Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӳтсемпе (тĕпĕ: шӳт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ ку тапхӑр шӳтсемпе, хаваслӑхпа, шавпа тулли пултӑр.

Сейчас весь ваш период должен быть наполнен шутками, весельем и всеобщим гамом и шумом.

33-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Теветкеллӗхӗн сивӗ хаваслӑхӗ ӑна усал-хаяр-хивре шӳтсемпе астарать.

Холодное веселье отчаянья толкало его к злым шуткам.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Свифт вӑхӑтран вӑхӑт ӑнланмалла мар шӳтсемпе кулӑшла япаласем тунӑ; ҫаксем малтан ҫынсене шалт тӗлӗнтернӗ, кайран вӗсенчен пӗтӗм Лондон каҫса кайса кулнӑ.

Время от времени Свифт позволял себе такие чудачества и шутки, которые сначала приводили в замешательство, а потом заставляли покатываться от хохота весь Лондон.

3 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.

Унӑн чунӗ, ҫамрӑклӑхӑн чи ҫутӑ сӑрӗсемпе илемленнӗскер, пурӑнӑҫа паха шӳтсемпе, лайӑх юрӑсемпе, ҫынсен йӑлисемпе хӑнӑхӑвӗсенчен ҫивӗччӗн кулнипе, пурӑнӑҫ тӗрӗсмарлӑхӗсем ҫинчен хӑюллӑ сӑмахсем каланипе ҫутатса тӑратчӗ.

Душа его, окрашенная яркими красками юности, освещала жизнь фейерверками славных шуток, хороших песен, острых насмешек над обычаями и привычками людей, смелыми речами о грубой неправде жизни.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Митя фабрика тӑрӑх тилӗ чуппипе чупса ҫӳренӗ, Мирон рабочисемпе тата служащисемпе кӳрентермелле хаяррӑн, ҫилӗпе калаҫнине кулӑшла сӑмахсемпе, хаваслӑ шӳтсемпе шӑлса якатса пынӑ.

Митя бегал по фабрике лисьим бегом и ловко заметал пушистым хвостом смешных слов, весёлых шуточек сухую, обидную строгость Мирона с рабочими и служащими.

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Шӳтсемпе ҫивӗч сӑмахсен виҫине пӗлмелле, пулас мӑшӑра кӳрентермелле мар.

В остротах и шутках нужно знать меру, стараться не обидеть молодых.

Мӑшӑрланни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ун пек вырӑнсӑр шӳтсемпе йӗкӗлтеш ыйтусем килӗшмерӗҫ ӑна.

Студента возмутили и шутка и вопрос — одинаково неуместные и издевательские.

XXIII. Эмел // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл хӑй лекнӗ условисем хӑйне майлӑ пулнине ӑнланман, вӑл хӑйне тӳрех килти пек тытма пуҫларӗ, хӑйӗн пур сӑмахӗсене те тӑварлӑрах шӳтсемпе хутӑштарса калаҫса, кунти йӗркесене тытса пынинчен ытларах, вӗсене пӑсса пычӗ: лере камерӑна пырса ҫӑкӑр тыттарать, лере — пирус, кунта пакӑлтатса калаҫма тытӑнать (анчах та политика ҫинчен мар).

Он не понимал своеобразия своего положения; наоборот, он сразу стал вести себя как дома и, сопровождая все свои слова солеными шуточками, не столько поддерживал порядок, сколько нарушал его: тут сунет в камеру хлеб, там – сигареты, здесь примется балагурить (конечно, не касаясь политики).

«Пирӗннисем» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех