Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шырамасӑрах (тĕпĕ: шыра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуринчен ытла пурнӑҫра юхӑма май каять: тусӗсене те ним шырамасӑрах тупать, ним шухӑшламасӑрах вӗсемпе ҫапӑҫать те, унтан каллех килӗштерет, камӑн кӗсйи хулӑмне витӗрех курать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ахтупайпа Ятламас никам шырамасӑрах тупӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпӗ, путеке шырамасӑрах, Наҫтиҫ аппа юрланине итлес мар тесе, килелле чупрӑм.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫав пӑравус сасси темшӗн хӑй патне илӗртрӗ, ҫул-йӗрӗ шырамасӑрах чӑтлӑхалла тепӗр хут кӗрсе кайрӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Телее, вӑл шырамасӑрах тупӑнчӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ӗҫӗ кунта шырамасӑрах — сӑвалиҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шырамасӑрах Чернышевский кӗнекине туртса кӑларчӗ.

Вынула наугад книгу Чернышевского.

Питӗ лайӑх кӗнекесем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Ҫак ҫӗрсем пулнӑ, вӗсем ҫинче палӑртнӑ ӗҫсем пурнӑҫланнӑ пулсан, кӑҫал аякран шырамасӑрах выльӑх-чӗрлӗх валли ҫителӗклӗ апат хатӗрлеме пулатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинче ӗҫлеме мантӑмӑр // П. Воробьев. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2010,10,27

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех