Шырав
Шырав ĕçĕ:
Интереслӗ шухӑшсемшӗн, вӗсене пурнӑҫа кӗртнӗ ӗҫ тӑвакан органсене, муниципаллӑ округсемпе хула округӗсен администрацийӗсене, культура, спорт учрежденийӗсене, шкулсен коллективӗсене тата общество организацийӗсене чӗререн тав туса хӑварас тетӗп.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Ҫак ыйтуллӑ шухӑшсемшӗн ӑна хӑйне те хӑрушӑ пулса кайрӗ, анчах ӑна пӑхмасӑр шухӑшсем аяккалла вӗҫрӗҫ:
Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Паккӑҫ! — хӑйне хӑй вӑрҫрӗ вӑл самантлӑха пуҫа килнӗ шухӑшсемшӗн.
Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ӑна унта революцилле шухӑшсемшӗн «пуҫ янӑ» тес пулать.
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Аппаҫӑм, эсӗ эпӗ чирлине куратӑн; эпӗ хамӑн шухӑшсемшӗн явап тытаймастӑп ӗнтӗ!— Сестра, ты видишь, что я больна; я уже не отвечаю за мысли свои!
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Княгиня ӑна хирӗҫ ним те шарламарӗ, анчах: ҫавнашкал тӗлӗнмелле кивӗ шухӑшсемшӗн хам хытӑ хисеплекен ҫын пулнӑран каҫаратӑп, тенӗ евӗр ӑшӑ кӑмӑлпа кулса илчӗ.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вара час-часах — намӑс пулнӑ пирки ҫав шухӑшсемшӗн хамӑра хамӑр ҫилленетпӗр.
III // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Стефани — хӑйӗн ӑсласа хунӑ шухӑшсемшӗн пӑсӑклӑ пулас ҫук тесе — килӗшрӗ.Стефания решила, что будет выгоднее для ее замыслов согласиться…
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Каҫхи шухӑшсемшӗн мана леккелет те тепӗр чух.
1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Унсӑрӑн эпир, урӑхла шутлакансем, хамӑрӑн шухӑшсемшӗн ҫавӑн пек дисциплинӑпа ҫирӗп организациленнӗ нумайӑшне хирӗҫ мӗнле кӗрешме пултарӑпӑр.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Мана, хамӑн ҫылӑхлӑ шухӑшсемшӗн, хаяррӑн тавӑрчӗҫ.
XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Пурӑна киле мана хам шухӑшсемшӗн намӑс пек туйӑна пуҫларӗ.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Чурасен ӗҫӗпе пурӑннӑ ҫӗрте творчествӑллӑ ирӗк шухӑшсемшӗн вырӑн пулма пултараймасть, унта аркатас та ҫӗмӗрес шухӑш ҫеҫ, тавӑрас ӗмӗтӗн наркӑмӑшлӑ ҫеҫкисем, чӑрсӑр выльӑх пек хирӗҫ тӑни ҫеҫ ашкӑрса ӳссе кайма пултарать.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
- 1