Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑтӑкӑн (тĕпĕ: шӑтӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗпсӗр шӑтӑкӑн леш ен хӗрри пӗчӗкҫӗ кӗпер хывсанах каҫса каймалӑх ҫып-ҫывӑххӑн курӑнать.

Так близко, так доступно коротенькому мостку стоял перед ними противоположный край пропасти,

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 141–146 с.

Шӑтӑкра ҫирӗм лампӑ вӗҫӗмсӗр ҫунса лараҫҫӗ, вӗсен ҫутипе шӑтӑкӑн алмазран тӑракан стенисем куҫа шартаракан ҫутӑпа ялтӑртатса тӑраҫҫӗ.

В этой пещере всегда горят двадцать ламп, которые, отражаясь от алмазных стенок, ярко освещают каждый уголок.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Шултра тата аманман тымар ҫимӗҫсене шӑтӑкӑн аякри кӗтесне управа хумалла, вӗтӗреххисемпе касӑлнисем вара ал айнерех пулччӑр.

Куҫарса пулӑш

Канупа ӗҫ пӗрле ҫӳретӗр. Ҫӑкӑр хакне кашниех пӗлтӗр // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2021/10/18/%d0%ba%d0% ... bfe%d0%bb/

Анчах, пирӗн телее кура, вӗсем пурте шӑтӑкӑн тепӗр енне тухса тӑчӗҫ.

Впрочем, на наше счастье, все они очутились на противоположной стороне.

ХХХIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Ҫапла майпа шӑтӑкӑн пысӑк участокне тултарса, Спартак нимӗн сасӑ тумасӑр хӑйӗн легионӗсене ҫав сарлака кӗпер урлӑ каҫарчӗ те вӗсене ниҫта чарӑнса тӑмасӑр малалла кайма хушрӗ.

Заполнив таким образом обширный участок рва, Спартак велел своим легионерам пройти втихомолку по этому мосту, а потом безостановочно идти дальше.

XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Сорренто енчи чул ту патне пырсан, гладиаторсен пуҫлӑхӗсем тепсӗр шӑтӑкӑн тарӑнӑшне пӗлес тесе, лаптӑк хӗрринче чарӑнса тӑчӗҫ.

Наконец начальники гладиаторов дошли до глубоких пропастей, выходивших на Сорренто, и остановились у края площадки, чтобы на глаз измерить их глубину.

XII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Шӑтӑкӑн тепӗр вӗҫӗнче пӗр шахтер амашӗ чӗркуҫҫи ҫине тӑчӗ.

На другом конце на коленях стояла шахтерская мать.

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Шӑтӑкӑн тарӑн та хура ҫӑварӗ хӗвел еннелле карӑлса выртать.

Она смотрела черной пастью навстречу солнцу.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Ҫак шӑтӑкӑн — блиндажӑн маччине пысӑк юман йывӑҫӗсенчен тунӑ пулнӑ.

накрытая аршинными дубовыми бревнами.

21 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Жилин ҫӳлелле пӑхнӑ: шӑтӑкӑн тепӗр хӗррине вӑрӑм шерте тӗртӗннӗ; вӑл тӗртӗнкеленӗ-тӗртӗнкеленӗ те шатӑка шуса ана пуҫланӑ.

Глянул кверху — шест длинный в тот край ямы тыкается; потыкался, спускаться стал, ползет в яму.

6 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Кӗлеткене хирӗҫ, шӑтӑкӑн тепӗр вӗҫне, ҫӗре чавсах юпа лартнӑ.

Прямо перед чучелом, на противоположном конце ямы, стоял врытый в землю столб.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Говэн вӑрттӑн тухса ҫӳремелли шӑтӑкӑн шутарса хунӑ чулӗ ҫине пӑхса, хаяррӑн кӑшкӑрса ячӗ:

Глядя на отодвинутый камень, за которым зиял потайной ход, Говэн воскликнул в отчаянье:

II. Чул алӑк патӗнчен — тимӗр алӑк патне // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Эпир шӑтӑкӑн пӗр стени патнелле ҫывхарнӑ чухне ӑна хунарпа ҫутатса пӑхсан, тулалла тухса тӑракан чулсем пӗр тӑтӑшран юхса пыракан йӗр пулса пынинчен, хамӑр мӗнле хӑвӑртлӑхпа кайнине чухласа илме пултартӑм.

Как только мы приближались к одной из стен галереи, я освещал ее фонарем, и потому, что выступы скал сливались в одну непрерывную линию, я мог заключить о скорости, с которой мы плыли.

XLI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Шӑтӑкӑн аялти хӗрри ура айӗнчи ҫӗрпе танах пуҫланса кайнӑран, унта кӗрсе кайма та ҫӑмӑл.

Нижний край отверстия находился в уровень с землей, и в туннель можно было войти без труда.

XL сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Профессор чул сӑмсахсем ҫинче тӗл пулакан кашни ҫурӑка пит тимлӗн асӑрхаса пӑхать; уншӑн пулсан, пирӗн куҫ тӗлне пулакан кашни шӑтӑкӑн тарӑнӑшне тишкерсе пӗлни ытла та паха.

Профессор внимательно осматривал всякую Трещину в скале; для него важно было исследовать глубину каждого отверстия, которое нам попадалось на глаза.

XXXVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Июнӗн 6-7 мӗшӗсенче ҫав шӑтӑкӑн кукӑр-макӑр ҫулӗпе пырса, эпир ҫӗр хуппи ӑшнелле тата ҫирӗм километр анса кайнӑ; ҫапла эпир халӗ тинӗс шывӗ тӑракан тӳремрен аллӑ километртан ытла тарӑнрах вырӑнта пыратпӑр.

Шестого и седьмого июля мы шли по спиралям этой трещины и проникли еще на два лье вглубь земной коры, что составляло свыше пяти лье ниже уровня моря.

XXIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Пичче ҫав тарӑн шӑтӑкӑн чӑнкӑ стенисене курсан, хавасланнипе чӑтаймасӑр аллисене ҫупа пуҫларӗ:

Дядюшка невольно захлопал в ладоши, обрадовавшись крутизне ее ската.

XXIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Эпӗ каланӑччӗ ӗнтӗ, ҫав шӑтӑкӑн диаметрӗ ҫӗр фут, шӑтӑкӗ йӗри-тавра виҫҫӗр фут ытларах пулмалла.

Как я уже сказал, оно имело сто футов в диаметре, или триста футов в окружности.

XVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Пысӑк шурӑ ҫӑматтисемпе ҫемҫен пусса, вӑл Матвеич ҫывӑхнерех пычӗ те шӑтӑкӑн тепӗр енне ӑна хирӗҫле чарӑнса тӑчӗ.

Мягко ступая большими белыми валенками, он подошел поближе к Матвеевичу и остановился против него с другой стороны ямы.

6. «Сӑрнай» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Урайӗнче, шӑтӑкӑн тепӗр енче, механизмсен тӗксӗм те тутӑхнӑ пайӗсем выртаҫҫӗ, электрик вӗсем хушшинче выртать, пуҫне урай айнелле пӗшкӗртсе, такама кӑшкӑрать:

На полу, с другой стороны ямы, лежали темные и проржавевшие чгсти механизмов, а электрик лежал между ними и, свесив голову под пол, кричал кому-то:

6. «Сӑрнай» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех