Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шухӑшӑм (тĕпĕ: шухӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кайран, Колчак ҫарӗсене ҫӗмӗрсе Лӑпкӑ океан хӗррине ҫитсен, алла пӗр хаҫат лекрӗ те, ҫав шухӑшӑм тӗрӗс мар пулнине ӑнлантӑм.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Лайӑххисен шутӗнче совет тапхӑрӗнчи чӑваш поэзийӗн паллӑ ӑстаҫисен — Илья Тукташӑн «Сӑвӑсемпе юрӑсем», Митта Ваҫлейӗн «Кӑмӑлӑмпа шухӑшӑм», Нестӗр Янкасӑн «Лирика» кӗнекисем.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Манпа пӗрлешме кӑмӑлна килтерсен, яланлӑхах ялта юлас шухӑшӑм пур.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ирӗксӗрлесе Машӑна хамӑр пата илсе каяс шухӑшӑм ҫук ман.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Шухӑшламан чух шухӑшӑм ҫук, Шухӑшласан — пуҫӑм ҫаврӑнать.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Эпӗ чӗнмесӗр ларнине Турунов ун тӗллӗн ман шухӑшӑм улшӑнас ҫуккине пӗлтерни вырӑнне хучӗ пулас та — сасартӑк сиксе тӑчӗ, хаяррӑн каласа хучӗ:

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Манӑн вара ӑҫта пулсан та шухӑшӑм сан ҫине ҫеҫ ӳкет, сана ача чухнехи пекех кашни кун, кашни сехетре, кашни минутра курас килет.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ах, шухӑшӑм, шухӑшӑм, Ах, шухӑшӑм, шухӑшӑм, шухӑшӑм!

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пӗлместӗп: шухӑшӑм шухӑшласа кӑларчӗ-и ӑна, е тата уйӑх каяллахи тӗлпулу хыҫҫӑн пулчӗ-и вӑл — анчах тимӗрҫӗ сӑнарӗ юлашки кунсенче пӗр вӗҫсӗр куҫ умне тухать те, манӑн ун ҫинчен ыттисене те каласа парас килет.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Манӑн Ваҫли хурне курас шухӑшӑм ҫук.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йӑлӑмра кӑштах ҫапӑ касас шухӑшӑм пур.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эй, шухӑшӑм, шухӑшӑм, — пӑшӑлтатрӗ каччӑ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп хӑрап: Ытла та шухӑшӑм хӑрушӑ.

Куҫарса пулӑш

XXXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Ман хамӑн шухӑшӑм та пур, эп ун ҫинчен калӑп-ха, анчах чи малтан манӑн кунта ларакан райком секретарӗн сӑмахне илтес килет.

Куҫарса пулӑш

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Сӗрме купӑсне эпӗ унчченех курнӑччӗ, туянас шухӑшӑм та пурччӗ…

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хам выляса парас шухӑшӑм та пурччӗ Ухатер рольпе.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пӗтӗм шухӑшӑм ун ҫинчеччӗ.

Куҫарса пулӑш

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӑшӑрланас шухӑшӑм та пурччӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗрремӗш шухӑшӑм — сире хирӗҫ чупса пырасшӑнччӗ, анчах ку… ансатах мар.

Первой мыслью моей было — встретить вас, но это не так легко.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

 — Эпӗ хамӑн сӑмах парӑва пӑсни мана пырса ҫапмасси сирӗнтен килет, Биче, — манӑн шухӑшӑм ҫапларах.

— Биче, от вас зависит — я хочу думать так, — от вас зависит, чтобы нарушенное мною обещание не обратилось против меня!

ХХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех