Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑплансан (тĕпĕ: шӑплан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тупӑ сасси шӑплансан, хӗрӳллӗ ӗҫе тытӑнчӗҫ, социализм ҫулӗпе малалла кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Кӗҫӗр те акӑ Ваҫухха, урам хушши йӑлтах шӑплансан, урӑх никам та килсе кӗрес ҫука шаннипе, урлӑ сак айӗнче ларакан хурантан темиҫе ывӑҫ кӗмӗл илсе тухрӗ те сӗтел ҫине купаласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тавралӑх шӑплансан Егор пытаннӑ ҫӗртен тухрӗ те хӑй ҫӗр каҫма чарӑннӑ вырӑна кӗрсе тӗрӗслерӗ — ун юлташӗсем пурте юн ӑшӗнче выртаҫҫӗ, пуҫӗсене каснӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тоня шӑплансан та, чӗнмесӗр шухӑшласа, пуҫне усса тӑчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Сирӗнпе килӗшетӗп эпӗ, юлташсем, — терӗ вӑл зал хӑвӑрт шӑплансан.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Кун пирки юмахламӑпӑр, Никита Кузьмич, — терӗ йӗкӗт, аслӑ диспетчер шӑплансан.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Спектакль вӗҫленсен, алӑ ҫупни шӑплансан, артистсен ури айне чечек ҫумӑрӗ тӑкӑнма чарӑнсан, темиҫе хут уҫӑлса хупӑннӑ чаршав урӑх тем чухлӗ кӗтсен те уҫӑлас ҫуккине ӑнланса илсен, эпӗ вырӑнтан хускалтӑм та аннепе пиччене: «Атьӑр-ха, атьӑр манпа пӗрле!» тесе, пушӑ залран алӑк еннелле виркӗнтӗм, сцена хыҫне чупса хӑпартӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Кӑшт шӑплансан, хресченсем пӗрин хыҫҫӑн тепри Ахмартан патька-патша ӑҫтине, вӑл чӑваш ҫыннине мӗнле ҫӑмӑллӑх парассине ыйтса пӗле пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Карчӑк шӑплансан старик тата ҫапла калаҫма тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эпӗ хамӑн аннене те, аттене те, шӑллӑма та астумастӑп, — терӗ вӑл Доруца шӑплансан.

— А я не знал ни матери, ни отца, ни брата, — сказал он, когда Доруца замолчал.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Аллине ҫурӑмӗ хыҫне тытса, вӑл ачасен ушкӑнӗ ҫывӑхӗнче чарӑнса тӑчӗ, класс шӑплансан, кафедра еннелле пӗр-икӗ утӑм ярса пусрӗ те, хулпуҫҫийӗсене ҫӗклесе, тем ҫинчен пӗлтерме хатӗрленнӗ пек мӑнкӑмӑллӑн ӳсӗрсе илчӗ.

Заложив руки за спину, он остановился неподалеку от группы ребят и, когда воцарилась тишина, шагнул к кафедре, поднял плечи и многозначительно откашлялся.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пурте ҫывӑрма выртса пӳрт шӑплансан та, вӗсем Кӗҫтук пӳлӗмӗнче нумайччен калаҫса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Юрӑ шӑплансан та, туссем пӗр хушӑ нимӗн чӗнмесӗр, пӗр-пӗринчен именнӗ пек ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хӑлхара кӗвӗ шӑплансан та, эпӗ пӗр хушӑ унӑн юррипе киленсе выртрӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Хӑнасем шӑплансан, Ваҫухха кил хуҫине шыраса тупрӗ те, аял пуҫ тайса: — А-а… — терӗ хӑрӑлтатакан сассипе.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗрле пулсан, хӑнасем шӑплансан, Тилӗ ҫӗлӗкӗ картишӗнчи пӗчӗк пӳрте кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗсле шӑплансан кил хуҫи урайне тӑрст! тапрӗ, шӑпӑрҫӑсен умне хӑйӗн ватӑлма пӗлмен, утмӑлта та ҫӗнӗ ҫын пекех ҫиҫсе тӑракан арӑмне ҫавӑтса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Купӑс шӑплансан пӑхатӑп та — анне куҫӗнчен куҫҫуль шӑпӑртатса анать.

Смолкла скрипка — у матери на глазах слезы.

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑрӑм кӑна, ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче тӗмсем хыҫне пытанса выртнӑскер, шӑплансан пытаннӑ вырӑнтан тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ухӑ йӗппи Хӗвеле тӑрӑнать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вӑл шӑплансан — Гезӑн пӗр куҫӗнчен теприне ухмаха ертмелӗх ҫак цифрӑна каланин киленӗҫӗн ҫивӗч хӗлхемӗ вӗҫсе куҫнӑн туйӑнчӗ.

Мне показалось, что из глаза в глаз Геза, когда он умолк, перелетела острая искра удовольствия назвать такую сумасшедшую цифру.

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех