Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑрӑхра (тĕпĕ: шӑрӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑрӑхра ӗҫме питӗ уҫӑ, ытла сивӗрен шӑла тивет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Таҫтан килсе аннӑ хура кураксем шӑрӑхра анранӑ та, ҫӑварӗсене карса, енчен енне тайкаланса аран уткалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хумкка мучи, вӑхӑт-вӑхӑт урапа ҫинчен шӑвӑнса анса, ытти лавсемпе юнашар утать, ут таврашсене тыткаласа тӗрӗслет, юсакалать, ҫамрӑк лавҫӑсем шӑрӑхра тӗлӗрсе-ҫывӑрса ан кайччӑр, тет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шӑрӑхра тарланӑ хура ӑйӑрне кукӑр хурӑн ҫумне кӑкарчӗ те ансӑр сукмакпа ҫыран айнелле уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Алӑран хытах ҫыртать-ҫке ҫак шӑрӑхра эсремет.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Пит куляннипе виҫӗ кун хушши ҫу кунӗнчех шӑрӑхра вӗриех мар кӗлетре сулхӑнта аташса выртрӗ те вилсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Хӑшпӗр чӗрчунсем инҫетри ҫурҫӗрте, теприсем — кӑнтӑрти шӑрӑхра пурӑнаҫҫӗ.

Одни животные живут на далеком севере, другие — на жарком юге.

Ҫутҫанталӑк зонисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Эпӗ ҫеҫенхире ҫулла шӑрӑхра куртӑм.

Я видел степь знойным летом.

Ҫеҫенхирте // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Кӑнтӑрлахи шӑрӑхра.

В знойный полдень.

Тропик вӑрманӗнче // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫак шӑрӑхра — шывсӑр…

Куҫарса пулӑш

Темиҫе кун шывсӑр // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/temice-kun-shyvsar

Калав — уйрӑмах кулӑшла калав ҫырасси вӑл шӑрӑхра пӗр курка сив сӑра ӗҫесси мар-ҫке!

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Ҫак шӑрӑхра ӳт те ирӗлсе тӑрать пек.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Кунтан ҫеҫ те килмест пирӗн урамсем ҫумӑр ҫунӑ-ҫуман епрени, шӑрӑхра унта тусан вӗҫсе тӑни.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Кӳлӗре е юхан шывра шӑрӑхра киленмелли вырӑнӑн тӗпне водолазсем тӗрӗслеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыв йӑнӑша каҫармасть // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=qHBFmDIDDCA

Ҫуллахи шӑрӑхра ҫул таврашӗ тусанлӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӗрупраҫсем тӗр тума чарӑнаҫҫӗ шӑрӑхра, Ҫураҫнӑ хӗр тавраш ҫеҫ пухать хӗрҫум утӑра.

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хӗлле тухса кӗме — сӑсар тумтирсем, Ҫуллахи шӑрӑхра — ҫинҫе пир кӗписем.

Куҫарса пулӑш

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӑрманти шӑрӑхра та кӗлетке ытлашши тарламасть, сывлама уҫӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫак йӗркене вӑл ҫуллахи шӑрӑхра та, хӗллехи шартлама сивӗре те, ҫиллӗ-тӑманлӑ, йӗпе-сапаллӑ ҫанталӑкра та пӑсмасть.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хальхинче хӑшӗ сӗтӗрӗнсе килчӗ-ши ҫак шӑрӑхра

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех