Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шхунӑран (тĕпĕ: шхуна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аян шхунӑран васкамасӑр аяккалла та аяккалла каять.

Аян неторопливо удалялся от шхуны.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Эпир шхунӑран мӗн пурӗ те вунпилӗк метр кӑна юлса пыратпӑр, вӗсен команди ним тума пӗлмесӗр аптраса тӑнине куратпӑр, палуба ҫинче купаланса выртакан пулӑсене шутласа кӑларма пултаратпӑр.

Мы были всего метрах в пятнадцати от шхуны, видели озадаченные лица команды и могли пересчитать даже рыбу, лежавшую навалом на палубе.

«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.

Халӗ ӗнтӗ пире шхунӑран икӗ кабельтовӑй кӑна уйӑрса тӑрать, анчах японецсем, хускатса янӑ пекех сулӑнкаласа, ҫаплах якӑр сӑнчӑрне туртаҫҫӗ.

Теперь нас разделяло всего два кабельтовых, но японцы, качаясь как заведенные, все еще продолжали выбирать якорную цепь.

«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.

— Пирӗн шхунӑран ним те юлмарӗ ӗнтӗ, — терӗ Дик.

— От нашей шхуны ничего не осталось, — сказал Дик.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Шыв катрамӗсем шхунӑран хӑвӑртрах чупаҫҫӗ, карап тепӗр хум ҫине хӑвӑрт хӑпарса каймасан, карап хӳрине шыв айне тӑвассипе хӑратаҫҫӗ.

Горы воды неслись быстрее, чем шхуна, и грозили обрушиться на корму, если корабль не поднимется на волну достаточно быстро.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Вӑл каланӑ тарӑх, шхунӑран вунӑ ҫын ҫӑлӑннӑ пулать.

По его словам, со шхуны спаслось десять человек.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах мӗншӗн ӑна эпир штурман партийӗнче пулнӑ темӗпӗр-ха, вӑл вӗт шхунӑран икӗ уйӑх маларах тухнӑ.

Но почему не допустить, что он принадлежал партии штурмана, который двумя месяцами раньше оставил шхуну?

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Инҫетелле каякан шхунӑран йытӑ уласа вӗрни илтӗнет-ха.

Ещё доносится нервный лай собак с удаляющейся шхуны.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех