Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шырамасть (тĕпĕ: шыра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Никам та шырамасть.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Чим-ха, чим, хайхискер упӑшкипе урлӑ-пирлӗ калаҫнӑ чух ӑнсӑртран: «Микихвӗр мана халь те юратать, ҫавӑн пиркиех ӗнтӗ арӑмӗ пӑрахса кайнӑ хыҫҫӑн тепӗр хут авланмарӗ — ҫак тарана ҫитсе те пӗр-пӗччен пурӑнать, урӑххине шырамасть, вӑл манпа пӗрлешме нихҫан та хирӗҫ пулас ҫук, эп ҫавна витӗрех туятӑп», — тесе павраман-ши?

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Каччи ку ытлах калаҫмасть, хитре сӑмахсем те шырамасть, нимӗн те шантармасть, юрататӑп тесе те каламасть, ҫапах та сисетӗп — вӑл мана чӑнах юратать.

Куҫарса пулӑш

Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.

Вӑл кӗрекаҫ та шырамасть.

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑл нимӗн те йӑтса пымасть, никам ҫине те ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхмасть, ҫынсен хушшинче куҫӗсемпе никама та шырамасть.

Она ничего не несла, ни на кого не оглядывалась и никого не искала в толпе глазами.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эсӗ ҫӗнни, тата пуян ачи, — пуянсенчен учитель шырамасть.

Ты новенький и богатый, — с богатых учитель-то не взыскивает…

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Мӗншӗн мана никам та шырамасть?

Почему меня никто не ищет?

Саккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Хӑйӗн вӗрентекенӗсенчен пуринпе те мар тата пур енӗпе те мар килӗшет Володя Ульянов, хӑй татса парайман чух каллех Маркспа Энгельса тытать, вӗсенче ответ шырать, анчах тӳрех каланӑ ответ шырамасть вӑл, ӑна тупмалли тӗрӗс ҫул-йӗрне ҫеҫ шырать.

Не со всеми своими учителями и не во всем согласен Володя Ульянов, а когда не может решить сам, обращается снова к Марксу и Энгельсу, ищет у них ответа, не буквального, не лобового — ищет правильный путь к ответу.

Яланлӑхах // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Халь ӗнтӗ ача пӗччен кӗтессем шырамасть; хӑйне валли вӑл аслисен юратӑвӗнчен хаклӑрах туслӑ ҫыхӑну тупрӗ, чун-чӗрере лӑпкӑ самантсенче хӗрача унпа пӗрле пулни ӑна пит килӗшрӗ.

Теперь мальчик не искал уже полного уединения; он нашел то общение, которого не могла ему дать любовь взрослых, и в минуту чуткого душевного затишья ему приятна была ее близость.

VIII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Куна мӗншӗн тунине вӑл хӑй те пӗлмест, вӑл нимӗн те шырамасть, — вӑл ахальтен, мӗн те пулин туса, хӑйне канӑҫ паман шухӑшсене сирсе ярасшӑн пулчӗ.

Он сам не знал, для чего он это делал, он ничего не искал — он просто хотел каким-нибудь внешним занятием отделаться от мыслей, его томивших.

Ҫурхи шывсем // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

— Нумай шырамасть Карачӑм кунтелей пулмалли ҫынна.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Хуйхӑ тени инкекре ӑшӑ шырамасть.

Горе у беды тепла не ищет.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Нимӗн те шырамасть вӑл сирӗн! — терӗ Яшка шӑппӑн.

— Ничего он у вас не ищет! — тихо сказал Яша.

VI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Ку этем хаксене те хӑй палӑртать, никама та шырамасть, никама та пӑхӑнмасть; сӑн-пичӗ, кӗлетки чаплӑ мар пулин те, унӑн пӗтӗм хусканӑвӗнче, саламатне мӗнле тытнинче те хӑйӗн вӑйне туйни, пӗтӗм ҫеҫенхире пӑхӑнтарса пурӑнни сисӗнет.

Этот человек сам создавал цены, никого не искал и ни от кого не зависел; как ни заурядна была его наружность, но во всем, даже в манере держать нагайку, чувствовалось сознание силы и привычной власти над степью.

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Анчах парус телей шырамасть!

Увы, он счастия не ищет!

XXVIII. Кутӑн аппа // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

10. Ҫырура та каланӑ: «тӳрӗ ҫын ҫук, пӗр ҫын та ҫук; 11. пӗр тӑнлӑ ҫын та ҫук, никам та Турра шырамасть. 12. Пурте ҫултан аташнӑ, пурте юрӑхсӑра тухнӑ; ырӑ тӑвакан ҫук, пӗр ҫын та ҫук. 13. Вӗсенӗн карланки — уҫӑ тупӑк; чӗлхипе улталаҫҫӗ; чӗлхи айӗнче — аспид наркӑмӑшӗ; 14. ҫӑварӗнче — пӗр ылханасси те хӑртасси. 15. Вӗсенӗн урисем юн юхтарма васкаҫҫӗ; 16. вӗсен ҫулӗ ҫинче — ҫарату та вилӗм; 17. канӑҫлӑх мӗнне пӗлмеҫҫӗ вӗсем. 18. Вӗсем Турӑран хӑрамаҫҫӗ» тенӗ.

10. Как написано: нет праведного ни одного; 11. нет разумевающего; никто не ищет Бога; 12. все совратились с пути, до одного негодны; нет делающего добро, нет ни одного; 13.гортань их - открытый гроб; языком своим обманывают; яд аспидов на губах их; 14. уста их полны злословия и горечи; 15. ноги их быстры на пролитие крови; 16. разрушение и пагуба на путях их; 17. они не знают пути мира; 18. нет страха Божия перед глазами их.

Рим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Манӑн сурӑхӑмсем пӗтӗм ту тӑрӑх, пӗтӗм ҫӳллӗ сӑрт тӑрӑх ҫухалса ҫӳреҫҫӗ, Манӑн сурӑхӑмсем пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе саланчӗҫ, ӗнтӗ никам та вӗсем ҫинчен тӗпчемест, никам та вӗсене шырамасть.

6. Блуждают овцы Мои по всем горам и по всякому высокому холму, и по всему лицу земли рассеялись овцы Мои, и никто не разведывает о них, и никто не ищет их.

Иез 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех