Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑлан сăмах пирĕн базăра пур.
шӑлан (тĕпĕ: шӑлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан кӗпҫесем ӳссе ҫитӗнеҫҫӗ, чӗлхене чӗпӗтекен йӳҫӗ кӗпҫе те, пылак та ҫӑра шурӑ сӗткенлӗ кӗпҫе те, ҫӗмӗрт те ӗлкӗрет, вӑрманта ҫӗр ҫырли, хура хурлӑхан, хӑмла ҫырли, шӑлан ҫырли ҫитӗнет.

Потом подрастали дудки, остро пощипывающая язык кислица, сладковатый, с густым белым соком молочай, поспевала черемуха, земляника в лесу, черная смородина, малина, шиповник…

15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Элӗк салинчи Иван Петровичпа Лилия Николаевна Никифоровсен ҫемйинче Александр, Асамат ялӗнчи Николай Алексеевичпа Кристина Игоревна Лаврентьевсен Артур, Шӑлан ялӗнчи Александр Леонидовичпа Дарья Петровна Романовсен ҫемйинче те Артур пӗчӗк каччӑсем кун ҫути курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк каччӑсем ҫуралнӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/pechek-kachchasem ... ralna.html

2,5-ер чей кашӑкӗ вӗтетнӗ календула чечекӗпе куккурус ҫӳҫине, 2-шер чей кашӑкӗ сар ҫип утипе /зверобой/ шӑлан ҫырлине, 1-ер чей кашӑкӗ йӗтӗн вӑррипе пӗтнӗк /мята перечная/ ҫулҫине, 2 апат кашӑкӗ сарӑ кушак урин /бессмертник песчаный/ чечекне хутӑштармалла.

Смешать по 2,5 чайной ложки измельченных цветов календулы и кукурузных рылец, по 2 чайной ложки зверобоя и ягод шиповника, по одной чайной ложке льняных семян и листьев мяты перечной, 2 столовые ложки цветов бессмертника песчаного.

Самӑрлӑхран — курӑк пулӑшнипе // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Халӑх медицини склерозпа чирлӗ ҫынсене рациона хура пилеш, тӑпӑрчӑ, хӗрен, петрушка, панулми, шӑлан ҫырли, хӑмла ҫырли, абрикос, гранат, барбарис кӗртме сӗнет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑмӑллӑх кӳреҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.04.20. 15№

16. Атеросклерозран сипленме 1 стакан шӑлан ҫырлине тата 1 апат кашӑкӗ типӗ симӗс чейе эмальленӗ кастрюльти шыва ямалла, вӗреме кӗртмелле те вӑйсӑр ҫулӑм ҫинче 5 минут тытмалла.

Куҫарса пулӑш

Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Улӑха ансан, шурлӑхри хӑяхпа шӑлан курӑкӗ ӳсекен вырӑнсемпе паллаштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йытӑ кӗмелӗх шӑтӑка улмуҫҫи те шӑлан туратти, ама кикен тултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Кӑшт тӑрсан вӑл чӑлт шурӑ та йӗпеннӗ шур ҫеҫке пек витӗр курӑнакан кӗпепе, аркине икӗ рет кӑвак, хӗрлӗ хӑю тыттарнӑ симӗс пурҫӑн саппунпа, шӑлан ҫеҫки тӗслӗ патис тутӑрпа кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Вӑрмантан шӑлан чечекӗ татса килмелле те, пурнӑҫ вара — пыл та ҫу!

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пурнӑҫри йывӑр вӑхӑтсенче ҫыннӑн кирек хӑҫан та ырри ҫӗнтерессе шанмалла пуль: аслатиллӗ ҫумӑра пӑхмасӑрах вӑрмантан шӑлан чечекӗ татса килнӗ хыҫҫӑн каччӑ ӗмӗтленни майӗпен пӗтӗмпех ҫитет темелле: ашшӗ тӗрмерен таврӑнать.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑрмантан шӑлан чечекӗ татса килсен ашшӗ тӗрмерен ырӑ ятлӑн таврӑнас пек, йӑмӑкӗ йывӑр чиртен сывалас пек, хӗр библиотекарӗн кӑмӑлӗ йӑшӑлах ҫемҫелес пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫав хӗр тепӗр чух Инессӑна та аса илтерет: вӑл ҫуллахи тӗттӗм каҫ мана чӑнласах саватӑн пулсан кӗҫӗр маншӑн пӗр ырӑ ӗҫ ту эппин тесе хӑйне юратакан качча вӑрмантан шӑлан чечекӗ татса килме хушать.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ку калаҫу Таранов чӗри варрине ҫӗҫӗпе касса ҫырнӑ пекех вырнаҫса юлчӗ, ахальтен мар каярахпа унӑн «Шӑлан чечекӗ» повесть калӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫук ҫав, ун ҫинчен Таранов институт пӗтерсе хаҫатра ӗҫлеме пуҫласан та сахал мар шухӑшларӗ, вара унӑн пуҫӗнче темле тӗлӗнмелле майпа «Шӑлан чечекӗ» тӗвӗленчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шӑлан чечекӗпе пулса иртнӗ мӑшкӑл ялтан инҫетре тӳрех манӑҫа тухрӗ тетӗр-и?

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Христоса хӗрес ҫумне пӑталанӑ чух унӑн алли-урине йӗплӗ шӑлан хуллипе яваласа ҫыхнӑ вӗт.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ара, шӑлан ҫылӑхлӑ йывӑҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ах, тур ҫырлах, пирӗн алӑк хушшине тахӑшӗ шӑпӑр пек ҫыхсах шӑлан хӗстерсе хунӑ-мӗн, ҫавна тӑпӑлтарать иккен качака.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫӗрле шӑлан чечекӗ татма ансатах мар: шӗвӗр йӗпсем аллине тӗллӗн-тӗллӗн юн кӑларичченех чӗркелерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫӗрлехи вӑрмантан татса килнӗ шӑлан чечекӗ Инессӑшӑн тата хаклӑрах пулмӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех