Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑршине (тĕпĕ: шӑршӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уҫса пӑрахнӑ чӳречесенчен сӗтел хушшинче ларакан ҫынсене куратӑп, ҫӑра та вӗри яшка-шӳрпе шӑршине туятӑп…

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

…Ҫеҫкене ларнӑ ҫӗмӗрт хӑйӗн ырӑ шӑршине таврана сарать.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Лупасайӗнчи ҫерҫисем кӑна пӗр кӗтесрен тепӗр кӗтесе пӑрр та пӑрр вӗҫеҫҫӗ, кантӑр вӑрри шӑршине сисеҫҫӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Темле йывӑр шӑршӑ пӳртре, анчах мӗн шӑршине никам та пӗлес ҫук; тӑварланӑ купӑста шӑрши те, тар шӑрши те, нӳхреп шӑрши те — пурте пӗрле.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫиле хирӗҫле пулнипе кашкӑр шӑршине малтанах лаша туйса та илеймерӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кашкӑр шӑршине ан систӗр, — терӗ вӑл савӑннипе ним тума пӗлмен Петрука.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хуҫи, какайсӑр пурӑнманскер, ун шӑршине хӑнӑхнӑран туймасть те пулӗ, анчах тултан кӗрекене пӳртри шӑршӑ тӳрех паллӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Питлӗхпе хупнӑ кӑмакаран персе тӑракан ҫуллӑ шӳрпе шӑршине пӳрте кӗрсенех сисрӗ Укань.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӗҫе каяс умӗн шалти пӳртне ҫӑрапа питӗрчӗ — Куҫми ан куртӑр укҫана, шӑршине те ан систӗр.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ан васка, ан васка, Маркел, — краҫҫын шӑршине сисрӗ Петӗр.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Макар савӑнсах тапак тӗтӗмне ҫӑтма пуҫланӑччӗ, махорка шӑршине сиссе, юнашар выртакан суранлӑ салтаксем пур енчен аллисене тӑса пуҫларӗҫ:

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗсем те пулин чӗлӗм шӑршине юратман хӗрарӑмсем.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тутлӑ курӑк шӑршине туйса, тарланӑ лашасем хӑмӑчӗсене хывичченех пуҫӗсене ҫӗрелле тӑсма пикенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Халь ӳсӗрскерсем, юн шӑршине сиснӗ тискер кайӑксем пек, Макҫӑм сӑмахне хӑлхана та чикмерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Салтакра чухне тӗлӗксенче яланах вӗлле шӑршине туяттӑм, хурт сӑр-сӑр! тунине илтеттӗм, аттепе пӗрле вӗлле пӑхаттӑм…

Куҫарса пулӑш

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Манӑн сӑмса халиччен пӗлмен пылак тутӑллӑ тӗтӗм шӑршине туйса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

«Кашкӑр чӗрӗ юн шӑршине сиссе-туйса, хурчӑка кӑвакарчӑна тӑпӑлтарнӑн-тустарнӑн, ҫурса-вакласа тӑкать ак.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Тарлӑ ӳт шӑршине сиснӗ вӑрӑмтунасем кӗтӳпе сырӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сасартӑк юнашар ӳсекен йывӑҫӑн тӗлӗнмелле ырӑ шӑршине туйса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Патакӗпе чышса пӑхрӗ — палланӑ сасӑ, утӑ чӑштӑртатни, утӑпа тусан шӑршине уйӑрса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех