Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шырамашкӑн (тĕпĕ: шыра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эрне савни шырамашкӑн лайӑх.

Период благоприятен для поиска второй половинки.

47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хушма тупӑш тумалли ҫӑлкуҫ шырамашкӑн лайӑх эрне.

Благоприятное время для поиска дополнительного источника доходов.

8-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хунар — шыранине, сӑнчӑр вара шырамашкӑн ӑна, Кука, хушнине пӗлтереҫҫӗ, анчах иккӗленӳ пур: Гобсона ҫак йӗр кирлӗ-ши е урӑххи-ши?

Фонарь означал поиски, цепь означала, что искать назначено Куку, но возникало сомнение, тот ли это след, который нужен Гобсону.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Нимӗн те ӑнлантараймасӑр, ӑнлантарупа лӑпкӑлӑх шырамашкӑн аппӑшӗ патне васкавлӑн халех каймаллине пӗлсе, — унсӑрӑн ирччен вилсе выртать е ӑсран тайӑлать, — Джесси вырӑн ҫинче чӗркуҫленчӗ те ҫырӑва сӗтел сунтӑхне, минтер айне, кӗнеке хушшине пытарма пикенчӗ, ӑна тӗлсӗррӗн пӗрре кӑларать, тепре унта-кунта хурать; акӑ тинех хӑйне алла илчӗ, ҫырӑва чӑмӑртаса тытнӑскер, анкӑ-минкӗленнӗскер кравать ҫинчен тӑчӗ, тепӗртакран урайне анчӗ те пушмакне тӑхӑнчӗ.

Ничего не объясняя, зная лишь, что должна немедленно спешить к сестре за объяснением и успокоением, — иначе умрет до утра или лишится рассудка, — Джесси встала в кровати на колени и начала прятать письмо в стол, под подушку, в книгу, вынимая и перемещая его без цели, пока не опомнилась, тогда, стиснув письмо, она покинула кровать и надела туфли.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Консул йӗркеленӗ караван ватӑ инглиза шырамашкӑн ҫула тухас умӗн Занзибарта пирӗннисем ҫывӑрман; унта ылтӑн нумай тӑкакланӑ, ҫавӑнпа та караван виҫӗ уйӑх хускалмасӑр тӑнӑ.

Наши не спали в Занзибаре, когда караван, снаряженный консулом, должен был отправиться за старым инглизом; там было потрачено много золота, и караван простоял три месяца.

VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Хумханӑва чараймасӑр, — ҫак кӗвӗ манӑн ҫеҫ пулнӑн, унӑн сассисем шантараканни пӗтӗмпех мана кӑна кӗтет тейӗн, — тухмалли ҫул шырамашкӑн аялалла вирхӗнтӗм; мӗншӗнне хам та пӗлмесӗр намӑсланатӑп, шанатӑп, чӗрем чарӑнми кӑртлатать.

Тогда взволнованный, как будто это была моя музыка, как будто все лучшее, обещаемое ее звуками, ждало только меня, я бросился, стыдясь сам не зная чего, надеясь и трепеща, разыскивать проход вниз.

XV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Алексей ҫӗрле пулсан тин шырамашкӑн чарӑнма килӗшрӗ.

Лишь на ночь Алексей согласился прервать поиски.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Ирӗк парӑр мана Сашкӑна шырамашкӑн? — ыйтрӗ Люба.

— Разрешите мне разыскать Сашку, — попросила Люба.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Эпӗ вара ҫинчех тӗрӗссине тӳррӗн ҫырма журнал редакцине сӗнтӗм, экспедиципе шыракан партире ултӑ ҫын пулать иккен те, вӗсене организацилес ӗҫ ытла йывӑрах мар ӗнтӗ, Татаринов капитана шырамашкӑн ҫав ӗмӗтпе мӗн ҫамрӑкран хавхаланакан ҫынна хушма ыйтрӑм, вӑл ӗҫе урӑх никама та шанса памалла мар терӗм.

И я требовала, чтобы редакция журнала напечатала опровержение; я доказывала, что организация поисковой партии, состоящей из шести человек, не такое уж сложное дело; я требовала, чтобы поиски капитана Татаринова были поручены тому, кто с детских лет был воодушевлён этой мыслью, и никому другому.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫураласса та ҫавӑн пек тупра шырамашкӑн ҫеҫ ҫуралнӑ тейӗн ҫав ӑна — тӗшмӗше ӗненекен ҫӑткӑн ҫын ӗнтӗ.

Это был врожденный искатель кладов — суеверный и жадный.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑрӑсене шырамашкӑн телефонра упранса юлнӑ «йӗрсем» кирлӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Чее те ӑслӑ, питӗ сӗмсӗр... // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

1. Тӳрӗлӗхе юратӑр, ҫӗр тӳрисем, Ҫӳлхуҫа ҫинчен ырӑ кӑмӑлпа шухӑшлӑр, Ӑна шырамашкӑн юмарт чӗреллӗ пулӑр: 2. Ӑна Турра сӑнаманнисем тупаҫҫӗ, Вӑл Хӑйне ӗненмен ҫынна курӑнмасть.

1. Любите справедливость, судьи земли, право мыслите о Господе, и в простоте сердца ищите Его, 2. ибо Он обретается неискушающими Его и является не неверующим Ему.

Ӑсл 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Саул тӳрех хускалнӑ та, Давида Зиф пушхирӗнче шырамашкӑн хӑйпе пӗрле израильсен чи паттӑр виҫӗ пин арне илсе, Зиф пушхирне аннӑ.

2. И встал Саул и спустился в пустыню Зиф, и с ним три тысячи отборных мужей Израильских, чтоб искать Давида в пустыне Зиф.

1 Пат 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех