Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шывӑн (тĕпĕ: шыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шывӑн туратти ҫук тесе ахальтен каламан.

Куҫарса пулӑш

Шыв йӑнӑша каҫармасть // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=qHBFmDIDDCA

«Тинӗсри» шывӑн ӑҫталла каймалла?

Куҫарса пулӑш

Хӑҫанччен? // Е.ИВАНОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%85ac%d0 ... %b5%d0%bd/

Ҫынсем шыв килессе кӗтеҫҫӗ, мӗншӗн тесен шывӑн пахалӑхӗ япӑхрах пирӗн патра.

Куҫарса пулӑш

Шыв ыйтӑвне татса парасшӑн // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60450

Юхан шывӑн сылтӑм тӑвайккинче, вӑрман хӗрринче, ҫурт ҫине ҫурт ларать: кирпӗчрен е йывӑҫран тунисем.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Эсӗ вара… шывӑн турачӗ ҫук, вӑйпутӑн — чӗри ҫук тесе ахальтен каламан ҫав…

Куҫарса пулӑш

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шывӑн турачӗ ҫук, шывӑн турачӗ ҫук…»

Куҫарса пулӑш

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ара, аслаттейсемех каланӑ-иҫ: шывӑн турӑчӗ ҫук, вӑйпутӑн чӗри ҫук.

Куҫарса пулӑш

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юланутҫӑ пуҫне пӑрмасӑрах куҫне аслӑ шывӑн тепӗр ҫыраннелле чуптарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шывӑн сылтӑм енче, кӗпертен анатарах мотоцикл сасси илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Эпӗ хам шывӑн сулахай енче, кӗпертен ҫӗр метр тӑвалла, хамӑр батальон йышӑннӑ позици патнерех вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Пирӗн часть, каялла чакса, Ҫамрӑк Туд ятлӑ шывӑн икӗ енӗпе те оборона йышӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Тӑрӑ шывӑн ӑшӗнче тӗрлӗ пулӑсем выляни курӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Анчах генерал адьютанта юхан шывӑн тепӗр ҫыранне хӑваласа ярать (хӑйӗнчен чинпа чылай кӗҫӗнрен-ши е ун умӗнче ҫаппа-ҫарамасланма именсе-ши?).

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Анчах тӳрех ура ҫине тӑма васкамарӗ-ха: аллисемпе апла та капла виҫкелесе, юхан шывӑн сарлакӑшӗпе тарӑнӑшне пӗлесшӗн хыпаланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пулнӑ пулсан кӑвак шывӑн малтанхи тумламӗсене сыпса пӑхмасӑр чӑтаймастчех ӗнтӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.

Енчен ҫырма хӗррипе вӑрман тӑрӑхӗ пулсан, шывӑн вӑйӗ чакса вӑрман айнех сӑрхӑнса кӗрет, пысӑк пулӑшу парать.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе шывӑн 72 объектне тирпейлеме, яллӑ вырӑнсенчи 44-не хӑтлӑлатма, 33 шыв управне тасатма, пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ 19 объекта юсама палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Парти проекчӗ ялсене тӗрев парать // Ю.ЮРЬЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d0%bf%d0%b ... %82%d1%8c/

Вӗсен шухӑшӗпе, ку шывӑн пуҫламӑшӗ те, пӗтмӗшӗ те ҫук.

В их представлении у речки нет ни начала, ни конца.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӑрӑ шывӑн ӑшӗнче Кӑвак пӗлӗт явӑнать, Ватӑ йӑмра тайӑлса Тӗсне пӑхса савӑнать.

Куҫарса пулӑш

Силпи ялӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ваттисем шывӑн турачӗ ҫук, вутӑн алли ҫук, мӑрсан чӗри ҫук тесе шӑпах Мамич-Бердейпе Тукай пирки каланӑн туйӑнать ӑна.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех