Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шхунӑн (тĕпĕ: шхуна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗрле кӑштах ҫӑмӑлрах туяҫҫӗ, анчах хӗвел ҫӗкленсенех шхунӑн ултӑ матросӗ, Гетчинсон тата унӑн пулӑшуҫи Ревлей шывран тухмаҫҫӗпе пӗрех, акулӑсем килсе лекесрен асӑрханса бортран пӑрахнӑ канатсенчен тытса тӑраҫҫӗ.

Ночью было немного легче, но с восходом солнца все шесть матросов шхуны, Гетчинсон и его помощник Ревлей почти не вылезали из воды, держась за канаты, переброшенные через борт, на случай появления акул.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.

Куҫӑмсем ют шхунӑн ҫап-ҫутӑ палубинчен пӑталаннӑ, анчах унта пӗр чун татки те курӑнмасть.

Глаза мои были прикованы к освещенной палубе чужой шхуны, на ней, казалось, не было ни души.

Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.

Шлюпка шхуна ҫумӗнчех; шхунӑн тахҫанах пере-пере шӑтарнӑ вараланчӑк борчӗ тӑнӑҫлӑн тӗлӗрет; мачтӑсем, штагсем тӗлӗреҫҫӗ, иллюминатор кантӑкӗсем ыйхӑллӑн йӑлтӑртатаҫҫӗ; ватӑ карапӑн чӗриклетекен, кахал шӑплӑхӗ тунсӑхлӑ канӑҫлӑхпа, ҫул ҫӳревҫӗн пӗчченлӗхӗпе сывлать, хайхискер вара юхӑнтарса янӑ ҫӗр ҫулхи садра канать тейӗн, — унта хуҫӑк саксем мӑкпа витӗннӗ.

Шлюпка подошла вплотную; грязный, продырявленный старыми выстрелами борт шхуны мирно дремал; дремали мачты, штанги, сонно блестели стекла иллюминатора; ленивая, поскрипывающая тишина старого корабля дышала грустным спокойствием, одиночеством путника, отдыхающего в запущенном столетнем саду, где сломанные скамейки поросли мохом.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Шыв хӗрринчех темиҫе матрос катера сӑмалалаҫҫӗ, кӑвак вуаль тӗслӗ ҫепӗҫ-черчен тӗтӗм йӑсӑрланать; шхунӑн вараланчӑк борчӗ типме кӑларса ҫакнӑ кӗпе-йӗмпе чӑпарланнӑ.

У самой воды несколько матросов смолили катер, вился дымок, нежный, как голубая вуаль; грязный борт шхуны пестрел вывешенным для просушки бельем.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

«Кайри-Маруна» чикӗре ҫӳрекен пирӗн катер хуралласа пырать; малтанах вӑл шхунӑн ҫӳллӗ борчӗ тӗлӗнче пулнипе курӑнман, халь акӑ шхуна, хуллен ҫаврӑнса, пӗчӗк сӑрӑ катера, симӗс ялава тата шлюпка ҫине сикекен краснофлотецсене курӑнмалла тӑвать.

«Кайри-Мару» шла под конвоем пограничного катера, закрытого прежде высоким бортом, — теперь шхуна медленно разворачивалась, открывая маленький серый катер, и зеленый флаг, и краснофлотцев, уже прыгавших в шлюпку.

VI // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.

Прожектор ҫути шхунӑн мачтисен тӑррисене кӑна ҫутатакан пулчӗ.

Прожектор захватывал только концы мачт.

II // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.

Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Колосков катера кӑштах сулахаялла пӑрчӗ те, эпир, шхунӑн ҫулне пӳлме тесе, тӳрех ӑшӑх сӑмсах еннелле ишсе кайрӑмӑр.

С этими словами Колосков взял на полкорпуса влево и направился наперерез шхуне прямо на мель.

«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.

«Саго-Мару» шхунӑн бази инҫе мар, Шимушу утравӗнче пулнӑ пулас, мӗншӗн тесен вӑл яланах пӗр вӑхӑтра тата кашнинчех Тӑвӑл сӑмсахӗ ҫывӑхӗнче ҫӳрет, — ҫав сӑмсах ҫине Япони пулӑ завочӗ вырнаҫнӑ.

Вероятно, «Саго-Мару» имела базу поблизости, на острове Шимушу, потому что появлялась она с удивительным постоянством, каждый раз вблизи Бурунного мыса, где стоит японский консервный завод.

«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.

Ачасем, пӗрмай Кэргыль патне пырса, упа пуҫӗ, шхунӑн кайри пайӗ е нерпа ҫурӑмӗ тӗрӗс тухать-и тесе, хӑйсем патне пырса пӑхма ыйтаҫҫӗ.

Мальчики то и дело обращались к Кэргылю, просили посмотреть, так ли получается морда медведя, корма шхуны или спинка нерпы.

Хӗрарӑм-сунарҫӑ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Шхунӑн ҫӗнӗ команди палуба ҫине юлчӗ.

Новая команда шхуны осталась на палубе.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Вара шхунӑн епле хирӗҫле пымалла пулчӗ.

И шхуна-бриг вынуждена была лечь на левый галс, чтобы следовать против ветра.

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Шхунӑн пӗр мачти хуҫӑлнӑ, тепри чиперех.

Одна мачта шхуны была сломана, другая цела.

Сюркум сӑмсахӗ // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 139–147 с.

Ҫакӑнпа пӗрлех: 1. «Св. Мария» шхунӑн кулленхи журналӗнчен ҫырса илнине ӗнентерсе яратӑп.

При сём: 1. Заверенная копия вахтенного журнала судна «Св. Мария».

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Кӗскен каласан, ҫакӑн пек: ӗлӗкхи вӑхӑтра, «ашшӗн ашшӗ пурӑннӑ» вӑхӑтрах-ха вӑл, Янтунгай ӑратнине пӗр ҫын пырать те, вӑл хӑйне Карск тинӗсӗнче пӑрсем хушшинче пӗтнӗ шхунӑн матросӗ тет.

 — В общем, примерно так: в прежнее время, когда ещё «отец отца жил», в род Яптунгай пришёл человек, который назвался матросом со зверобойной шхуны, погибшей во льдах Карского моря.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«…Инҫе ҫула тухса каякан шхунӑн мачтисене ялавсемпе ытла чухӑн капӑрлатнӑ.

«…Бедно украшены флагами мачты уходящей в далёкий путь шхуны.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл картта ҫине «Св. Мария» шхунӑн ҫулне те кӑтартнӑ.

На карту был нанесён дрейф шхуны «Св. Мария».

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл карточкӑна мана «Св. Мария» шхунӑн штурманӗ Иван Дмитрневич Климов парнелерӗ.

Эту фотографию подарил мне штурман «Св. Марии» Иван Дмитриевич Климов.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сӑмах майӗн каласан, сирӗн пата эпӗ ӗҫпе ҫыратӑп: Мускавра, эпӗ сирӗн патӑрта чухне, эсир хӑвӑрӑн аллӑрта «Св. Мария» шхунӑн командине ӳкернӗ карточкӑна тытса тӑраттӑр.

Пишу вам, между прочим, по делу: когда я был у вас в Москве, вы держали в руках фотокарточку с изображением судовой команды шхуны «Св. Мария».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унӑн тепӗр енне шултра саспаллисемпе: «Св. Мария» шхунӑн команди», тесе ҫырнӑччӗ.

На оборотной стороне было написано крупным круглым почерком: «Судовая команда шхуны «Св. Мария».

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех