӑлӗсене юратнӑ пекех юратса-савса калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Вӑл журнал хуплашкипе хаҫатсенче ҫапӑннӑ ӳкерчӗксене, очерк-репортажсене каса-каса илчӗ те ҫав-ҫавах ютра ҫӳрекен ывӑлӗсене ярса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Яла килсе ҫитнӗ пӗрремӗш трактор хресченсене епле тӗлӗнтерсе яни ҫинчен ывӑлӗсене ма каласа памалла пулман ун?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Ывӑлӗсене шырама тухнӑ-мӗн вӗсем.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вара шӑпӑрне ывӑлӗсене парать: «Хуҫӑр, хуҫаятӑр-и?» — тет.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара пӗр шӑпӑрне салтать те ывӑлӗсене хулӑ валеҫсе парать.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пирӗн ялта пӗр ватӑ ҫын вилес умӗн ывӑлӗсене хӑй патне пухрӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

…Хӑйне Арамаҫи тӑвӗ ҫумне сӑнчӑрласа лартнӑ Ҫӳлти Турӑран аяккарах кайма хушнӑ Улӑп хӑйӗн ывӑлӗсене.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫук, вӗсем ывӑлӗсене кӗрешӳ ҫулӗ ҫине тӑнӑшӑн сивлемерӗҫ, пӑшӑрханнине те палӑртмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Патша вӑйлӑ пӑшӑрханнӑ, пӗтӗм патшалӑхран тухтӑрсене, поварсене, навайчи чӗнсе ывӑлӗсене сиплеме хушнӑ, анчах ӗҫ тухман.

Сильно обеспокоился падишах. Созвал он всех лекарей, поваров и навайчи своего государства. Но никто из них не мог помочь близнецам.

Асамлӑ кетмен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1307

Паян эпир, чӑн малтанах, чӑваш халӑхӗн мухтава тивӗҫлӗ ывӑлӗсене аса илетпӗр.

Сегодня мы, прежде всего, вспоминаем достойных сыновей чувашского народа.

Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗпе саламлани // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/02/21/ole ... tnika-otec

Ырӑ йӑлана малалла тӑсса Андрей Владимирович Степанпа Всеволод ывӑлӗсене те мӗн пӗчӗкренех ӗҫе хӑнӑхтарать.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье телейӗ - ачасенче // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44183-ceme- ... achasenche

Малтанхи иккӗшне хамӑр халӑхӑн мухтавлӑ ывӑлӗсене И. Я. Яковлевпа Ҫеҫпӗл Мишшине, виҫҫӗмӗшне тӑван тӑрӑхри пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ икӗ пикене халалланӑ.

Куҫарса пулӑш

Сӑввисем витӗмлӗ, юррисем чуна ҫывӑх // А. АСТРАХАНЦЕВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44270-s-vvi ... una-cyv-kh

Микулайпа Ваҫлие — Ҫтаппанпа Макҫӑм ывӑлӗсене — юлашки рейс ытла та йывӑр килчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Куккӑшӗсем пӗри те ывӑлӗсене илсе килмен ав.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шӑв-шава илтсе, сехри хӑпнӑ Тарье крыльца ҫине вӑркӑнса тухрӗ, ун-кун пӑхкаласа илчӗ, упӑшки ывӑлӗсене чиперех ертсе килнине курсан тин лӑштах пулчӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех