Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑп сăмах пирĕн базăра пур.
шӑп (тĕпĕ: шӑп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юрату юрри вӗҫленсен, пӗр кӗске саманта шӑп кӑна (шӑп кӑна!) пулса тӑчӗ, ҫав шӑплӑх, вӑл ытла та шӑп пулнипе, пуҫ мимине ыраттарса кайнӑн та туйӑнчӗ, анчах залри икӗ пин ҫын, ҫивӗч те пӑхӑнтаракан команда тӑрӑх тунӑ пекех, ытла та пӗр харӑс алӑ ҫупса яни ҫак шӑплӑха кӗтмен ҫӗртен патах татса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫапӑҫу халӗ шӑп ҫавсемпе пырать, июль хыҫҫӑн государство влаҫӗ шӑпах ҫавсен аллине кӗрсе ӳкрӗ Ҫав Алексей Ленина кайма чӗнекен суд та ӗнтӗ — шӑпах вӗсен сучӗ.

Сражение шло именно с ними, после июля именно они осуществляли власть в государстве, и суд, на который Ленина призывал явиться этот Алексей, был их судом.

5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Эпир мӗнле меслетпе ҫуран маршпа пынӑ ҫӗртен шӑп ҫакӑнта килсе лекни ҫинчен, командирсем пире шӑп кӑна ҫак шӑтӑка выртма приказ пани ҫинчен тата урӑх нихӑш вырӑнта та мар, шӑп ҫакӑнта ҫапӑҫӑва кӗмелле пулни ҫинчен нимӗн те пӗлместпӗр.

Мы ничего не знали о том, каким способом, пешим маршем, мы попали именно сюда, о том, что командиры приказали нам лечь именно в эту яму, и о том, что мы должны вступить в бой именно здесь, а не в другом месте.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Шӑп ҫак сыпӑк ӗнтӗ, Джахили лидерӗсем ҫине тӑнине пула шӑпах унта Махаунд темиҫе суя хӗрарӑм-турӑ Турӑ куҫӗнче ятарлӑ статуслӑ пулнипе килӗшет, тепринче Махаунд тӑшманӗ пулнӑ Баал сӑвӑҫ аскӑнлӑх ҫуртӗнче пытанать, унти проституткӑсем вара хӑйсене Посланник арӑмӗсен ячӗсемпе усӑ кураҫҫӗ, Хомейни аятоллӑна самай ҫиллентернӗ те.

Вероятно, именно эта глава, в одном из эпизодов которой Махаунд под давлением лидеров Джахилии соглашается признать несколько языческих богинь обладающими особым статусом в глазах Бога, а в другом бывший противник Махаунда поэт Баал прячется в борделе, проститутки которого называют себя именами жён Посланника, вызвала гнев аятоллы Хомейни.

«Шуйттан сӑввисем» // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A8%D1%83%D ... 0%B5%D0%BC

Юхма пасарӗ вара шӑпах хир енчисемпе вӑрман енчисем хушшине, шӑп варрине вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул — малалла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шӑп ҫак вӑхӑтра, пирӗн революци социализма пурнӑҫа кӗртес задачӑна практикӑлла татса парасси патне таччӑн пырса ҫитнӗ вӑхӑтра, шӑп ҫак тӗп ыйту ҫинче — ҫӑкӑр ыйтӑвӗ ҫинче — тимӗр пек революциллӗ власть — пролетари диктатури кирлӗ пулнине уҫӑран та уҫҫӑн куратпӑр…

Именно теперь, когда наша революция подошла вплотную, практически к задачам осуществления социализма, именно теперь на вопросе о главном — о хлебе — яснее ясного видим необходимость железной революционной власти — диктатуры пролетариата…

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Шӑп та ҫавӑ ӗнтӗ икӗ ҫул каялла ман аттене кокс кӑмакинче ҫунтарса янӑ, шӑп та ҫавӑ пирӗн Надьӑна персе вӗлернӗ.

Это он когда-то сжег в коксовой печи моего отца и он убил Надю…

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Рабочисем шӑп та шӑп ҫителӗклӗ пулмалла, эпӗ шырам мар вӗсене.

Рабочих должно быть столько, чтобы я в них не нуждался.

Республика королӗсенчен пӗри // Александр Алга. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 46–61 с.

Тен, эпӗ ҫак сӑмахсемпех шухӑшламан пулӗ, анчах та шӑп ҫав шухӑш ҫуралчӗ манӑн пуҫ миминче, шӑпах та ҫав кичем каҫхине тунса илтӗм эпӗ хамӑн чун ывӑннине, — чӗрере ыраттаракан туйӑм пуррине.

Может быть, не в этих словах было подумано, но именно эта мысль вспыхнула в мозгу, именно в тот печальный вечер я впервые ощутил усталость души, едкую плесень в сердце.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Паспортсене ҫитерсе панӑ — шӑп та шӑпах вунпӗр.

Паспорта переданы — одиннадцать по точному счету.

XXXVII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Класра шӑп, питӗ шӑп.

В классе тихо, очень тихо.

Кун хыҫҫӑн кун, эрне хыҫҫӑн эрне иртет… // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Ҫӗр ӗмӗрлӗхех килсе тӑнӑ пек, шӑп пулнӑҫемӗн шӑпрах пулса пырать.

Ночь становилась всё мертвее, точно утверждаясь навсегда.

I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

— Ну, пурне те астӑватӑр, шӑп та шӑп! —

— Ну, все помните, точка в точку.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Генерал ҫӑлса кӑларчӗ, — терӗ Кожанов, — шӑп та шӑп ҫирӗм тӑватӑ сехетрен.

— Выручил генерал, — ответил Кожанов, — ровно через двадцать четыре часа, тютелька в тютельку.

Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ҫав каҫхинех шӑп та шӑп Проскуров ҫумӗнче пӗр поезда хӑй ҫулӗ ҫинчен ыткӑнтарса янӑ.

Той же ночью под Проскуровом под откос свалился поезд.

XXVII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.

Шӑп, — терӗ Лена, — шӑп пулӑр, ачасем!

— Тихо, — сказала Лена, — тихо, дети!

Миша такӑнчӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

— Ну, шӑп, шӑп, пурте иртсе кайрӗ.

— Ну, тихо, тихо, всё прошло!

Шавлӑ халӑх // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

— Ан кӑшкӑраш-ха, тархасшӑн, — тарӑхса йӑлӑнчӗ Шерккей, — шӑп пул, шӑп пул тетӗп-ҫке ӗнтӗ…

— Да не кричи ты, ради бога! — взмолился Шерккей, — уймись, богом прошу тебя!

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тенкелсем патӗнче тӑракан чиновник, ҫынсем ҫине аллисемпе сулса, шӑппӑнрах: — Шӑп! Шӑп пулӑр… — терӗ.

У скамей стоял чиновник и, махая руками на людей, вполголоса говорил: — Тише! Тише…

XXVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Шӑп, ҫав тери шӑп пулса тӑчӗ.

Наступило молчание — такое напряженное.

3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех