Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ывӑлӗнчен (тĕпĕ: ывӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Табдулла, миҫе ача-ха пирӗн? — ыйтрӗ вӑл хӑйӗн умне пырса тӑнӑ вӑталӑх ывӑлӗнчен.

Куҫарса пулӑш

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Михел ывӑлӗнчен йывӑҫ пайҫине туртса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пуринчен ытла Паймук ывӑлӗнчен тӗлӗннӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Мӗн ятлӑччӗ-ха вӑл? — пысӑк арча ҫинче ларакан ывӑлӗнчен ыйтрӗ старик.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӗнӗ хан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Чӑнах вӗт, Пьер, Сонечка шӑп аслашшӗ пек пулнӑ, — терӗ баронесса, хӑй ҫав вӑхӑтра ывӑлӗнчен пирус ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Эльгеевӑн ӗмӗтленнӗ ӗмӗчӗ сӳнчӗ: ывӑлӗнчен ку хыпара илтсен, пит кулянчӗ ашшӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Каласа пачӗ пулӗ? — ыйтрӗ ашшӗ аслӑ ывӑлӗнчен.

Куҫарса пулӑш

Ылханнӑ ывӑл // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ван-Конетӑн ашшӗ тупрашӑн ывӑлӗнчен те ытларах ӑшталанать.

Его отец жаждал приданого больше, чем сын.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Калаҫатчӗҫ, килӗнче ӑна арча ҫине мӗнле улӑхтарса лартмаллине те пӗлмен, тӗрлӗ парнесем илсе тултарнӑ, амӑшӗ ывӑлӗнчен текех апла тармасси ҫинчен чаплӑ сӑмах илнӗ те, ҫӑва тухас умӗн ӑна монтекристо текен пӑшал илсе парӑпӑр тесе шантарса сӑмах панӑ, тетчӗҫ.

Говорят, что дома не знали, куда его посадить, накупили ему подарков, а мать, взяв с него торжественное слово больше не убегать, пообещала купить ему к лету ружье монтекристо.

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Тири, ӗҫетӗн-и? — ыйтрӗ ашшӗ ывӑлӗнчен.

— Выпьешь, Тири? — обратился отец к сыну.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Вӗсене авӑрламаннине Том пӗлет, мӗншӗн тесен ҫакӑн пирки ӑна нумай хут каланӑ, анчах вӑл пахчаҫӑ ывӑлӗнчен тар йӑкӑртма ӗмӗтленет.

Том знал, что они не заряжены, так как говорилось об этом множество раз, но он надеялся выкрасть пороху у сына садовника.

Ашшӗн ҫилли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 209–215 с.

Унран, хӗрлӗ армеец пулнӑ ҫынран, ялти хисеплӗ тимӗрҫӗ ывӑлӗнчен, ҫак ӑҫтиҫуксем кулаҫҫӗ иккен-ха.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа ӗнтӗ тимӗрҫӗсенчен чи асли те чи ӑстараххи — Калюк Йӑванӗ — икӗ ывӑлӗнчен пӗрне те хӑйӗн ӗҫне ӗмӗрлӗхех явӑҫтарма шутламарӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Картинӑна мӗншӗн юрӑхсӑра кӑлартӑн? — ыйтрӗ ывӑлӗнчен.

Спросил сына: — Зачем ты испортил картину?

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ывӑлӗнчен те намӑсланман.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Усал тӗлӗк куртӑн-им? — пӑшӑрханса ыйтрӗ ывӑлӗнчен Софья Даниловна.

Куҫарса пулӑш

Аля. Алевтина // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Владимир Кириллович ывӑлӗнчен каҫару ыйтни те Юрӑн пӑшӑрханӑвне ирттерсе яман.

Куҫарса пулӑш

Аля. Алевтина // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Ывӑлӗнчен вӑрттӑн туя та хатӗрленме тытӑннӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

— Айван арҫын ача, эсӗ хупӑлчана ытлашши вӗрилентерсе ятӑн-им? — ыйтрӗ вӑл ҫухалса кайнӑ ывӑлӗнчен.

— Несчастный мальчик, что же ты так перегрел крышку? — спросила она сына, который стоял совсем растерявшись.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Телее, ашшӗ мана ывӑлӗнчен туртса илчӗ те ӑна питӗнчен ҫав тери хытӑ ҫупса ячӗ; капла ҫапнипе Европӑри патшалӑхсен утлӑ ҫар салтакӗсене эскадронӗпе учӗсем ҫинчен ӳкермелле.

К счастью, отец выхватил меня из рук сына и дал ему такую оплеуху, которая, наверно, сбросила бы с лошадей целый эскадрон европейской кавалерии.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех