Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑлмасть (тĕпĕ: шӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Палюков шӑлмасть вӗсене.

Куҫарса пулӑш

XXXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Таса куҫа никам та тутӑрпа шӑлмасть.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл малтан арӑмӗ ҫине пӑхас мар терӗ, анчах вӗсен куҫӗсем тӗл пулчӗҫ-пулчӗҫех, Лю Гуй-лань пичӗ тӑрӑх шӑпӑртатсах куҫҫуль юхать, вӑл вӗсене шӑлмасть те.

Сначала он избегал смотреть на нее, но глаза их все-таки встретились, и он увидел, что по щекам жены текут обильные слезы. Она не утирала их, продолжая прикреплять цветы.

XXX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Тӗрӗс, анчах кашниех пурнӑҫ тӑршшӗпех картиш шӑлмасть, ҫӳп-ҫап пуҫтармасть-ҫке…

— Верно, да — не всякий целую жизнь дворы метёт, сор убирает…

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Вӑл ҫынсене юратать, анчах вырӑнсӑр ырласа вӗсене пӑсмасть, кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗртенех пуҫран шӑлмасть.

Он любит людей, но не портит их бессмысленной добротой, не гладит их по головкам, когда надо и когда не надо.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Лутра ҫамки ҫине тар тапса тухнӑ, ӑна вӑл шӑлмасть, уҫӑ сывлӑша хыпӑннӑ пек каҫса кайса ҫӑтать.

Низкий лоб был усыпан бисеринками пота, и Нямась его не вытирал; дышал он шумно и часто, жадно глотая свежий воздух.

VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Самана никама та пуҫран шӑлмасть.

— Наша эпоха никого не приласкала.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех