Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑхӑрнипе (тĕпĕ: шӑхӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эмиль хыттӑн шӑхӑрнипе ыйхӑран вӑранса ҫитеймен кайӑксем туратсем ҫинчен парлатса вӗҫсе тухаҫҫӗ.

Эмиль так громко свистел в дудочку, что сонные дрозды подскакивали на ветках.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Калама ҫук ырӑ кайӑксем шӑхӑрнипе чӗвӗлтетнине, ула-такка хыпӑнса такканине, куккук каҫса кайса авӑтнине, ҫулҫӑсем хушшинче ҫил кӑштӑртатнине тӑнлама, каҫ ӗнтрӗкӗ епле килнине сӑнама.

Птичьему свисту и трелям. Озорному кукованию кукушки. Шелесту ветра в ветвях.

Симӗс лампа // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Ҫав вӑхӑтрах таҫта тӑван ҫӗршывра боецсем ҫанӑ ӑшне пытарса пирус вӑрттӑн туртни, вӗсен пуҫӗсем ҫийӗн хура пӗлӗт кӗрлени тата сиренӑсен сассипе бомбӑсем шӑхӑрнипе сывлӑш кисренни унӑн чӗрине тӳсме ҫук ыраттарчӗ.

И в то же время Шуре было нестерпимо больно от того, что где-то в родной стране бойцы уже курят тайком в рукава, что над головами у них гудит черное небо, и воздух рвется от визга сирен и свиста бомб.

II // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Вӑл тӑлӑп ҫухине хӑлха патӗнчен аяккалла илнӗ те итле пуҫланӑ; паҫӑрхи пекех ҫил шӑхӑрнипе турта ҫумӗнчи тутӑр вӗҫсе ҫатӑлтаттарни тата ҫуна хупӗ ҫумне юр пырса перӗнни илтӗннӗ.

Он отстранил воротник от уха и стал прислушиваться; слышен был всё тот же свист ветра, в оглоблях трепанье и щелканье платка и стеганье по лубку саней падающего снега.

VI // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.

Ҫавна крокодил шӑхӑрнипе шапа кӑваклатнине танлаштарсан, темле вӑтам сасӑ пек туйӑнать.

Это было нечто среднее между шипеньем крокодила и кваканьем лягушки.

VIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Сывлӑш пӗлӗтелле вӗҫекен снарядсем шӑхӑрнипе, самолётсем кӗрленипе, разрывсен сассипе тулса янраса тӑчӗ.

Воздух звенел от летевших в небо снарядов, от гула самолетов, от разрывов и стрельбы.

14. Чӗрӗллех пытарнӑскер // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Ҫил шӑхӑрнипе пӗрлех мана пӑшалпа пенӗ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ.

В свисте острого ветра мне слышались отдаленные шумы стрельбы.

Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Ура сассисем ҫӑмӑр шавӗпе тата ҫил шӑхӑрнипе хутшӑнса кайрӗҫ.

Шорох их шагов смешался с шумом дождя и свистом ветра.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Март уйӑхӗнчи ҫеҫенхирӗн ҫуна тупанӗсем шӑхӑрнипе тата утсен чӗрнисем ҫивӗччӗн чаклатнипе кӑна хускалнӑ кӑнтӑрлахи шӑплӑхне тупӑ сасси ытла та кӗмӗркке япала йӑтӑнса аннӑ пек хыттӑн кӗмсӗртетсе хупласа хучӗ.

Тишину мартовского степного полдня, нарушаемую лишь свистом полозьев да чавкающим перебором конских копыт, обвальным раскатом задавил гул орудия.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл, этем сӑмахӗсемпе калаҫассине манса, юлташӗсене сигнал пама кайӑкла шӑхӑрнипе те: килӗшнӗ пулӗччӗ.

Он вполне мог бы отказаться и от членораздельной речи, ограничившись птичьим свистом для подачи сигналов товарищам.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Василиса Егоровна, пулясем шӑхӑрнипе йӑвашланнӑскер, йышлӑ хӗвӗшӳллӗ ҫеҫенхирелле пӑхрӗ те, упӑшки енне ҫаврӑнса:

Василиса Егоровна, присмиревшая под пулями, взглянула на степь, на которой заметно было большое движение; потом оборотилась к мужу и сказала ему.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех