Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шырама (тĕпĕ: шыра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунта сенбернар йытӑ ӑратне кӑларнӑ, вӗсене юр капламӗ айне пулнӑ ҫынсене шырама вӗрентнӗ.

Здесь была выведена порода собак сенбернар, которые были обучены поиску людей в лавинах.

Мӑн Сен-Бернар // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D3%91%D ... 0%B0%D1%80

Эпӗ аттене шырама васкарӑм.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Вара эпир ӑна йытӑсемпе шырама чупрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Шурӑмпуҫ хӑпарма пуҫласан, Зина мана ҫӗрӗшнӗ улӑм ури ҫумне пытарса хӑварчӗ те шыв шырама кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Вунҫиччӗ тултарса вунсаккӑра пуссан, килти пурнӑҫ ҫав тери начаррипе Ҫӗрпӳ хулине ӗҫ шырама тухса кайрӑм, — пуҫларӗ хӑйӗн калавне Сергей Тихонович.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Мускава эпӗ чап шырама килмен.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Каллех Алешӑна шырама каятӑп.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Алимент таврашӗ шырама ан шутла — вӑл сана усӑ памӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Акӑ паян вӗсем пӑрахут ҫинчен аннӑ та Люсьӑсен килне хӑнана кӗнӗ, унтан, Владимир Петрович валли «кӗтес шырама», ГЭС стройплощадкине васканӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ӑна пӑхӑнтарас тесе (Калинга вӑрҫи пӑх) ҫӗнӗ Маурьев йӑхӗнчи ҫӗнӗ самрачӗ Ашока пуҫӑннӑ, пирӗн эрӑчченхи 260 ҫ. тӗлне вӑрҫа пӗтерсе вӑл кунта хӑйне евӗр геноцид ирттернӗ (вилнисене йышӗ 100.000 яхӑн пулнӑ, ҫав шутра хӗрарӑмсемпе ачасем те, 150.000 яхӑн ҫынна ирӗксӗрлесе чуралӑха хӑваласа кайнӑ), халапа ӗненсен вара шӑп ҫакӑ ӑна веда йӑли-йӗркинчен урӑхларах альтернативӑллӑ тӗнсенче чун лӑпкӑлӑхне шырама хистенӗ те.

Её покорением (см. война Калинга) занялся новый самрат династии Маурьев Ашока, окончив войну в 260 г. до н.э. и учинив здесь своеобразный геноцид (около 100.000 погибших, включая женщин и детей, и около 150.000 угнанных в неволю), что, по легенде, и заставило его искать душевного спокойствия в религиях, альтернативных ведической традиции.

Одиша // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9E%D0%B4%D ... 1%88%D0%B0

Ку вара ман чӗрене ҫав тери хытӑ пырса кӗчӗ, эпӗ кӗҫҫе ҫинчен информацие шырама тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Алӑ ӗҫӗ - питӗ лайӑх эмел // Неля САБАХОВА. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... el-3645896

Ниепле те тавҫӑрса илеймерӗ-ха Мария Тимофеевна: мӗн шырама масар ҫине ҫӗрле ҫак сивӗре ҫӳремелле-ши?

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫакна шырама килнӗ те Ҫӗпритун аякри Ҫӗпӗртен.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Хӑшӗ каятӑр шырама?

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗрин упӑшки вӑрах вӑхӑт ҫыру ҫырмасть иккен — председатель ҫавӑнтах унӑн адресне илчӗ, ӑна ял Совечӗ урлӑ шырама сӑмах пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ылтӑн шырама мар, пурӑнмаллах куҫса кайрӗ пулӗ, каялла килес пулсан, ҫурт-йӗрне сутмӗччӗ, тесе шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Астӑвать-ха Кулюкка, выҫлӑх ҫулхине ялти активистсем кулаксен тыррине шырама тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унта ҫитсенех, Ҫӗпӗр ҫыннисем вӗрентнипе, тайгари ҫырмасем тӑрӑх ҫӳресе, ылтӑн шырама шутланӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Урса кайнӑ лашасем, туртисене хуҫса, уҫланкӑра ӗрӗхсе ҫӳрерӗҫ, суранлисене шырама санитарсем пуҫӗсене ҫӗклеймеҫҫӗ, пур ҫӗрте те вут-ҫулӑм ялкӑшать, тӗпӗ-тымарӗпе тӑпӑлнӑ йывӑҫсем шатӑртата-шатӑртата пӗр-пӗрин ҫине ӳкеҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ялти активистсем унӑн кӗлетӗнчи тыррине темиҫе лавпа патшалӑха леҫрӗҫ, анчах шырама чарӑнмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех