Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑт сăмах пирĕн базăра пур.
шӑт (тĕпĕ: шӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чи малтанах хӗрарӑмсенчен пӗри Ула Тимӗрӗн подполькӑлла кастарнӑ пуҫӗ ҫинчен пӗр ҫӳҫ пӗрчи шӑт татса илчӗ те хӑйӗн сулахай ал лаппи ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Татах вырткаласан Ула Тимӗр асӑрханса, ҫӗҫӗ аврипе йывӑҫ вулли тавра, аялалла та, ҫӳлелле те, сӑтӑркалама пуҫларӗ — хуйӑрӗ-тункӑрӗ тӑтӑш, тӑтӑхлӑ; вӗтӗ е шултрисен шутнех кӗрсе ҫитеймен туратсем, «вӑйлӑрах та кӗрнеклӗрех пиччӗшӗсен пусмӑрне лексе», чӗрӗ пурнӑҫ ҫӑлкуҫӗсемсӗр юлса хӑртаннӑскерсем, шӑт та шат, шӑчӑр-шӑчӑр та шачӑр-шачӑр ҫеҫ хуҫӑлса тӑкӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Йӑлӑмри кӗрхи самаях чалланнӑ, сарра кайнӑ шӑкӑр хутӑш вӑрман «ҫырӑвне вула-вула», вӑхӑтне кура чал тивнӗ, чӗрӗлӗхӗ хавшанӑ упасаррине, аслати, ие, кӑчӑр, супӑнь, пыл, тикӗт, чапӑр, кӑвак, вӑрман кӗпҫи, ытти вуншар та ҫӗршер хӑрӑннӑ курӑк-марӑка вӑшӑлтаттаркаласа сиркелесе, ҫумӑрпа шӳсе йывӑрланнӑ, тӗллӗн-тӗллӗн кӑвасак шӑршиллӗ кӗрхи ҫулҫӑсемпе чӑштӑртаткаласа, патӑрка патак-шатак таврашне шӑт та шат, ҫӑт та ҫат, парт-парт хуҫкаласа, ҫурӑмӗ ҫинчи тӑктӑках кӑмпа тултарнӑ рюкзакне малалла чикӗнсе, кутекленсе, питӗрленсе йӑтса, Шупашкарпа «Ҫурҫӗр» поселока ҫыхӑнтаракан асфальт-бетон сарнӑ мӑн ҫул еннелле пӗр йӑпшакрах, ҫӑтӑ пӳ-силлӗ арҫын каптӑртаттарса утать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пырсан веҫех пӗлӗн, Унччен никама та сӑмах ан шӑт

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Коля тутине шӑт тытнӑ та куҫне пӗр ҫӗре тӗлленӗ, хытса кайнӑ пек пӑхса ларать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Учительница тутине пӗр самант шӑт тытса тӑчӗ те ӑшӑ куҫӗпе пӑхса: — Класра урӑх калаҫу ҫине каймаҫҫӗ, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫапла каланӑ хыҫҫӑн староста, атте ҫине пӑхмасӑр, ҫӳхе тутисене шӑт тытса, утса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тепӗр кун эпӗ урама тухсанах ман пата Анук чупса пычӗ Эпир иксӗмӗр те пирӗн пӳрт кӗтессине шӑт хӗсӗнсе лартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Асту, кирлӗ мар ҫынсене ан шӑт эс…

— Только смотри, не болтай всем про чюк-то…

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Каярах кӑна, пӑшал сассисем харӑсах шӑт!-шат! тума тытӑнсан, пурте чалтах сиксе тӑчӗҫ, хӗҫпӑшал яра-яра тытса, нимӗн ӑнланса илмесӗрех, алӑкран тула туха-туха сирпӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл тутине шӑт ҫыртрӗ.

Он закусил губы.

XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех