Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шыраттӑм (тĕпĕ: шыра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мускав урамӗсенче пионерсене кураттӑм та вӗсен хушшинче Ноннӑна шыраттӑм.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Эпӗ, пӗр ушкӑнран тепӗр ушкӑна пырса, хамӑр енчисене шыраттӑм — пӗр пӗчӗк эстрада умӗнче халӑх ытла та хытӑ алӑ ҫупнине, кӗрр! кӗрр! кулнине илтсен, унта ирӗксӗрех чарӑнса тӑтӑм, часах хам ӑҫта тӑнине те манса кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Выраттӑм-выраттӑм та хам тавра ҫаврӑнкаласа пӑхаттӑм: пучах е улӑм пӗрчи выртса юлман-и, тесе шыраттӑм.

Куҫарса пулӑш

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ, вӑл калаҫнӑ май, тӳпенелле пӑха-пӑха илеттӗм, ҫутӑ хӗвеле шыраттӑм.

Куҫарса пулӑш

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

— Капитан юлташ, эпӗ сире шыраттӑм.

— Вас-то я и ищу, товарищ капитан.

2. Сталинла авиаци кунӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Хӑвӑн паттӑрлӑхупа эсӗ паян мана вунӑ пин сестреций илмелле турӑн, ҫав укҫана эпӗ Кней Корнелий Долабеллӑран выляса илтӗм, ҫавӑнпа та пӗр пайне парас тесе сана шыраттӑм.

А так как благодаря твоей храбрости я выиграл больше десяти тысяч сестерциев, держа пари с Гнеем Корнелием Долабеллой, я и искал тебя, чтобы вручить тебе часть выигрыша.

III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Эпӗ шӑпах сана шыраттӑм, Требоний, — терӗ Катилина.

— Я искал тебя, Требоний, — ответил Катилина.

III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Вӑл ман умра питӗрнӗ арча пек тӑратчӗ, ҫав арча ӑшне мана кирлӗ пӗр темле япалана пытарса хунипе эпӗ туяттӑм та ҫине тӑрсах ӑна уҫма пултаракан уҫҫи шыраттӑм.

Он стоял предо мною, как запертый сундук, в котором, я чувствовал, спрятано нечто необходимое мне, и я упрямо искал ключа, который отпер бы его.

XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ылтӑн шыраттӑм.

Старатель…

Атӑл хӗрринче // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 97–102 с.

Эпӗ хамӑн шухӑшӑмсемпе аптӑраттӑм, ҫавӑнпа улах вырӑнсем шыраттӑм.

Я терялся в соображениях и все искал уединенных мест.

XII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Ниҫта та йӗрӗнчӗк йӗпе хуртсем, ӑмансем курӑнмаҫҫӗ, стенасемпе мачча ҫинче ниҫта та нӳр палли ҫук, Кӗмелли ҫул ансӑррипе тухса кӗме кансӗр ӗнтӗ, анчах та ку маншӑн темрен те лайӑх, мӗншӗн тесен эпӗ хӳтлӗх вырӑн тахҫанах шыраттӑм, кун пеккине тупма вара ҫӑмӑл мар.

Нигде не было видно отвратительных мокриц или червей, нигде — ни на стенах, ни на сводах — никаких признаков сырости, единственное неудобство — узкий вход, но для меня это неудобство было ценнее всего, так как я столько времени искал безопасного убежища, а безопаснее этого трудно было найти.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ шӑпах сана шыраттӑм, — терӗ суккӑр.

Тебя-то я и искал, — сказал слепой.

X. Юрату вӑл — паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чӑнах та ҫаплах пулса тӑнӑ вара: Бурмин, хӑй нимӗн калама аптӑранине кура, хӑйӗн чӗрине тахҫанах уҫса кӑтартма май шыраттӑм, тесе пӗлтернӗ, халь ӗнтӗ хӑйне кӑшт та пулин итлеме ыйтнӑ.

Так и случилось: Бурмин, чувствуя затруднительность своего положения, объявил, что искал давно случая открыть ей свое сердце, и потребовал минуты внимания.

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

18. Яш чухнех, ҫул ҫӳреме кайичченех, хамӑн кӗллӗмре уҫҫӑнах ӑслӑлӑх шыраттӑм: 19-20. Турӑ Ҫурчӗ умӗнче ӑслӑлӑх ыйтса кӗлтӑваттӑм, ӗнтӗ хам виличченех ҫавна шырӑп; ӑслӑлӑх пиҫсе ларакан иҫӗм ҫырли пек тулса ҫитсессӗн, чӗрем савӑнчӗ-хӗпӗртенчӗ; ман урасем тӳрӗ ҫулпа ҫӳрерӗҫ, мӗн ҫамрӑкранпах эпӗ ӑслӑлӑх йӗрӗпе пытӑм.

18. Будучи еще юношею, прежде нежели пошел я странствовать, открыто искал я мудрости в молитве моей: 19. пред храмом я молился о ней, и до конца буду искать ее; как бы от цвета зреющего винограда, 20. сердце мое радуется о ней; нога моя шла прямым путем, я следил за нею от юности моей.

Сир 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех