Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑплана (тĕпĕ: шӑплан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӑх шӑплана пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Майӑн пӗрремӗшӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Параднӑй пӳлӗмсене ытла та ҫап-ҫутӑ ҫутатни тата хысна ҫурчӗсенчен нимпе те уйрӑм мар капӑрлатни малтанхи вӑхӑтра ҫамрӑксене хӑюсӑрлатнӑран, Дерпт студенчӗпе темиҫе ҫӑмӑхҫахсӑр пуҫне, пурте стена ҫумне ларса тухрӗҫ, Дерпт студенчӗ вара, жилетне йӳле янӑскер, кашни пӳлӗмрех тата мӗнпур пӳлӗмсен кашни кӗтесӗнче пӗр вӑхӑтра пулма ӗлкӗрнӗн, пӳлӗмре унӑн янӑравлӑ, ырӑ, шӑплана пӗлми тенорӗ кӑна илтӗнсе тӑнӑн туйӑнчӗ.

Слишком яркое освещение и обыкновенное казенное убранство парадных комнат сначала действовали так охладительно на все это молодое общество, что все невольно держались по стенкам, исключая некоторых смельчаков и дерптского студента, который, уже расстегнув жилет, казалось, находился в одно и то же время в каждой комнате и в каждом угле каждой комнаты и наполнял, казалось, всю комнату своим звучным, приятным, неумолкающим тенором.

XXXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Юлашкинчен тӑвӑллӑ алӑ ҫупнисем шӑплана пуҫларӗҫ.

Наконец буря звуков начала утихать.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Тӑвӑл иртсе каять, шӑплана пуҫлать…

Шквал пронесся и стал затихать…

V // Степан Апаш. Ялав, 1953, 7(91)№, 25-28 стр.

Стена тулашӗнче ҫынсен кӗрлевлӗ сассисем шӑплана пуҫларӗҫ.

Утихал гул людских голосов за стенами.

Иккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Майӗпен зениткӑсен сассисем шӑплана пуҫларӗҫ.

Постепенно удары зениток стали стихать.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ильинична вӗсем шӑплана пӗлмесӗр чӑрлатнине итлесе выртрӗ, хӗвелпе ӑшӑннӑ курӑкӑн курницӑна варкӑшса кӗнӗ шӑршине туйрӗ те, ун куҫӗ умне август уйӑхӗнчи хӗвел ӗнтсе янӑ ҫеҫенхир, ылтӑн тӗслӗн йӑлтӑртатакан тулӑ хӑмӑлӗ, кӑвак янкар карса илнӗ ҫап-ҫутӑ сенкер тӳпе самантлӑха темле тӗлӗкри майлӑраххӑн тухса тӑчӗҫ…

Ильинична прислушалась к их неумолчному звону, уловила проникший в горницу запах нагретой солнцем травы, и перед глазами ее на миг, как видение, возникли опаленная солнцем августовская степь, золотистая пшеничная стерня, задернутое сизой мглой жгуче-синее небо…

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Типӗ ӑшӑ ҫил ҫеҫенхиртен ҫеҫкене ларнӑ чапӑрӑн пылак шӑршине варкӑштарса килет, улӑхра йӗпе курӑкӑн, юшкӑн тӑприпе нӳрӗ сывлӑшӑн уҫӑ шӑрши кӗрет, карӑшсем шӑплана пӗлмесӗр авӑтаҫҫӗ, ҫыран хӗрринчи вӑрмана вара; юмахри майлах, тӗтрен кӗмӗл укаллӑ пурҫӑнӗ карса илнӗ.

Со степи сухой и теплый ветер несет к жилью медвяные запахи цветущего чабреца, а в займище пресно пахнет влажной травой, илом, сыростью, неумолчно кричат коростели, и прибрежный лес, как в сказке, весь покрыт серебристой парчою тумана.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫавӑн чухне казаксен мӗнпур пулемечӗ калаҫма тапратрӗ, винтовка сассисем шӑплана пӗлмесӗр, ҫине-ҫине кӗрӗслетсе тӑчӗҫ…

Тогда заговорили все казачьи пулеметы, на опушинах леса жарко, без умолку зачастили винтовочные выстрелы…

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех