Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шывалла (тĕпĕ: шыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иван кӗпер карлӑкӗ хӗррипе пыракан нимӗҫе сӑмса кӑкӗнчен ҫапрӗ те шывалла вӑркӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лешсем ытакланнӑ халлӗнех тайӑлса пычӗҫ те, юлашки хутчен Тамара еннелле ҫаврӑнса, шывалла шаплатса ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Инҫетри тусем шӑппӑн кӑна шывалла шуса анаҫҫӗ, кӳлӗ ҫийӗнче ҫӳлелле мӑкӑрӑлса тӑракан сӑмсах темӗн пысӑкӑш утюг евӗрлӗн курӑнать.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл ансӑр, тӗксӗммӗн йӑлтӑртатакан хӑю пек авкаланса, таҫта горизонт патӗнче пурнӑҫра ҫук, шӑратнӑ метал пек курӑнакан леш ҫырансӑр юхан шывалла кӗрсе каять.

Куҫарса пулӑш

18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫӗрле шыва кӗме юратакан темӗнле ҫын вӑраххӑн, урисене питӗ ҫӳле ҫӗклесе, шывалла кӗчӗ, ҫыран хӗрринче ӑшӑх пулнӑ пирки тинӗселле чылайччен утрӗ, анчах ниепле те шыва путма пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Шывалла авӑнса, путса тӑракан, лачӑрт-лачӑрт кӗпер пек.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Шарласа юхакан шыв ҫинчи чул ҫине хӑрах уран тӑрать те ним хускалмасӑр шывалла пӑхать.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Кӳлӗ хӗрри — симӗс кӑшӑл, ҫӳҫе-хӑва кӑшӑлӗ, шывалла тайӑлнӑ лӑпсӑркка йӑмрасен карти.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Шухӑшласа тӑтӑм-тӑтӑм та хывӑнмасӑр-мӗн тумасӑр кӑпӑкланса юхакан шывалла шампӑр-р! кӗрсе кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӗрин хыҫҫӑн тепри шывалла васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш ярӑнать, ҫамрӑк пике евӗр курӑнать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61043

— Вӑл пирус тӗпне шывалла вӑркӑнтарса ура ҫине сиксе тӑчӗ:

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Анчах шывалла ӳкнӗ ватӑ йывӑҫа тепре курчӗ те вӑл каллех шухӑша кӑйрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сасартӑк вӑл шывалла ӳкнӗ ватӑ йывӑҫа курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юланутҫӑсем унта сиктерсе ҫитрӗҫ те учӗсене тӳрех шывалла тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аркадий, ҫамки ҫинчен пӑтӑр-пӑтӑр тарне шӑлса илсе, шыва чупсах кӗрсе кайрӗ, тренировка туса тӗреклетнӗ, вӑй-хал ӗҫӗпе кӗрнеклентернӗ, яштака хулӑ пек пиҫӗ, кӗре, йӑлтӑр ӳтлӗ кӗлетки ҫурри таран путӑнсан, чарӑнса тӑчӗ, вара, мускулӗсене карӑнтарса, тӑнӑ вырӑнтан урисемпе пружинӑлла вӑнк! тапӑнса, сывлӑшра хӑйӗнчен «пӗкӗ» авса илчӗ те шывалла йӑмпӑлт! турӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ав епле майпа шывалла ҫул хывнӑ иккен автобус!

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ҫыран хӗррине тухса ларнӑ шапасем кӑна шывалла шӑмпӑртатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Кимӗ тапранса каймаллаччӗ ӗнтӗ, кӗсменсемпе ӗҫлекенсем ишме тытӑнас тесе кӗсменӗсене шывалла усӑнтарнӑччӗ, ҫав вӑхӑтра хӗрарӑмсен ушкӑнӗнче пӗри чуна кайса тивмелле хыттӑн ҫухӑрса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗрисем чарчӗҫ тавлашакансене, теприсем хӑйсем чӗрре кӗрсе тӑчӗҫ, часах вара пӗренесем, вӗсем хыҫҫӑн чул катрамӗсем шывалла ыткӑнма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗр шывалла пӗшкӗнчӗ те хӑй сӑнне курчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех