Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӗвӗрккесем (тĕпĕ: шӗвӗркке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир вара, шӗвӗрккесем, кирпӗч йӑтаттӑмӑр, раствор ҫӑраттӑмӑр…

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Ак сана, штабра шӗвӗрккесем пуҫтарӑнса ларма та ӗлкӗрнӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Эх, пухӑнса лараҫҫӗ вара ҫак штабра шӗвӗрккесем, хӑйсене мӑн ҫын пек тытса тем сӳтсе яваҫҫӗ, тем канашлаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Арӑм кӑна мар, сӗтел хушшинче апат ыйтса кашӑк шаккакан шӗвӗрккесем те виҫҫӗн тан!

Куҫарса пулӑш

Дина // Леонид Тобурдановский. «Капкӑн», 2014. — 8№ — 13 с.

Ҫавӑн пекех мобилизациленӗ граждансен ача садне ҫӳрекен шӗвӗрккесем те ҫӑмӑллӑхпа усӑ кураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑрӗсемпе ачисем - патшалӑх хӳттинче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/masharesempe-achi ... inche.html

— Ман арӑм санашкал шӗвӗрккесем ҫине куҫ хӳрипе те пӑхмасть.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ну, шӗвӗрккесем, аҫуна ыталаса саламлӑр-ха пӗрре ҫуралнӑ кун ячӗпе, анчах костюма ан варалӑр, — апат-ҫимӗҫ чиксе тултарнӑ сумкисене йӑтса ачисем патне пычӗ ашшӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Ача сачӗсене ҫӳрекен ҫар тумӗллӗ шӗвӗрккесем те аслӑ аппӑшӗ-пиччӗшне кура кашни утӑмах ҫирӗппӗн тӑваҫҫӗ.

Малыши, ходящие в детские сады, по примеру старших братьев и сестер, стараются держать твердый шаг.

Паттӑрлӑха асра тытса, Ҫӗнтерӗве халалласа // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2019.05.09, http://alikovopress.ru/pattarlaxa-asra-tyitsa,-centereve-xalallasa.html

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех