Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑмпӑртатнӑ (тĕпĕ: шӑмпӑртат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав вӑхӑтрах ӑна шыв шӑмпӑртатнӑ пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл шывра шӑмпӑртатнӑ вӑхӑтра старик ҫыран хӗрринче пӑхса ларчӗ.

Пока он купался, старик сидел на берегу.

Гимназие вӗренме кӗни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Хумсем пӗрмаях чупнӑ, шӑмпӑртатнӑ, вӗсен вӗтелсех пыракан авӑнчӑк тӑррисенче е шурӑ кӑпӑк е тарӑн кӑвак пӗлӗт ӳкерчӗкӗ, е уйӑхӑн кӗмӗл ҫутийӗ, е тата хӗрлӗ хунарсен ҫутти — вӗсене ҫӑмӑл кимӗпе ҫӳрекен темле ҫын ҫутса ҫӳренӗ — курӑна-курӑна кайнӑ.

Волны все бежали и плескались, а на их верхушках, закругленных и зыбких, играли то белая пена, то переливы глубокого синего неба, то серебристые отблески месяца, то, наконец, красные огни фонарей, которые какой-то человек, сновавший по воде в легкой лодке, зажигал зачем-то в разных местах, над морем…

XIX // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Пӗве енчен шӑппӑн какаланӑ, кӑвакалсем нартлатнӑ, шыв шӑмпӑртатнӑ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ.

Тихий гогот, кряканье, всплески воды доносило от пруда.

XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Юлташӗсем енне ҫаврӑнса, вӑл хӑш ура камӑн иккенне уйӑрса илчӗ; анчах сасартӑк ӑна Терек леш енче темӗн шӑмпӑртатнӑ пек илтӗнсе кайрӗ, вара вӑл уйӑхӑн тепӗр май ҫаврӑннӑ ҫурли айӗнче ҫутӑлса килекен тусен хӗррисене, леш енчи ҫыран йӗрӗ ҫине, Терек ҫине тата ун тарӑх халь уҫҫӑнах курӑнса юхакан туратлӑ пӗренесем ҫине тепӗр хут ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Обернувшись к товарищам, он разглядел, кому какие принадлежали ноги; но вдруг ему показалось, что плеснуло что-то на той стороне Терека, и он еще раз оглянулся на светлеющий горизонт гор под перевернутым серпом, на черту того берега, на Терек и на отчетливо видневшиеся теперь плывущие по нем карчи.

VIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех