Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шыҫҫа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сайра хутра ҫеҫ курма пулать кун пек шыҫҫа, — терӗ Трутнев, хӑнасене эзофагоскоп витӗр пӑхма чӗннӗ май.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑлӑх туртӑмӗ вӑрансан // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тухтӑрсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑварти усал шыҫҫа 60 ытла процент тӗслӗхре шала кайсан (чир виҫҫӗмӗш-тӑваттӑмӗш стадие ҫитсен) ҫеҫ тупса палӑртаҫҫӗ.

Доктора сообщают, что злокачественная опухоль в полости рта в 60 процентов случаев обнаруживается лишь на третьей-четвертой клинической стадии.

Стоматологсем рак чирне тупса палӑртаҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31238.html

Аутофлуоресцент стоматоскопийӗ текен технологи ятарлӑ куҫлӑх витӗр шыҫҫа курма пулӑшать.

Технология, называемая аутофлуоресцентной стоматоскопией, помогает увидеть опухоль сквозь специальные очки.

Стоматологсем рак чирне тупса палӑртаҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31238.html

Гипертонипе аптӑракансемшӗн те ҫак пылак ҫимӗҫ усӑллӑ, мӗншӗн тесен юн тымарӗсенчи шыҫҫа чакарать тата иммунитета ҫирӗплетет.

Для людей, страдающих гипертонией, этот сладкий продукт также полезен, поскольку он уменьшает воспаление в стенках кровеносных сосудов и укрепляет иммунную систему.

Кардиологсем ӗнентереҫҫӗ: кунсерен 28 грамм шӑккалат ҫини чӗре чирӗсем аталанасран сыхлать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30751.html

Тухтӑр унӑн тепӗр аллинчи шыҫҫа тасатса пӗтермесӗр те ямарӗ.

И стоял так, пока доктор разрезал нарыв на другой руке.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Шыҫҫа ӑна хӑйпӑтса пӑрах та вӗри тимӗрпе пӗҫерт.

Сковыривай нарыв да горячим железом прижигай.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Еххӗм шӑлӗсене шатӑрт ҫыртса лартса, шыҫҫа чылайччен сӑтӑра-сӑтӑра лӑплантӑрчӗ, анчах та пӳрнисем унӑн нимӗнле те хытӑ вӗҫлеке япалана та хыпашласа тупаймарӗҫ.

Ефим, стиснув зубы, подолгу оглаживал нарыв, но под пальцами ничего острого или твердого не чувствовал.

Еххӗм Пьяных операцийӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 29–35 стр.

Кӑшманри лизоцин микробсемпе, вируссемпе кӗрешет, шӑк хӑвалакан, шыҫҫа хирӗҫле витӗм кӳрет, юн пусӑмне чакарать, витаминсемпе тивӗҫтерет.

Куҫарса пулӑш

Иммун тытӑмӗшӗн паха // Сывлӑх. Сывлӑх, 2015,11,11.

Ӳт чирӗсем аптратсан тонуса ӳстерет, шыҫҫа, бактерисене, хутлатнине хирӗҫле витӗмпе палӑрса тӑрать, аппетита, апат ирӗлессине лайӑхлатать.

Куҫарса пулӑш

Иммун тытӑмӗшӗн паха // Сывлӑх. Сывлӑх, 2015,11,11.

Протонлӑ-ядерлӑ терапин шыҫҫа «пӑнчӑран» пуҫласа тӗрӗслесе тӑма май паракан, чирлӗ ҫын пурнӑҫне кӑна мар, унӑн пахалӑхне те сыхласа хӑварма пулӑшакан инновациллӗ технологийӗсем ҫӗнӗ ҫитӗнӳсен резервӗ пулса тӑмалла!

Резервом новых достижений должны стать инновационные технологии протонно-ядерной терапии с «точечным» контролем опухоли для сохранения не только жизни больного, но и ее качества!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Эсир шыҫҫа туйманнине ӗненмелле.

Вы убедили, что не ощущаете опухоль.

Ҫырусем // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ҫӑмарталӑх шыҫсан тата шыҫҫа хирӗҫле.

Опухоль яичника и противоопухолевое.

Хӗрлӗ клевер чечеке ларсан // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Пахча ҫӗр ҫырли /клубника, земляника садовая/ тутлӑ кӑна мар, усӑллӑ та, шыҫҫа, микробсене хирӗҫле витӗм кӳрет.

Садовые клубники, земляники не только вкусные, но и полезные, оказывают влияние на микробы, опухоли.

Ытарма ҫук ҫӗр ҫырли // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.22. 24№

2011 ҫулта Светлана 85 ҫула ҫитсе усал шыҫҫа пула вилнӗ.

В 2011 году Светлана умерла от рака, ей было 85 лет.

Хӗрне ашшӗшӗн тавӑрнӑ // Анна ВЕЛИГЖАНИНА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

1966 ҫулта Сингх усал шыҫҫа пула вилнӗ.

В 1966 году Сингх умер от рака.

Хӗрне ашшӗшӗн тавӑрнӑ // Анна ВЕЛИГЖАНИНА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Аслати курӑкӗ /фиалка полевая/ хулӑн пыршӑ ракӗпе чирлесен шыҫҫа хирӗҫле витӗм кӳнипе палӑрса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ӳсентӑран витӗмлӗрех // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

6. Каштан чечекӗн настойки /аптекӑра туянма пулать/ юн тымарӗсен, капиллярсен стенкисене ҫирӗплетет, тӑхасем пулса каясран хӳтӗлет, юна шӗветет, япаласен ылмашӑнӑвне /уйрӑмах холестерин ылмашӑнӑвне/ лайӑхлатать, тонуса ӳстерет, шыҫҫа хирӗҫле витӗм кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех