Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак уяв, ӑна Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Владимирович Путинӑн 2017 ҫулхи указӗпе туса хунӑ, Чӑваш Республикинче кӑна хӑйсемшӗн пайта шырамасӑр ырӑ тӑвакан тата юнашарти ҫынсене чун хушнипе пулӑшакан 67 пин ытла ҫынна пӗрлештерет.
Олег Николаев Доброволец кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/05/gla ... et-s-dnyom
— Шырамасӑр, — хавхаланчӗ Васильев.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫав хӗрарӑма пулах вӑл нимӗне кӑмӑл туртмасӑр, урӑх лайӑхрах пурнӑҫ шырамасӑр, хуларах юлса пурӑннӑ; уншӑнах вӑл слободара чи хӑюллӑ тата чи паллӑ боец ятне илсе чапа тухма, ҫав чапа пур майсемпе те, епле май килнӗ ҫапла, ҫирӗплетсе пыма тӑрӑшнӑ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Вӗсенчен пӗрисем Мичуринсем пулаҫҫӗ, теприсем Дежнёв пек ҫӗнӗ ҫӗр шырама тухса каяҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсенчен Ломоносовсем ӳссе ҫитӗнеҫҫӗ, тӑваттӑмӗшӗсем килӗсенчен тухмасӑр, ҫӗнӗ ҫӗрсем шырамасӑр тата походсене каймасӑр, ҫап-ҫара чул тусене пурӑнма юрӑхлӑ тӑваҫҫӗ, вӗсене мӑнукӗсем тата манукӗсен ачисем валли хатӗрлеҫҫӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Таня куҫӗсем вара, вӗсем ҫине тинкерсе, урӑх нимӗн те шырамасӑр лӑпкӑн пӑхаҫҫӗ.И взгляд Тани, опираясь теперь на них, спокойно стоял на одном месте, не ища ничего другого.
XVI // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Ҫавӑнпа та Алексей утма, хӗвелтухӑҫнелле утма, нимӗне те пӑхса тӑмасӑр, этем пурӑнакан вырӑнсемпе лайӑх ҫулсем шырамасӑр, вӑрман витӗр кайма шут тытрӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
- 1