Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шучӗн (тĕпĕ: шут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хамӑрӑннисене пулӑшма янӑ утлӑ ҫар хӑй шучӗн ҫуррине ҫухатрӗ, чӗрӗ юлнисем ҫапӑҫу пӗтнӗ хыҫҫӑн уҫланка тухсан пӗр партизана та шыраса тупаймарӗҫ.

Посланная на помощь кавалерийская часть потеряла половину своего состава, а оставшиеся в живых попали на поляну, когда бой затих совсем, и не обнаружили ни одного партизана.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Хӑшпӗр полксем этемсемпе лашасен шучӗн ҫур хисепне ҫухатса хӑварчӗҫ; Листницкий полкӗнчен тӑватҫӗр ҫынна яхӑн рядовой тата вунултӑ офицер вилсе, суранланса стройран тухрӗҫ.

Некоторые полки потеряли половину людского и конского состава; из полка Листницкого выбыло около четырехсот убитыми и ранеными рядовых и шестнадцать офицеров.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Ҫак статьян 2-мӗш пайӗн пӗрремӗш абзацӗнче кӑтартнӑ ҫынсене нумай хваттерлӗ пӗр ҫуртра хваттер евӗр паракан пурӑнмалли пӳлӗмсен пӗтӗмӗшле шучӗ нумай хваттерлӗ ҫав ҫуртри хваттерсен пӗтӗмӗшле шучӗн 25 процентӗнчен ытла пулма пултараймасть, 10 пин ҫынран сахалрах халӑх пурӑнакан вырӑнсене, ҫавӑн пекех нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи хваттерсен шучӗ вуннӑран сахалрах нумай хваттерлӗ ҫуртсене шутламасӑр.»;

«Общее количество жилых помещений в виде квартир, предоставляемых лицам, указанным в абзаце первом части 2 настоящей статьи, в одном многоквартирном доме, не может превышать 25 процентов от общего количества квартир в этом многоквартирном доме, за исключением населенных пунктов с численностью жителей менее 10 тысяч человек, а также многоквартирных домов, количество квартир в которых составляет менее десяти.»;

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче вак тата вӑтам предпринимательлӗхе аталантарасси ҫинчен» саккунӗн 8 статйине улшӑну кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №22 от 07 марта 2019 г.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех