Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пуклакрах пуҫлӑ кӗлесӗр атӑ тата ансӑр пӗҫӗллӗ, штрипкӑсӑр шӑлавар тӑхӑннӑ пулсан, — ку ахаль ҫын; тӑвӑр та ҫаврака пуҫлӑ, кӗлӗллӗ атӑ тата ансӑр пӗҫӗллӗ, штрипкӑллӑ, урасем ҫумне ҫат ҫыпҫӑнса тӑракан шӑлавар тӑхӑннӑ пулсан е шалпар шӑлавар атӑ пуҫӗ ҫине чатӑр пек усӑнать пулсан, — ку mauvais genre шутне кӗрекен ҫын, т. ыт. те.
XXXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Шӑлавара – атӑ ӑшне, ҫиелти тумтире шӑлавар ӑшне лайӑх чикмелле.
Асӑрхӑр: сӑвӑссем! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10782-as ... r-s-v-ssem
Кӗпи-тумтирри те ҫавах ун: е тӑвӑр (сӑмахран, кӗпи — вӑл хӗрлӗ пусма кӗпепе, карттусӗ — чӑнкӑ тӑрӑллӑ карттус), е шалпар (атти; ӑна вӑл таса тикӗтпе ҫутатнӑ пулнӑ та, халь ун ҫумне тусан ҫыпӑҫса тулнӑ; шӑлаварӗ — йӑлтӑркка хура шӑлавар).
Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Кӗпе тӑхӑнтӑм, тенкел ҫинчен шӑлавара туртса илтӗм, ҫавӑнтах пӗтӗм ҫан-ҫурӑм сӑрӑлтатса кайрӗ: шӑлавар калама ҫук ҫӑмӑлли мана шартах сиктерчӗ.
IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Бурсӑра вӗренекенсем пачах урӑх ҫынсем пулса тӑчӗҫ: вӗсем вараланчӑк атӑсем вырӑнне кӗлине кӗмӗл такан ҫапнӑ хӗрлӗ атӑ, пин пӗркеленчӗклӗ, сарлакӑшӗпе хура тинӗс сарлакӑшлӗ шӑлавар тӑхӑнчӗҫ, шӑлавар ҫийӗнчен ылттӑнланӑ пиҫиххи ҫыхса ячӗҫ.
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Herr Frost нимӗҫ, анчах пирӗн ырӑ Карл Иваныч йышши нимӗҫ мар: вӑл вырӑсла тӗрӗс калаҫать, французла та перкелешет, пӗтӗмӗшпе илсен, уйрӑмах вӑл хӗрарӑмсем хушшинче нумай вӗреннӗ ҫын шутланать; вӑл хӗрлӗ мӑйӑхне ӳстерсе янӑ, хӑй ҫине йӑлтӑртатса тӑракан ҫутӑ кӑвак тӗслӗ, штрипкӑллӑ шӑлавар тӑхӑнса ҫӳрет, вӗҫӗсене шӑлавар ҫакки айне чикнӗ хура атлас шарфӗ ҫинче рубинлӑ пысӑк булавка йӑлкӑшать, вӑл ҫамрӑк, ҫи-пуҫӗ хӑйне хӑй кӑмӑлламалла хитре, мускуллӑ урисем тӳрӗ те тӗлӗнмелле илемлӗ.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сарлака кунчисем ӑшне килти ҫӑм тӑларан ҫӗлетнӗ шӑлавар пӗҫҫисене чиксе лартнӑ; шӑлаварӗ пит ӗлӗк кизил сӑрӗпе сӑрланӑскер пулнӑ, анчах халь питӗ вараланса пӗтнӗ пирки ним тӗсӗ те юлман.
VI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Вӑл кӑвак кӗпепе хура шӑлавар тӑхӑннӑ, шӑлавар вӗҫне атӑ кунчи ӑшне чикнӗ.Одет он был в синюю рубашку и черные шаровары, сунутые в сапоги.
V // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вӑл ҫӗтӗк шлепкепе, вараланчӑк кӑвак ҫӑм кӗпе тӑхӑннӑ, ҫӗтӗк пир шӑлавар пӗҫҫине атӑ кунчине чикнӗ, шӑлаварне хулпуҫҫирен килте ҫыхнӑ ҫакӑсемпе тыттарнӑ, ҫук, суятӑп: ҫакки унӑн хӑраххи кӑна.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Хӑй тӗттӗм кӑвак шалпар шӑлавар тӑхӑннӑ, шӑлаварӗ тӑрӑх алтупанӗ сарлакӑш хӗрлӗ хӑюсем анаҫҫӗ, инҫетрен пӑхсан — генерал тейӗн ҫав!
XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Тата та ытларах хаярланса тарӑхса кайнӑскер, вӑл Ниловнӑран ҫӗнӗ кӗпе, пустав шӑлавар ыйтса илчӗ, сандали тӑхӑнса, вӗҫӗсем хӗсӗкрех шӑлаварне ҫӑм носки ӑшне хутлатса чикрӗ, пилӗкне ҫинҫе пиҫиххи ҫыхрӗ.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл ку таранччен нихӑҫан та пачӑшкӑсем шӑлавар тӑхӑнса ҫӳреҫҫӗ теменччӗ, кунта вара Христофор атте чӑн-чӑн пир шӑлавар тӑхӑнса янӑ, ӑна ҫӳллӗ кунчаллӑ атти ӑшне чикнӗ, ҫийӗнче те унӑн кӗске улача куртка иккен.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Вӑл ӗнси ҫине качака тирӗнчен ҫӗлетнӗ шупка ҫӗлӗк пусса лартнӑ, ҫине шинельтен пӑсса ҫӗлетнӗ сюртук лампассемлӗ казак шӑлаварӗ тӑхӑннӑ, шӑлавар вӗҫӗсене шурӑ ҫӑм чӑлха ӑшне пуҫтарса чикнӗ.
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эпӗ сире икӗ шӑлавар, тен, виҫҫӗшне те парӑттӑм; анчах виҫӗ хут шӑлавар тӑхӑнмаҫҫӗ-ҫке!Я бы дал вам две, пожалуй — три пары даже; хотя три пары брюк нельзя надеть сразу!
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
— Кӑна юрӑра ҫеҫ ҫапла калаҫҫӗ! — тет аппӑшӗ, унпа килӗшмесӗр, анчах Пепе хӑвӑртах ӳкӗте кӗртет ӑна, вара аппӑшӗ кухньӑна лайӑх кӑна ҫутӑ-кӑвак шӑлавар илсе пырать; анчах шӑлаварӗ Пепен пӗвӗнчен те вӑрӑмрах иккен, Пепе кунпа мӗн тумаллине тӳрех ӑнкарса илет.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Урамсем тӑрӑх ҫавра тӗпек ҫӗлӗклӗ Америка матросӗсем ҫӳреҫҫӗ, шӑлавар пӗҫҫисем шалпар вӗсен, пилӗкӗсене туртӑнтарса тӑракан ҫӑм кӗпе тӑхӑннӑ, кӗпине шӑлаварӗ ҫийӗпех йӳле янӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Алексей куҫӗ хӗрелсе кайнӑ, унӑн хурарах кӑтра ҫӳҫӗ, усӑнса анса, тарланӑ ҫамки ҫумне пайӑркан-пайӑркан ҫыпҫӑнса ларнӑ, калаҫнӑ майӑн час-часах сывлӑша касакан сылтӑм алли вилнӗ ҫынӑнни пек, кӑвакарса кайнӑ, шӑлавар кӗсйине чикнӗ сулахай алли чӗтре-чӗтре илнӗ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
— Ҫурма арҫынччӗ вӑл, шӑлавар тӑхӑннӑ хӗрарӑм!
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Курман бек пӑл ҫинӑ та шӑв иҫнӑ, — мӑкӑртатрӗ Откан, шӑлавар кӗсйинчен тин кӑларнӑ чӗлӗмне ҫӑварне хыпса.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Шӑлавар кӗсйине револьвер чиксе, пристане тухса утрӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.