Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑрӑхӑн (тĕпĕ: шӑрӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнтах, юнне сӑтӑрса тасатнӑн, калав бриз, пассат, мистраль, ост-инд циклонӗ, океан шӑплӑхӗ, шӑрӑхӑн халсӑрлатакан кичемлӗхӗ ҫине куҫрӗ.

Тут же, как бы стирая кровь, рассказ перешел к бризу, пассату, мистралю, ост-индским циклонам, тишине океана, расслабляющей тоске зноя.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Ҫурҫӗр-хӗвел анӑҫ енче шӑрӑхӑн уҫӑмлӑ, вӗтӗ-вӗтӗ хумӗсен витӗр майра кайӑкла сарӑ тӳремлӗх курӑнать, пысӑк шывсем йӑлкӑшаҫҫӗ.

На северо-западе сквозь прозрачные, зыбкие волны зноя виднелась канареечно-жёлтая равнина, блестели большие воды.

Шӑллӑ-шӑллӑ тусен леш енче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пӗр хӗрхенмесӗр хӗртсе пӑхакан ҫутӑ хӗвел патӗнчен вӗри сывлӑш авкаланса чупни, шӑрӑхӑн юххине лексе йывӑрланнӑ пек, пӗтӗм сывлӑш чӗтресе юхса тӑни, шӑрӑх сывлӑш епле юхса-силленсе тӑни курӑннӑ.

Видно было, как кругами расходился зной от беспощадного белого солнца, как мелко дрожал и зыбился весь воздух, словно отягощенный тяжкими потоками зноя, как плыло и качалось знойное марево.

4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех