Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑтса (тĕпĕ: шӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр уйӑхран вилтӑпри ҫине ҫав таврара халиччен ӳсмен чечексем шӑтса тухнӑ, вӗсем кӑвар тӗслӗ ҫеҫкесем сарнӑ…

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Хӗр вилтӑприйӗ ҫинче мӗн шӑтса ӳсет-ши?

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Каччӑ чӗри ҫинче юман шӑтса ӳсет, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Сергей Тихонович чӑлантан ҫӗнӗ чӑматан йӑтса тухрӗ, унтан пире ҫурӑлса, пульӑсемпе шӑтса пӗтнӗ кивӗ шинель тата папаха кӑларса кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

«Ангара юнӗ ӳкнӗ вырӑнта мар, мӗскӗн Люся куҫҫулӗ тумланӑ вырӑнта шӑтса ӳснӗ пуль кусем», — ирӗксӗрех шухӑшларӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Енисее ҫав тери юратнипе ватӑ ашшӗнчен — Байкалран тухса тарнӑ Ангарана, вӑл Падун тӑвӗсемпе кӗрешсе куҫҫульпеле юн юхтарнине, тумламсем ӳкнӗ вырӑна хӗрлӗ чечексем шӑтса тухнине, кайран ҫав чечексем пӗтӗм тайгана сарӑлнине, ҫынсем вӗсене «хӗлхемсем» тесе ят панине аса илтеретчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ангаран вӗри куҫҫулӗнчен шӑтса ӳснӗ теҫҫӗ вӗсене…

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫӗнӗ ҫӗр ҫинче ҫӗнӗ сывлӑшпа шӑтса ӳснӗ, паркаланнӑ литературӑсем урлӑ эпир ытти халӑхсемпе — вӗсен пурнӑҫӗпе, йӑлисемпе, литературипе, искусствипе ҫывӑхрах паллашрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Лаша пек пысӑк кӗлеткеллӗ Кулюкка, ҫак сӑмахсене илтсен, вӑйсӑрланнӑ пек пулчӗ, пуҫ пӳрни пек лаптак сӑмси тӑрне пӑчӑ-пӑчӑ тар пӗрчисем шӑтса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вара, Ваҫлие Хусанти полици участокне илсе кайнӑ ир, Атӑлкассине ҫирӗм сакӑр ҫулалла ҫитнӗ, хӑва хулли пек ҫинҫе те сакайӗнче шӑтса ӳснӗ ҫӗрулми калчи пек шуранка сӑн-питлӗ Жемени ҫамрӑк барон персе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку ача ӑна тӗнчен тӗттӗм кӗтессине ҫутатма шӑтса ӳснӗ чечек пек туйӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗвел ҫав тери пӗҫертнипе ҫул хӗрринчи те ана ҫинчи курӑксемпе тикӗс шӑтса тухнӑ сӗлӗ те урпа пуҫӗсене тайнӑ-уснӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Авӑ виҫӗ ҫухрӑм ытла леререх йӑмра айне пулнӑ чуна ҫывӑх ял, сылтӑмарах — ҫӑва, ун тавра чӑрӑш лартнӑран тата тӗрлӗ йывӑҫ шӑтса тухнӑран пӗчӗк ката тейӗн ӑна.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

— Атте килне ӗҫсе яратпӑр, Мӑян шӑтса тухать.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑҫанччен кӗтмелле ҫав хӑватлӑ тӗкӗм шӑтса тухасса?!

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Хули ҫеҫ шыв варрине шӑтса тухнӑ пек, йӗри-тавра тинӗс ҫавӑрса илнӗскер ялтан килнӗ качча тӗлӗнтерсех ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Тепӗр хут шӑтса тухассӑнах туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Чул вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Ҫак икӗ ҫырма пуҫне шӑтса тухнӑ пурнӑҫ йывӑҫҫи ҫинчен мар пулӗ те ҫырни.

Куҫарса пулӑш

Чул вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Акӑ ӑҫтан шӑтса тухнӑ ку идея!

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тен, кам пӗлет, пурнӑҫ йывӑҫҫи тепре шӑтса тухӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех