Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫакна пула е пӗтесси, е пӗтӗм вӑйран тӑрӑшса Кремс тӗлӗнче шывӑн сулахай енне, унта Мортье корпусӗ ҫитиччен, малтан каҫса ӗлкӗресси кӑна юлнӑ.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ҫапах та ҫынсен кӑмӑлӗ ҫӗкленнӗ: аслӑ шывӑн чиккине ҫитессе сиснӗ вӗсем, тен, чечеклӗ утравсем те курӑнса кайӗҫ, унта шыв та, ҫимӗҫ те пулать, тенӗ вӗсем.
Тӗнче тавра пӗрремӗш хут ҫаврӑнни // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Унӑн пӗчӗк ачанни пек айӑпсӑр куҫӗсем, пӑтранчӑк шывӑн икӗ тумламӗ евӗр, тӗксӗммӗн йӑлтӑртатса илчӗҫ те, эпӗ вӗсенче хӗлхем чухлӗ те ултав курмарӑм.
Республика королӗсенчен пӗри // Александр Алга. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 46–61 с.
Ман чӗрере тӗлӗнмелле туйӑм: хура тӗттӗм шывӑн йывӑр юхӑмӗ аялтан ҫисе пынипе ҫӗр ун ӑшнелле тӳнет пек, эпӗ ҫӗр ҫинчен тӗттӗмлӗхе, хӗвел ӗмӗрлӗхех пухса ҫухалнӑ ҫӗрелле шуса анатӑп пек.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Хура сӑнлӑ шывӑн бархат пек тӑрӑхӗ хӑватлӑн шӑвать, ун ҫине ҫӑлтӑр ҫулӗ авӑнса кӗмӗл тӗслӗн тӑсӑлать, пысӑк ҫӑлтӑрсем ылтӑн тӑрисем пек ялкӑшса тӑраҫҫӗ, чӗре пурӑнӑҫӑн вӑрттӑнлӑхӗсем ҫинчен хӑйӗн ӑссӑр шухӑшӗсене хуллен юрласа тӑсать.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Шыв ҫыран хӗрринчи тӗмӗсене сулкалантарса хутшӑнса пынине куратӑн, ӑна хирӗҫ лупашкасемпе шырлансенчен ҫурхи шывӑн ҫутӑ юхӑмӗ шавласа анать.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
— Лукино ятлӑ, шывӑн тепӗр енчи ялне Мануйлово, теҫҫӗ.
XI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Анчах шывӑн тепӗр енче пирӗннисем, ҫав тери хытӑ хӗрсе кайнӑ пирки, хӑйсем умӗнче хӑрушлӑх пуррине те сисмеҫҫӗ.Но на том берегу в горячке и суматохе наши не замечали опасности.
X сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Йывӑр тиенӗ лавсене колхоз лашисем шывӑн тепӗр енчи хӑйӑрлӑ ҫул тӑрӑх тӑвалла йывӑррӑн туртса хӑпарнине курсан, урапасем ҫине хунӑ япаласем ҫӑмӑл марри каламасӑрах паллӑ.
IX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Мучи сасси, шывӑн тепӗр енне каҫса, каллех ку енне янӑраса килчӗ.
VI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Шкула ачасем шывӑн тепӗр енне, Мануйловӑна ҫӳренӗ.
I сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Акӑ тӗве шывӑн тепӗр ҫыранне каҫса ҫитрӗ те хӑйне хӑй калать:
Шакалпа тӗве ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Унӑн халех шывӑн тепӗр ҫыранне ишсе каҫас килнӗ.Ему не терпелось поскорей переправиться обратно на тот берег реки.
Шакалпа тӗве ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Хӗвел анса ларнӑ ҫеҫ, тинӗсрен вӗрекен ҫил вӑрманта шӑхӑрать тата бухтӑри шывӑн кӑвакрах сийне кӑтралантарса тӑрать.Солнце только что село, морской бриз свистел в лесу и покрывал рябью сероватую поверхность бухты.
XIX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Амӑшӗ кивелсе те ҫитеймен хӑмасем тӑрӑх шывӑн тепӗр енне каҫрӗ те чӑнкӑ ҫыран ҫине хӑпарса кайрӗ.Мама перешла по новым, ещё не затоптанным доскам на ту сторону и поднялась на крутой берег.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Унта, сӗмлӗхре, лӑпкӑ шыв тӑрӑх, ҫыран хӗрринчен шалалла туртӑнса, шывӑн тӗп юхӑм ҫулӗ патнелле пӗчӗкҫеҫ утрав юхнӑ, ҫав утрав ҫинче ҫынсен тӗксӗм мӗлкисем ӑшталанса ҫӳренӗ.
VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Фома хӗвел пайӑркисен вӑййи ҫине пӑхса ларнӑ, вӗсем шывӑн тикӗс тӳремлӗхӗ ҫинче чӗтренсе йӑлтӑртатнине сӑнанӑ, ҫав вӑхӑтрах вӑл калаҫу татӑкӗсене унтан-кунтан тытнӑ, хӑлхана кӗрекен сӑмахсем сывлӑшра вӗлкӗшсе ҫӳрекен тӗксӗм лӗпӗшсем пек туйӑннӑ.
VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗчченшерӗн ларакан йывӑҫсем, ейӳ айне пулнӑскерсем, йӑмӑххӑн йӑлтӑртатакан ешӗл ҫулҫӑсем кӑларнӑ пулнӑ, вӗсем, ҫӳлти турачӗсем таран шыва путса, ҫӑмӑл шар майлӑн курӑннӑ, пӗр кас ҫил килсенех, шывӑн тӗкӗр пек анлӑхӗ тӑрӑх эреветлӗн юхса каяс пек ларнӑ…
VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Фома палуба ҫунине курма юратнӑ: ун пек чух йӗмӗсене чӗркуҫҫи таран тавӑрнӑ матроссем, аллисене швабрӑсем, щёткӑсем тытса, палуба тӑрӑх ҫӑмӑллӑн чупаҫҫӗ, витри-витрипе урайне шыв сапаҫҫӗ, пӗрне-пӗри сирпӗтеҫҫӗ, кулаҫҫӗ, кӑшкӑраҫҫӗ, шуса ӳкеҫҫӗ, — пур ҫӗртен те шыв ярӑнса юхать, ҫынсен чӗрӗ йӑславӗ сирпӗнекен шывӑн савӑнӑҫлӑ сассипе пӗрлешет.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пур ҫӗрте те йӑлкӑшу, анлӑх, ирӗклӗх, савӑнаҫлӑ ешӗл ҫаран, чечен те уҫӑ кӑвак пӗлӗт курӑнса тӑнӑ; шывӑн лӑпкӑ юхӑмӗнче хӑйне хӑй тытма пӗлекен хӑватлӑ вӑй тупӑннӑ, пӗлӗтре тараватлӑ хӗвел — май уйӑхӗн хӗвеле йӑлтӑранӑ, пӗтӗм сывлӑшра лӑсӑллӑ йывӑҫсен тата ҫӗнӗ ҫулҫӑсен шӑрши кӗнӗ.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.