Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫыран хӗрринчи хӑйӑр, уйӑх ҫутипе тулнӑскер, тӗлӗрекен шывӑн вӑрттӑн йӑлтӑртатӑвне куҫать, тата малалла вара тепӗр енчи ҫыран пӑтранӑвӗн ҫӗкленӳллӗ, чӗмсӗр тулли ӗлкисемпе пӗрлешсех каять.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
Вӑрман курӑкӗ тип-тикӗс, ем-ешӗл, вӑл юхан шывӑн тӳпе тарӑнӑшӗлле черчен пӑрӑнӑҫӗпе йӑлтӑртатать; горизонтра, кайӑксен ишекен пӑнчисен хыҫӗнче, инҫетри тӳрем сӑртлӑх сенкерленнӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
Хӑй ҫапнӑ вӑйран хӑпаймасӑр — Гатт ҫак самантрах ҫӗрпе шывӑн урӑм-сурӑм шӑтӑкне лексе ҫухалчӗ.И в этой же бешеной воронке земли и воды мгновенно исчез Гатт, увлеченный силой собственного удара.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.
Шывӑн ҫемҫе тӗпӗ, ачашшӑн сӗртӗнекен, ҫӑмӑллӑн уҫӑлса ҫул паракан ӳсен-тӑран, юхӑм шампӑртатни, ҫил шавӗ, ҫыран хӗрринчи чечексен техӗмӗ, ӑнтӑлса таҫта васкакан пулӑсен кӑмӑллӑ калаҫӑвӗ тата ытти нумай-нумай сасӑ, халиччен илтменскерсем, Йӑр-йӑр чӗрине тӗпчемен-курман ытараймилӗхпе тултарса лартрӗҫ.
Йӑр-йӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 10–14 с.
Вӗсем ҫисе тӑранчӗҫ, каллех ӗҫрӗҫ те кӗҫех шлюпкӑри пичке юхан шывӑн хаклӑ шӗвекӗпе тулса ларчӗ.Они наелись, снова попили и довольно скоро наполнили бочку в шлюпке водой ручья.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.
Шырава тухсан карапсем тӗрлӗ еннелле ҫул тытрӗҫ: «Куҫӑм» материк патнелле, «Пӑлан» вара кӑнтӑралла, шывӑн пуш-пушӑ пичӗ ҫинелле; унта сайраран пӗрре хысаклӑ риф ҫеҫ тӗл пулкалать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.
Ҫав хушӑра тӑшман флочӗ инҫетри архипелагра чарӑнса тӑчӗ, унта, ҫӑтмахри пек, хӗвел кӑвак шывӑн шупка хӗрлӗ йӑлтӑртатӑвӗпе пӗрлешсех кайнӑн курӑнать; черчен пальмӑсем, упа саррипе тӗлӗнмелле чечексем.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.
Пӗшкӗнчӗ те — шывӑн палӑри-палӑрми ҫути ӑна хӗрӗн ҫирӗппӗн хӗссе лартнӑ куҫӗсене, ыратнӑ чухнехилле уҫӑ ҫӑварлӑ шуранка питне тӗсеме май пачӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Шыва ывӑҫларӗ те ӑна пичӗ ҫине сапрӗ, сӑмса тутрипе шӑлӑнчӗ, унтан юхан шывӑн чӗтренчӗк тӗкӗрӗ ҫине пӑхса ҫӳҫне тирпейлерӗ, ҫыран хӗрринчи сӑрт тӑррине хӑпарчӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Вӗсен хушшинче ҫыхӑну ҫуккинче, юхан шывӑн каҫхи шӑплӑхӗнче тата хӑтсӑррӑн апатланакан ҫыннӑн ҫурма выҫӑ кӑчӑртатӑвӗнче темӗнле пӗчченлӗх сисӗнет.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Чӑтлӑх вӑрманпа лӑпкӑ шывӑн тӗтреллӗ пӑсланӑвӗпе евӗклӗн сывлакан, утнӑран кӗренленнӗ каҫ сӗмлӗхе юхан шыв еннелле васканӑ май Нок кӑмӑлне пӑшӑрхану ҫавӑрса пусарчӗ, вӑл сисӗнмеллех вӗчӗрхенет.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Питне ҫапакан тӑварлӑ сирпӗнчӗксем, шывӑн лӑстӑк-ластӑкӗ, тӑвӑл ҫӗтсе вакланӑскер, Аяна пуҫӗнчен, кӗлеткинчен ҫатлаттараҫҫӗ, йӗпе тумтирӗ хускалма кансӗрлет, шлюпка хӑраса ӳкнӗ, такам йӗрленӗрен унталла-кунталла ыткӑнакан ҫын пек ҫӑмӑл.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Ҫилсӗр ҫанталӑк; тинӗс хумӗ йывӑррӑн шӑмпӑртатать; шывӑн тутӑ кушакла кахал сийне кӗсменсем самантлӑха ҫеҫ чӳхентереҫҫӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Лейтенант тимлӗнрех тӑнларӗ, анчах шӑплӑх пӗр хушӑ клюзри шывӑн вӑйсӑр ӗсӗклевне, гафель чӗриклетӗвне тата боцманӑн хӑйӑлти сывлавне ҫеҫ сапалакаларӗ.
I. Пӗри ҫук // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Унтан эпир юханшыв хӗррине антӑмӑр, шывӑн тепӗр енне пуринчен малтан эпӗ ишсе каҫса каялла килтӗм.Потом мы спустились к реке, и я первым доплыл до другого берега и вернулся назад.
Синопа Москитсен йӑхне кӗрет // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Ачасем ун витӗр шывӑн хӑйӑрлӑ тӗпне те, унта тӗлӗрсе выртакан пулӑсене те курма пултарнӑ.И дети могли разглядеть песчаное дно реки и форелей, дремлющих в глубине, подо льдом.
Кӑлтӑрпи // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Станци начальникӗ тата — Царицын отрячӗсем Дон патӗнчен те чакнӑ, кӗпер патӗнчи Логовский хутора, шывӑн сулахай енчи Ермохин, Немковски тата Ильменски хуторсене шуррисем ҫавӑрса илнӗ, хӗрлисем чакса Кривая Музга станцирен те иртсе кайнӑ, халӗ шуррисем Царицын ҫывӑхӗнчех пулмалла ӗнтӗ, тесе те каласа панӑ.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Манӑн юханшыв хӗррине каяс килчӗ, — унта халӗ, хӑмӑшсем хушшинче, сенкер шӑрчӑксем вӗлтлетсе ҫӳреҫҫӗ, вӗсене алӑпа шӑнасене тытнӑ пекех тытма пулать, унтах шывӑн хӑйӑрлӑ тӗпӗнче кӗмӗл тӗслӗ ырашпӗтрисемишсе ҫӳреҫҫӗ.
3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Хӑйӗн ҫарӗн тӗп вӑйӗсене вӑл вырӑс ҫарӗ ҫине шывӑн сулахай енчи ҫыранӗнчи фронтран тапӑнма, Бернадот корпусне Дунай урлӑ Кремс патӗнче каҫса вырӑс ҫарне тылран атакӑлама хушнӑ.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Вӑл хӑй аллине лекес патнех ҫитнӗ Кутузова вӗҫертнисӗр пуҫне шывӑн тепӗр енне вырӑссене хирӗҫ ҫапӑҫма янӑ Мортьепе унӑн ҫарне тӑратса хӑварнӑ, кӗпере ҫӗмӗрсе антарнӑ пирки вӑл Мортьене нимӗнпе те пулӑшма пултарайман.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.