Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑвӗ (тĕпĕ: шу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пер-пӗр пӗрешкел ҫӗрте ҫуралса ӳссен, пӗрешкел хура-шур курсан — вӗсене пӗр-пӗринчен уйӑрса илме те хӗн пуль: чӑтӑмӗ те, кӑмӑлӗ-хевти те пӗрешкелех пулӗ, ҫавна май вара кун-ҫулӗ те пӗр евӗрлӗрех шӑвӗ вӗсен, пӗр евӗрлӗ вӗҫленӗ те…

Куҫарса пулӑш

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Кустӑрмасем кӑлтӑртатнин тата хӑнкӑрмасем хӑнкӑртатнин пӗр евӗрлӗ шӑвӗ ҫул ҫывӑхӗнчех тӑрӑлтатакан тӑрисен юррисене хупласа хураймасть.

Однообразный шум колес и бубенчиков не заглушает песен жаворонков, которые вьются около самой дороги.

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Шӑнса хытнӑ ҫӗр ҫинче тӗрлӗ сасӑсен шӑвӗ чарӑнма пӗлмесӗр илтӗнсе тӑрать.

Неумолчный гул из самых разнообразных звуков стоял над окоченевшей землей.

Пӑрлӑ чикӗ леш енче // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Ун пек чухне пӗтӗм тавралӑх хускалнӑн туйӑнать, кӗрлесе тӑрать пек, тӗлӗнмелле илемлӗ, пӗр-пӗринчен уйӑрса илме ҫук сасӑсен пӑтравлӑ шӑвӗ сирӗн умӑртан ҫавраҫил евӗр ыткӑнса иртет пек.

когда встревоженная окрестность полна гула и хаос чудных неясных звуков вихрем носится перед вами.

II // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех