Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӗвӗркке сăмах пирĕн базăра пур.
шӗвӗркке (тĕпĕ: шӗвӗркке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗллехи ӑшӑ пӳрт шӑплӑхӗнче пӗр шӗвӗркке васкамасӑр кӗнеке вулать, ватӑ ҫынпа пӗчӗк хӗр ача вара пит тимлӗн итлесе лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Акӑ, шӗвӗркке пит курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Мӗн, шӗвӗркке, ним юлмиех тасатрӗҫ-им сана? — ыйтать манран хайхи ултавҫӑ, хӑй манӑн кӗсьене хыпашлать.

«Что, пострел, обрили тебя наголо? — спрашивает меня этот шарлатан и карманы мои ощупывает.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑт шӗвӗркке

Куҫарса пулӑш

Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.

— Мӗншӗн-и?.. — шӗвӗркке сухалне малтанхи пекех хыҫкалам пекки турӗ тиечук.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лешӗ, ҫырма тытӑнас вырӑнне таҫталла, айккинелле пӑхкаласа, шӗвӗркке сухалне хыҫкаласа тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пичӗ-куҫӗ ҫаврака, сӑмси кӑштах шӗвӗркке, хура куҫӗсем ҫивӗч те ӑшшӑн пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эх, чӑнах та-ҫке шӗвӗркке иккен эсӗ, ывӑлӑм.

Куҫарса пулӑш

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Нумай та иртмерӗ, пирӗн пата шӗвӗркке кӑвак сухаллӑ типшӗм старик пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кукаҫийӗн шӗвӗркке сухалӗ чӗтреме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ырӑ хыпарпа килтӗм, — терӗ старик, шӗвӗркке сухалне якаткаласа.

Куҫарса пулӑш

Кукаҫи пылӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пилӗк-ултӑ пӑт пыла хӗрхенсе пулмасть, — терӗ кукаҫи, шӗвӗркке кӑвак сухалне якатса илсе.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗр сӑмахпа — пирӗн шӗвӗркке пур ҫӗре те ҫитсе ӗлкӗркке! —

Одним словом — наш пострел везде поспел!

XXX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Кукамӑшӗ картишӗнчен икӗ шӗвӗркке путеке пӳрте илсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Вулӑсен тавра, симӗс ракетӑсен кӗлтисем евӗр ывӑтӑна-ывӑтӑна, варкӑшсемпе сунчӑксем, шӗвӗркке ҫурма ҫаврашкасем, йӗпсем усӑннӑ.

Вокруг стволов, вскидываясь, как снопы зеленых ракет, склонялись веера, зонтики, заостренные овалы, иглы.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

— Ку Катхультри шӗвӗркке, тимлӗрех пӑхсан, ухмахах та мар иккен.

— А малый из Катхульта, если разобраться, совсем не дурак!

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Курӑр-ха, Катхультра пурӑнакан шӗвӗркке вӗт ку! — пӑшӑрханса илчӗҫ ҫынсем.

— Гляди-ка, да это же малый из Катхульта! — забеспокоились люди.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Эй, шӗвӗркке, эс мӗн хӑтланан? — кӑшкӑрчӗ вӑл.

— Эй, малый, чего затворяешь? — крикнул он.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ӗҫе тӗплӗн пӗлекен, опытлӑ врач ҫинчен калаҫнӑ чухне, пирӗн куҫ умне яланах шӗвӗркке сухаллӑ ватӑрах этемӗн, чирлӗ ҫын ҫине куҫлӑх ҫийӗн пӑхакан этемӗн сӑнарӗ тухса тӑрать.

Когда говорят об умелом, опытном враче, то обычно представляют себе пожилого человека с бородкой клинышком, смотрящего на пациента поверх очков.

Лагерьте // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Ҫарамас чул ҫын пӗтӗм кӳлепипе тӑрать, урисем ҫӑтӑ пекех пӗрлешнӗ, аллисем ансӑр пӗҫҫисенчен лӑпчӑннӑ, вӗтӗ-вӗтӗ картлӑ пиҫиххийӗ каҫӑр кӑкӑрӗ тӗлӗнчех, унӑн хӑлхаллӑ шлемӗ, пулӑ шӑмми евӗр шӗвӗркке тӗпеклӗскер, хӗвел ҫинче тӗксӗммӗн ҫиҫет.

Каменный, обнажённый человек стоял во весь рост, ноги его были сдвинуты, руки прижаты к узким бёдрам, рубчатый пояс подпирал выпуклую грудь, на солнце тускло мерцал его ушастый шлем, увенчанный острым гребнем, как рыбий хребет.

Соацера // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех