Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑрӑха (тĕпĕ: шӑрӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Яштака тирексен ҫулҫисем те шӑрӑха тӳсеймесӗр вӑйсӑррӑн усӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсен те ниҫталла хусканас килмест.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ирӗке ячӗҫ-ха… хальлӗхе, — сасӑ пачӗ шӑрӑха пула халтан кайнӑ, тара ӳкнӗ Ванюш.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Атлантика океанӗ ҫинчен вӗрекен ҫил ҫулла шӑрӑха чакарать, хӗлле сивве йӑвашлатать.

Ветер, дующий с Атлантического океана, умеряет летом жару, а зимой холод.

Климат // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Шӑрӑха тата нӳрлӗх ҫуккине те лайӑх тӳсеҫҫӗ вӗсем.

Они также легко выносят жару и отсутствие влаги.

Пушӑ хирсенчи ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫеҫенхирсенчи шӑрӑха хӑнӑхнӑ лашасем те хӑйсене панӑ апата ҫимеҫҫӗ, пӑчӑпа, шӑрӑхпа ывӑнса ҫитнине ыйхӑласа ҫеҫ тӑраҫҫӗ.

Даже привычные к степному зною кони отказывались от еды и стояли сонные, истомленные удушливым палящим жаром.

Пушӑ хирпе // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

- 2010 ҫулта тӗштырӑ культурисем шӑрӑха пула ҫитӗнеймерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх хресчене ытларах пулӑштӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 3 с.

Шӑрӑха пӑхмасӑрах, эпӗ васкаса утатӑп.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ӗнтӗ курӑк ҫинче ирхи сывлӑм шӑрҫаланнӑ, каҫхи шӑрӑха хӗрпе каччӑ паҫӑрах туймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Воинсем шӑрӑха чӑтаймасӑр вӗҫӗмсӗр шыва кӗчӗҫ, юнашар улӑхсенче лашасем валли утӑ ҫулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Кун пек шӑрӑха епле тӳстӗр тӑпрари чӗрчун?

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Унӑн ури айӗнче шӑрӑха пула вӗри, ҫӳллӗ курӑк таптанса тӑрпаланать, тӗлӗнмеллерех ҫеҫкесен венчикӗсем чӑпар.

Высокая, горячая от зноя трава ложилась под его ногами, пестрея венчиками странных цветов.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Решетке леш енче ҫирӗм тӑватӑ ҫулсенчи ҫамрӑк хӗрарӑм тӑрать: шӑрӑха пула хӗрелсех кайнӑ, ҫепӗҫ пичӗ кӑнпах хӗвелне пиҫсе хуралнӑ, кӑвак куҫӗсем ҫиҫеҫҫӗ, ҫӳҫӗ тӗксӗм, уҫӑ ҫамки ҫинчи нӳрлӗ, сенкер хӑюпа капӑрлатнӑ сарӑ шлепкин хӗрри сарлака; ҫаксем пурте Джесси чунӗнче хӗрхенӳ майлӑ туйӑм ҫуратаҫҫӗ.

За решеткой стояла молодая женщина лет двадцати четырех: тонкий загар ее нежного, раскрасневшегося от зноя лица, сияющие голубые глаза и темные волосы, — влажные на влажном, открытом лбу, под широким полем желтой шляпы, отделанной синей лентой, — снискали в сердце Джесси естественное сочувствие.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Моргиана умӗнче — ҫара урасен коллекцийӗ, вӑл курӑнса кайсанах урасем самантранах сукмакран пӑрӑнчӗҫ те юбкӑсенче пытанчӗҫ; вӑл вара пурне те ҫиелтен тӗсет, шӑрӑха пула тӗссӗрленнӗ, пиҫсе хӑмӑрланнӑ, чӗрӗ сӑн-питлӗ, ҫамрӑклӑхӑн шухӑшсӑр чеченлӗхӗпе ларакан е выртакан хура та сарӑ ҫӳҫлӗ чӗрӗ чунсем тӗлӗшпе унра тавӑру туйӑмӗ сӑрлатса сарӑлнине туять.

Моргиана увидала коллекцию босых ног, которые мгновенно подобрались с тропы и упрятались в юбки, едва показалась она, мельком осмотревшая всех и мстительно занывшая при виде этих черноволосых и белокурых созданий с бессмысленными от жары, свежими, загоревшими лицами, сидящих и возлежащих с беспечным изяществом молодости.

XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Тӗттӗмленсен пурте каҫхи апата лартӑмӑр, — шӑрӑха пула ҫӳлте, кухня умӗнче.

Как стемнело, все сели ужинать, по случаю духоты, наверху, перед кухней.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Сигара туртса пӗтернӗпе пӗрехчӗ ӗнтӗ — ҫак самантра алӑкран Гораций шаккарӗ, шӑрӑха пула тарпа витӗннӗ, пехлетекен Филатра кӗртрӗ.

Я докуривал сигару, когда Гораций постучал в дверь, впустив изнемогающего от зноя Филатра.

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Шӑрӑха пула курӑнать, — терӗ Сильс.

— Привиделось от жары, — сказал Сильс.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 321–325 с.

Миххине вырӑн ҫине пӑрахрӗ те Батль — пуҫне ҫӗклерӗ; ун умӗнче виҫҫӗн тӑраҫҫӗ, ҫӗнӗ ҫын ҫине попугайла куҫӗсемпе шӑтарасла тирӗннӗ; ыйхӑллӑ сӑнлӑ, вӑрӑм ҫӳҫлӗ, тӳсмелле мар шӑрӑха пула ҫурма ҫарамас; пӗр ури ҫинчен теприн ҫине кахаллӑн пускалаҫҫӗ; Батлӗн ҫӗнӗ обмундированийӗ вӗсене полкри унчченхи пурнӑҫа тӗтреллӗн аса илтерет-тӗр…

Когда Батль бросил мешок на койку и поднял голову, то увидел, что перед ним стоят трое, рассматривая новичка пристальным взглядом попугаев; заспанные, обросшие волосами и полуголые в силу нестерпимого зноя, они лениво переминались с ноги на ногу; новое обмундирование Батля смутно напоминало им прежнюю жизнь в полку.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 321–325 с.

Хускалми ҫулҫӑсен кӑнтӑрлахи шӑрӑха чиксе кӑларнӑ вӗри шӑплӑхӗ тӑрать.

Стояла знойная тишина опущенной в дневной зной неподвижной листвы.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.

Ҫунтаракан шӑрӑха пула чӳречесене хупланӑ.

Ставни были закрыты по случаю палящего зноя.

Гленац няньки // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 387–391 с.

Хӗвелӗн ҫунтаракан пӗҫертӗвӗнче ҫӗр вӗрет, шӑрӑха пула шупкаланса пӗтӗрӗннӗ тӳпе куҫсене тӳсмелле мар типӗ йӑлтӑравпа касать.

Жгучий вар солнца кипятил землю, бледное от жары небо ломило глаза нестерпимым, сухим блеском.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех