Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑлаварӗпе (тĕпĕ: шӑлавар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫинҫешке хурӑн пек курӑнакан Анюта ҫумӗнче капмар юман пек тӗреклӗ Раман ҫурӑлнӑ шӑлаварӗпе ҫатӑлтаттарса утать.

Куҫарса пулӑш

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Халӗ те вӑл ҫав хӗр ҫумӗнчех, унпа юнашарах, ҫӑпатапа мар, атӑпа, пир йӗмпе те мар, салтак шӑлаварӗпе.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хывӑнса ҫӑвӑнчӗ те ӗҫ тумтирне майласа типме ҫакрӗ, малтанах якатса хунӑ шӑлаварӗпе гимнастеркине илсе тӑхӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑл вара ҫӳхе пиншакне хывса хӑй вырӑнне хучӗ те пӑтара ҫакӑнса тӑракан хура шӑлаварӗпе чылаях кивеле пуҫланӑ вельветкине илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Шӑлаварӗпе кӗпи тимӗр тутӑхӗпе вараланнӑ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кӑштах вӑхӑт иртсен Эстамп килсе ҫитрӗ: кочегарӑн кӑвак кителӗпе, кӑвак шӑлаварӗпе, лӳчӗркенчӗк карттусна; вӑл куҫ кӗски патне тӳп-тӳрӗ утса пычӗ те хӑйне уринчен пуҫласа пуҫ тӳпиччен пӑхса хакларӗ.

Немного погодя явился Эстамп, разряженный в синий китель и синие штаны кочегара, в потрепанной фуражке; он прямо подошел к зеркалу, оглядев себя с ног до головы.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Апла тӑк… — мӑкӑртатрӗ хӑранипе кайса ӳкнӗ бельги; тӑрса ларчӗ, аллине шӑлаварӗпе шӑлса тасатрӗ, — апла тӑк ыранах Африкӑна… хамӑра пӑхӑнтармалла.

— В таком случае, — сказал упавший от испуга бельгиец, вставая и вытирая о штаны руки, — надо завтра же завоевать Африку.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

Ҫакӑллӑ шӑлаварӗпе, йӳле янӑ ҫухаваллӑ кӗпипе, тарланӑ шыҫмак пичӗпе вӑл сӑра ӗҫнӗрен хӗрелнӗ фермера аса илтерет.

В подтяжках, с расстегнутым воротом рубахи и вспотевшим одутловатым лицом, он смахивал на фермера, раскрасневшегося за бутылкой пива.

I. Пӗри ҫук // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Связной унӑн ҫӗтӗк шӑлаварӗпе куртки тата ҫыхса тунӑ шлёмӗ ҫине тинкерсе пӑхрӗ те хӑй ӑшӗнче кулса илчӗ:

Связной внимательно оглядел рваные штаны и куртку посетителя, вязаный шлем на голове и ухмыльнулся:

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫав вӑхӑтрах мучие хам нимӗн чухлӗ те тӳлеме пултараймасси пирки шутласа илтӗм: шыва кӗме эпӗ, яланхи пекех, теннискӑпа тата спорт шӑлаварӗпе ҫӳретӗп.

А еще я подумал, что мне и заплатить старику нечем: уходил купаться я обычно в тенниске и спортивных шароварах.

Турат ҫинчи сливӑсем // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 184–189 с.

Вӑл тӑхӑнма ӗлкӗреймерӗ, халӗ вӑл Маковей умӗнче граждански ҫынсен тӑвӑр шӑлаварӗпе лакӑштатса утса пырать.

Он так и не успел обуться и ковылял перед Маковеем босой, в тесных гражданских штанах.

XXIX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Хӑйӗн юратнӑ шӑлаварӗпе хура тӗслӗ кӗпине тӑхӑнса тухрӗ.

Влезла в свои любимые брюки и черную рубашку.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

— Эсӗ темӗнле ярханах ҫын пекех ҫӳретӗн, — куҫӗсене хӗстерчӗ Люба, Митьӑн ҫӗтӗлсе кайнӑ шӑлаварӗпе тӳмисем татӑлса пӗтнӗ кӑвакрах пиншакӗ ҫине тинкерсе пӑхса.

— Ходишь, как оборвыш какой, — поморщилась Люба, критически осматривая Митю: на пиджаке одна только пуговица, и та на честном слове держится.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Ҫине вӑл килте тӗртсе тунӑ кӑвак кӗпе тӑхӑннӑ, пасар шӑлаварӗпе, сӑран атӑпа.

Одет хозяин просто — в домотканую синюю рубаху, фабричные брюки и кожаные сапоги.

XIII. Кӗтмен хирӗҫӳ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Каччӑ ҫӑвӑнса тасалчӗ, Селиме панӑ тӗрӗллӗ кӗпине тӑхӑнчӗ, ҫӗнӗ шӑлаварӗпе пиншакне тӑхӑнчӗ, ҫиелтен тата тепӗр пиншак уртса ячӗ, каҫ тӗттӗмӗ ҫывхарсан, урама тухрӗ.

Парень тщательно вымылся, надел подаренную Селиме белую рубаху, новые брюки и пиджак; поверх накинул еще и ватник и с темнотой вышел на улицу.

XX. Чӗре ҫунтармӑш кунсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Хӑй хушнипе арӑмӗ праҫникре тӑхӑнакан кӗпине, шӑлаварӗпе аттине илсе панӑ, вӑл вара тумланнӑ, хӑйӗн айван карчӑкне чуптунӑ та, Степкӑна хулпуҫҫинчен ҫупӑрласа илсе, нимӗҫсем патне кайнӑ.

Приказав жене достать праздничные рубаху, брюки и сапоги, он оделся, растроганно поцеловал свою глупую бабу, похлопал Степку по плечу и пошел к немцам.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Батареецсем пристаньте черет тӑни ҫинчен пӗлсен, вӑл пӗр тӑхтамасӑр пуҫтарӑнма тытӑнчӗ: аялтан тӑхӑнмалли кӗпи-йӗмне, запас шӑлаварӗпе гимнастеркине кутамккана майласа чикрӗ, ҫӑкӑр хучӗ те васкасах сывпуллашрӗ.

Узнав, что батарейцы стояли в очереди, ожидая погрузки, он тотчас же стал собираться: сложил в вещевой мешок белье, запасные шаровары, гимнастерку, положил хлеб и попрощался.

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унтан вӑл Ростова пырса тухнӑ; касса вӗлернӗ есаулран хывса илнӗ кӗмӗл хӗҫне, аллинче юлнӑ ут хатӗрӗсене, шӑлаварӗпе шевровӑй аттине «очколла» выляса ярса, ҫаппа-ҫарамаспа пӗрех Бунчук командине пырса кӗнӗ.

Объявился он уже в Ростове, вскорости проиграл в «очко» серебряную шашку, взятую у зарубленного им есаула, проиграл оставшуюся на руках конскую справу, шаровары, шевровые сапоги и нагишом пришел в команду к Бунчуку.

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казаксем, ҫӑвар туллин ахӑлтатса, Аникушкӑна ҫӗклесе тӑратрӗҫ те хыҫалта темиҫе тӗлтен ҫунса шӑтнӑ вӗр-ҫӗнӗ шӑлаварӗпе аркисем ӗнсе кайнӑ ватка пиншакне вӑрахчен ҫурта ҫутинче ҫавӑркаласа пӑхрӗҫ.

Аникушку с хохотом подняли, при свете свечного огарка долго оглядывали новехонькие шаровары, насмерть сожженные сзади, и края припаленной ватной теплушки.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн татӑк пӗркӗҫлӗ шинелӗ ҫурӑмӗ ҫинелле хӑмпӑчланса хӑпарнӑ та, тӗреклӗ шӑнӑрлӑ пӗҫҫисене витсе тӑрайсан тӗксӗм симӗс шӑлаварӗпе тӗпӗ хӑрах еннелле чалӑшнӑ кӗске хром атти ҫаплах курӑнса выртаҫҫӗ.

На спине горбом бугрилась шинель с оторванным хлястиком, обнажая сильные, напружиненные мускулами ноги в брюках цвета хаки и коротких хромовых сапогах, с покривленными на сторону каблуками.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех