Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑтарса (тĕпĕ: шӑтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Степлера ытти хатӗрсенчен уйӑрса тӑракан уйрӑмлӑх вӑл — витӗр шӑтарса ҫыпӑҫтарни.

Характерным отличием сшивателя является сквозное скрепление.

Степлер // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D1%82%D ... 0%B5%D1%80

Вӗсем те шурӑ минтер ҫинчи юна курнӑ, урам тӑрӑх шавласа иртекен халӑх сассине илтнӗ, пуля шӑтарса кӗнӗ чӳречене асӑрханӑ, чӗрене ҫурса ярасла кӑшкӑрса йӗрсе янӑ.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пуля ун витӗр шӑтарса тухнӑ, билет ҫинчи фотокарточкӑна палламалла марах ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Вӑл 1917 ҫулта Хӗллехи Двореца штурмланӑ ҫӗрте пулнӑ, ӑна тӑшмансен пулисем шӑтарса пӗтернӗ, вӑл Балти матросӗн юнӗпе те, ман юнпа та хӗрелнӗ…»

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫтаппан пӳлмери тыра тӗпне ҫитиех шӑтарса шырама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ниме пӑхмасӑр таҫта та ҫитӗнет, теме те шӑтарса тухать, шӑрӑхран та хӑрмасть, вӗлле хурчӗсене пыл та парать…

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Ку пирӗн хушӑри калаҫу, михӗрен аптри шӑтарса тухнӑ пек ан пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Шӑхӑрнӑ евӗр сасӑ илтӗнсе кайрӗ те аякра мар ларакан йывӑҫ ещӗк хуппине темӗскер вирлӗн пырса ҫапӑнчӗ, шӑтарса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Чӗлхӳне шӗкӗ шӑтарса пӗтерчӗ-им?

Куҫарса пулӑш

Куршанак // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 4–6 с.

Ун умӗнче — хытнӑ юшкӑна шӑтарса тухнӑ ҫеҫпӗл.

Куҫарса пулӑш

39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫапӑҫура фашист осколокӗ унӑн кӑкӑрне шӑтарса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Салтак арӑмӗ пӗр сӑмах та чӗнеймерӗ, вырӑнтан та хускалаймарӗ, — ырату ӳте витӗрех шӑтарса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ял ҫинчи калаҫу тӑрӑх Мускав патӗнче фашист пульли унӑн ӳпкине витӗрех шӑтарса кайнӑ имӗш.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ун таврашӗнчи сиплӗ мӑка та пуҫтарса типӗтнӗ — шыҫӑ таврашне хӑвӑрт шӑтарса юхтарма пулӑшнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ку шухӑш тахҫантанпах пуҫ тӳпинчен шӑтарса тухнӑ та кашни кун ял ҫийӗн вӗҫсе ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӗсем чул катӑкӗсем мар, хӑйӑр ӑшне шӑтарса кӗрсе выртнӑ калтасен пуҫӗсем.

Это не камешки, а головы ящериц, зарывшихся в песок.

Пушӑ хирсенчи ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӑл ӗрчесе сарӑлнӑ май пӗтӗм планета сийне хупласа хума пултарать, хӑйӗн тымарӗсемпе ӑна ала пек шӑтарса пӗтерет.

Он завладеет всей планетой. Он пронижет ее насквозь своими корнями.

V // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫавӑн пек ҫурта кӗрес пулсан, юра шӑтарса тунӑ тӑвӑр коридор тӑрӑх упаленсе кӗмелле.

Чтобы войти в такое жилище, надо пробираться ползком по узкому коридору в снегу.

Поляр ҫӗрӗсенче ҫынсем мӗнле пурӑнаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӑл тӗрлӗ чӑрмавсем витӗр, метеорит ҫумӑрӗсем витӗр, космосри тӗтрелӗхе, чи хура та чи ҫӑра пӗлӗтсене шӑтарса тухать.

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Эсӗ ытла пур чухне те чакалама кирлӗ ҫӗре чакаламан, ытла яланах ху кӗтнӗ пек калча шӑтарса ӳстереймен», — ҫаплах лӑпланмасть леш ҫын.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех